Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
чухлӗ (тĕпĕ: чухлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн чухлӗ минтере йӗпетнӗ Вӗри куҫҫульпеле ҫӗрле Эп тулнӑ уйӑхпа пӗрле?

Куҫарса пулӑш

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Мӗн чухлӗ тӑвӑл хӑваланӑ Ват Атӑл тӑрах хумсене?

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ял-йыш мӗн чухлӗ хурлӑх курчӗ?..

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Арифулла малтан кун чухлӗ чул кӗпер тунӑ ҫӗрте мӗн тума кирлине ӑнланма та пултараймарӗ, кӑна хӑйӗн патне пынӑ Кабиртан ҫеҫ пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ял вӗҫне ҫитсен, Арифуллан куҫӗ-пуҫӗ алчӑраса кайрӗ: ӑҫтан пуҫтарӑннӑ ҫакӑн чухлӗ халӑх, миҫе ял тухнӑ ку кӗпере тума?

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пирӗн хӑш бригадӑра тулӑ ун чухлӗ туни пур?

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун шучӗпе, колхоз мӗн чухлӗ пысӑкрах, вӑл ҫавӑн чухлӗ хӑватлӑрах, унӑн обществӑллӑ никӗсӗ ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах, ун хуҫалӑхӗнче малашне ҫӗнӗ техникӑпа ҫавӑн чухлӗ ытларах усӑ курма пулать».

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир арӑмӗ, ҫак вӑхӑтра хӑнасене мар, упӑшкине те кӗтменскер, пӳрте ҫакӑн чухлӗ ҫын кӗнине курсан, вӑтаннӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ыраш тӑкӑнакан пула пуҫланӑ ӗнтӗ, тепӗр виҫӗ кун уйра лартсан, вӑл темӗн чухлӗ сапӑнса юласси паллах.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫук, ун чухлӗ вырайман та.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вара курччӑр пурте — ҫӗнӗ меслетпе мӗн чухлӗ кӗлте ҫыхма пулать.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ун чухлӗ пирӗн ялта никам та ҫыхман.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗн чухлӗ ырашпа тулӑ валеҫӗнет кӗркунне!

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр пилӗк ҫул ӗҫлеччӗр-ха, пирӗнни пек хуҫалӑх туччӑр, счетра пирӗн чухлӗ укҫа тытакан пулччӑр, вара калаҫса пӑхӑпӑр — пӗрлештерме юрать-и, юрамасть-и. Ҫав вӑхӑтра правленине кӗтмен ҫӗртен Ятман кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах вӑл ун пек калани Гарифа нимӗн чухлӗ те витмерӗ, лешӗ тата ытларах ҫӗкленсе ҫеҫ кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман Кабирпа паян темиҫе хутчен те ӗҫ пирки сӑмах хускатса пӑхрӗ, анчах ун шухӑшне нимӗн чухлӗ те пӗлеймерӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсемшӗн пулсан, колхоз мӗн чухлӗ пӗчӗкрех, ун хуҫалӑхӗ ҫавӑн чухлӗ тирпейлӗрех, колхоза тытса пыма ҫавӑн чухлӗ ҫӑмӑлтарах.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тата ҫакна илсе пӑхӑр эсир: кашни ялта уйрӑм колхоз туса эпир ытлашши штат мӗн чухлӗ тытатпӑр, шутласа кӑлараймӑн!

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл сире мӗн чухлӗ тивӗҫнине те илӗ, сутса укҫине хӑвӑра куҫарса парӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Питӗ кӳренмелле, мӗншӗн тесен каччӑ ун сӑмахне нимӗн чухлӗ те итлемерӗ, ку ҫеҫ мар, йӗркеллӗ калаҫса пӑхасшӑн та пулмарӗ, ҫыру хӑварчӗ те, тек куҫ умне курӑнма хӑранӑ пек, тухса та шурӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех