Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑн (тĕпĕ: ҫав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни писателӗн хӑйӗн шухӑшӗ, ӑнланӑвӗ, ӗмӗчӗ, идеалӗ пур, вӑл хӑйӗн произведенийӗнче ҫав шухӑша каласа пама тӑрӑшать, пурнӑҫа хӑй мӗнле ӑнланать, ҫавӑн пек ӑнлантарса парать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫавӑн пирки ӗнтӗ Исаев ку ҫырура содержанипе формӑна мӗнле ӑнланмалли ҫинчен ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Икӗ писатель, Хумма Ҫеменӗпе Исаев Мӗтри, пӗр-пӗрин патне ҫӳретнӗ ҫырӑвӗсенче хӑйсен шухӑшӗсене пытарман, уҫҫӑн каласа панӑ (чӑн-чӑн писательсем ӗнтӗ ҫавӑн пек пулмалла та!).

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Умсӑмах авторӗпе килӗшсе, эпир та ҫавӑн пекех калӑпӑр, Исаев ҫырӑвӗсем вулакансене, тӑван литературӑна тӗпчекенсене пысӑк усӑ пама пултараҫҫӗ, тейӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫавӑн чухне мӗн пулнине вӑл ӗнер ҫеҫ чухласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑн пирки йӑнӑш турӗ те ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрӗ хӑй ҫавӑн пек-ши?..

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашни хӑйӗн чунне мӗн ыраттарать, ҫавӑн пирки шухӑшлама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ирӗк те, телей те ҫавӑн пекех.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килӗнче пурте йӗркеллӗ, вӑл тарса кайнӑ чухне мӗнле пулнӑ ҫавӑн пекех…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑн пек тем-тем шухӑшласа ларса вӑхӑт ирттерчӗ Савантер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑн пиркиех Укаслу пурнӑҫӗ те татӑлма пултаратчӗ…

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑн пиркиех ҫӗре кӗчӗ-ҫке-ха вӑл!

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эх, ҫавӑн чухне, хуса ҫитсен, никама ним шеллемесӗр вӑл ҫав путсӗрсене вӗлернӗ пулсан хӑй сывӑ юлатчӗ те ҫав…

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑн пирки ӗнтӗ хампала пӗрле утлисене кӑна илетӗп.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗлеймерӗ, чухлаймарӗ ҫавӑн чухне Укаслу хӑй Кӗлсулттан кинемейпе ӗмӗрлӗхех сывпуллашнине.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешӗ ӑна йытӑ ӗмӗрӗнчен ҫирӗм пилӗк ҫул, пыра-киле тата упӑте ӗмӗрӗнчен тепӗр ҫавӑн чухлӗ ҫул илсе парать.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑп та лӑп ҫавӑн чухне аскӑн майра-патша янӑ ирсӗр ҫынсем ҫакӑнта ҫӗмӗрсе кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫав тумтир мӗнле вутра ҫунса пӗтет, ҫавӑн пекех чир-чӗр те кайтӑр, тесе.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ялпа-йышпа мӗнле йышӑннӑ — ҫавӑн пек пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех