Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗм (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр ҫирӗм минут хушши чӑтлӑх витӗр нимӗн йӗркеленмесӗрех кайрӗҫ.

Минут двадцать ехали по чаще, смяв построение.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Полиципе казаксен отрячӗ, пӗр ҫирӗм ҫынтан тӑраканскер, рабочисен маевкине хӑваласа салатса ячӗ.

Полиция и отряд казаков, человек в двадцать, рассеивали рабочую маевку.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпир ҫирӗм ҫиччӗмӗш полкра.

Мы в Двадцать седьмом полку.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫирӗм ҫын ытларах.

— Больше двадцати человек.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр эрнерен полк вӗр-ҫӗнӗ ҫирӗм пуслӑх кӗмӗл укҫа пек йӑлтӑртатакан пулса тӑчӗ.

Через неделю полк блестел свеженьким двугривенным.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр ҫирӗм казак ытларах чӑмӑртаннӑ отряд, фольварка кӗмесӗрех, пирченнӗ урапа йӗрӗсемлӗ ҫул тӑрӑх малалла вӗҫтерчӗ.

Отряд в двадцать с лишним казаков поскакал, минуя фольварк, по изморщиненной зачерствелыми колеями дороге.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр ҫирӗм минутран ӑна салтса ячӗҫ.

Минут через двадцать его развязали.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ҫирӗм тӑваттӑмӗш пӑтана хупласа тӑракан тутӑр татӑкӗ хӗррине хыпаланса уҫрӗ, унӑн кушӑрханӑ хура пӳрнисем приставӑн сахӑр пек шурӑ пӳрнисене кӑшт кӑна перӗнчӗҫ.

Григорий суетливо отвернул заломившийся угол, прикрывший двадцать четвертый ухналь, пальцы его, шероховатые и черные, слегка прикоснулись к белым, сахарным пальцам пристава.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫук, ун пек мар, ваше высокоблагородие, ҫирӗм тӑваттӑ.

— Никак нет, ваше высокоблагородие, двадцать четыре.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗншӗн ҫирӗм виҫ пӑта ҫеҫ?

— Почему двадцать три ухналя?

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

 — …ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех ҫак пӗчӗк ялта сирӗн Атаман полкӗн сотни тӑнӑ иккен.

— …оказывается, стояла в этой деревушке сотня вашего Атаманского полка.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпир тӗрлӗ-мӗрлӗ шутласа пӑхатпӑр та пӗлетпӗр хайхи: ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех… —

Мы строим различные предположения и вот узнаем, что лет двадцать назад… —

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ӗлӗк-авал ҫирӗм пилӗкшер ҫул салтакра пурӑннӑ, теҫҫӗ.

— В старину двадцать пять лет служили, гутарют.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий юханшыв сарлакӑшне куҫӗпе виҫсе илчӗ: нумайран та — ҫирӗм чалӑшран ытла сарлака мар.

Григорий смерил расстояние взглядом: двадцать саженей — самое большее.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Миллерово станцинчен ҫирӗм пилӗк ҫухрӑм килсен, украинецсем пурӑнакан Ҫирӗк Варӗ ятлӑ слободара, юханшыв урлӑ каҫнӑ чух, лашисене кӗҫех шыва путармарӗ.

В Ольховом Рогу, украинской слободе, в двадцати пяти верстах от станции Миллерово, переправляясь через речку, едва не утопил лошадей.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пан чӳрече витӗр ҫирӗм пуслӑх кӗмӗл ывӑтса панӑ.

Пан кидал в окно двугривенный.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Никам та ӑна ашшӗ ячӗпе чӗнмен, унӑн хушаматне вара Сашкӑна ҫирӗм ҫул ытла тытса усракан Листницкий хӑй те пӗлмест-тӗр.

Никто не баловал его отчеством, а фамилии, наверное, не знал и сам старый Листницкий, у которого жил Сашка больше двадцати лет.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Магазинпа вӗҫе-вӗҫӗн лутака та вӑрӑм, подваллӑ сарай сыпӑнса тӑнӑ, унтан пӗр ҫирӗм чалӑшра — кирпӗчрен тытнӑ ҫаврака чиркӳ карти тата пиҫсе ҫитнӗ симӗс сухан пуҫӗ пек тӑрӑллӑ чиркӳ.

К магазину примыкал низкорослый, длинный, с подвалом, сарай, саженях в двадцати от него — кирпичный перстень церковной ограды и церковь с куполом, похожим на вызревшую зеленую луковицу.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Арманта тӑхӑр рабочи, магазинта ҫичӗ ҫын тата кил таврашӗнчи работниксем тӑваттӑн — акӑ ҫирӗм ҫӑвар пулса та тӑчӗ; ҫирӗм ҫӑвар, хуҫан ырӑ кӑмӑлӗпе ҫисе пурӑнаканскерсем.

На мельнице девять человек рабочих; в магазине семеро да дворовой челяди четверо — вот их двадцать ртов, что жуют по купеческой милости.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пуҫа ҫирӗм эпӗ…

Сгубилась я…

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех