Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӑх пухӑннӑҫемӗн пухӑнать, ҫынсем тӗрткелешсе ушкӑн варрине тухма тӑрӑшаҫҫӗ, комисси членӗсем тем пек каялла чакарсан та, кӗрешме хӑварнӑ вырӑн пӗчӗкленсех пырать.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Укҫа куҫарас пулсан, каялла яратӑп, вӑл пире мӑшкӑллани пулать.
XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Госпитальте чухне автомашинӑпа ҫӳресе куртӑм! — каялла ҫаврӑнса кӑшкӑрчӗ вӑл.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫук, халӗ ӗнтӗ, пӗр эрне каялла пулнӑ пек, каҫхине Марине патне калаҫса ларма каяйман; кӗтмен ҫӗртен, чи лайӑх ӗмӗтсемпе пурӑннӑ ҫӗртен тепӗр хут хисепрен тухрӗ.
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Мӗнле ӗнтӗ халь, каялла илсе каяс-и?
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл мӗнле килнӗ, ҫавӑн пекех каялла утӑмлать, хӑйне унта епле инкек кӗтнине те пӗлмест.
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Марине каялла килнӗ ҫӗре йӗпе михӗсем ӗнтӗ тырӑ кӗлетӗнче ларчӗҫ.
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Виҫ-тӑватӑ кун каялла Сехре Иванӗ чун килениччен Маринепе калаҫса тӑчӗ.
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Липа, карта урлӑ каялла каҫса, каллех лаши ҫине утланса ларчӗ, ӑна урисемпе тапса ҫӗнӗрен кӑшкӑрса ячӗ:
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Темиҫе кун каялла кӑна ҫыру илтӗм-ха.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫак минутра Левентейӗн нумай пулмасть ҫеҫ хӑйне ырӑ ҫын пек туйӑннӑ хӗрарӑма алӑк ҫине пӗтӗм вӑйпа тӗтсе ярас, унтан, начальник патне каялла кӗрсе, асар-писер харкашу тӑвас килсе кайрӗ.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каялла тухсан, Левентее тепӗр пӳлӗмре паҫӑрах ӑшшӑн йышӑннӑ хӗрарӑм кӗтсе илчӗ .
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл кунта ним пӗлмесӗр кӗмен, малтан хӑй паллакан ҫынпа, темиҫе ҫул каялла вӗсем патне пырса кайнӑскерпе, калаҫса пӑхнӑ Левентей начальник ҫине тарӑхса ларчӗ, унӑн ӑшра ҫак ҫап-ҫутӑ куҫлӑ ҫиелтен тирпейлӗ пек туйӑнакан ҫынна хирӗҫле туйӑм ҫӗкленчӗ.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Темиҫе кун каялла Левентей ӑна запаслӑ пай тупса килме хушса ячӗ.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Эс — хыткукар, ӑна эпӗ тахҫанах пӗлетӗп, — каялла ҫаврӑнса калать агроном.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Украинӑна каялла каясси ҫинчен сӑмах хускатсанах Анна Ивановна Санюка аса илет.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каялла вӑл, ывӑннӑ пек, майӗпен ҫеҫ таврӑнчӗ, пуҫри хавассӑр шухӑшсем йӗлтӗрсене те йывӑрлатрӗҫ тейӗн.
IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Зейнаб, ан хӑра, имҫамна каялла леҫместӗн, панӑ япалана илес пулать.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Иккӗшӗнчен пӗри ӗнтӗ, е укҫине ху тӳлетӗн, е каялла леҫетӗн.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Апла пулсан, эпӗ ку имҫама каялла леҫетӗп.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.