Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫнӗ (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах, шыв ӗҫнӗ хыҫҫӑн, вӑл малтанхи вырӑна каялла пымарӗ, йӗмне чӗркуҫҫи таран тавӑрчӗ те, сӑмсах тӑрӑх ҫӳреме пуҫларӗ.

Но, напившись, не вернулся назад, а принялся бродить по отмели, засучив штаны выше колен.

III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Вӑйлӑ ӗҫнӗ пулнӑ вӑл куреньри козаксем, хӑйсен телейне те ӗҫсе янӑ.

Крепко курнули козаки его и прокурили свою долю.

VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Козак пӗлмӗн пӗр ремесла та пулман: вӑл эрех юхтарнӑ, урапа тунӑ, тар хатӗрленӗ, тимӗрҫӗпе слесарь ӗҫне тунӑ, кунсӑр пуҫне пуҫа ҫухатиччен ӗҫсе ҫинӗ, — вӑл ӗҫнӗ пек ӗҫме пӗр вырӑс ҫынни кӑна пултарать — ҫаксене вӑл пурне те ним те мар тунӑ.

Не было ремесла, которого бы не знал козак: накурить вина, снарядить телегу, намолоть пороху, справить кузнецкую, слесарную работу и, в прибавку к тому, гулять напропалую, пить и бражничать, как только может один русский, — все это было ему по плечу.

I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Унӑн килӗнчисем пурте, ваттисем те, вӗттисем те манӑн сӗте ӗҫнӗ, сӗте ҫисе яраймасан, унтан уйран, ҫу тата тӑпӑрчӑ тунӑ.

Все его домашние, и старые и малые, пили мое молоко, а если немного молока оставалось, из него делали простоквашу, масло и творог.

Шакал тигра улталани ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ром ӗҫнӗ хыҫҫӑн эпир ҫывӑрма выртрӑмӑр.

Выпив рому, мы улеглись спать.

XXIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Хамӑр ром ӗҫнӗ тата юрӑсем юрланӑ вӑхӑтра, эпир карапа алӑран вӗҫертнӗ.

Пока мы пили ром и пели песни, мы прозевали корабль.

XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӑл эрехе ытлашши нумай ӗҫнӗ те, ҫавӑнпа та унчченхи пек мар ҫӗкленсе калаҫать.

А он выпил слишком много вина и потому отвечал мне с необыкновенной торжественностью.

XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Кӑштах апат ҫинӗ тата ик-виҫӗ ҫӑвар брэнди ӗҫнӗ хыҫҫӑн вӑл паллӑрмаллах чӗрӗлчӗ, тӳрӗ ларакан пулчӗ, хытӑрах та уҫҫӑнрах калаҫма пуҫларӗ, урӑхла ҫын пулса тӑчӗ.

Немного закусив и хлебнув два-три глотка бренди, он заметно приободрился, сел прямее, стал говорить громче и отчетливее, сделался другим человеком.

XXV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӑл бутылкӑри эрехе ҫурринчен кая ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ, бутылка пуҫне ҫӑварӗнчен кӑларчӗ.

Он выпил не меньше половины и лишь тогда оторвал горлышко бутылки ото рта.

XXV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Тӗтӗмпе коптит тунӑ сысна ашӗпе каҫхи апат тунӑ тата пӗрер стакан вӗри грог ӗҫнӗ хыҫҫӑн капитан, сквайр тата доктор канашлӑва кайрӗҫ.

Поужинав копченой свининой и выпив по стакану горячего грога, капитан, сквайр и доктор удалились на совещание.

XIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ӗҫнӗ вӑхӑтра хӑй ҫилӗпе чашкӑрать тата пӗрӗхет, ытлашши ӗҫнӗшӗн ӑна никам та асӑрхаттарма хӑяймарӗҫ.

При этом он фыркал и сопел так сердито, что никто не дерзнул запретить ему выпить лишнее.

III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Эсир ытлашши нумай ром ӗҫнӗ.

— Вы пили слишком много рому.

II сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ӗҫнӗ май вӑл, е скаласем ҫинелле, е трактир ҫинчи вывеска ҫинелле пӑхса илет.

Пил и поглядывал то на скалы, то на трактирную вывеску.

I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Эсӗ яланах ҫителӗклӗ шыв ӗҫнӗ чухнехи пекех калатӑн.

— Говоришь ты, вроде как воду пьешь, которой всегда вдоволь.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тепӗр чух вӑл кӑмӑлсӑр мӑкӑртатнӑ: шуйттан ламписем, ҫӑва аҫтахасем шыв ӗҫнӗ пекех ӗҫеҫҫӗ.

Порою он недовольно бурчал, что, мол, эти чертовы лампы пьют масло, будто драконы воду.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эп мӗн пурӗ те икӗ черкке ҫех ӗҫнӗ

— Я всего выпил две рюмки…

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Юлашки икӗ кун хушшинче вӑл Ежовпа пӗрле пит хыта ӗҫнӗ, ҫавӑнпа та унӑн мухмӑрла пуҫӗ халӗ ҫурӑлас пек ыратнӑ.

Последние два дня он в компании с Ежовым сильно пил, и теперь у него трещала голова с похмелья.

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унтан, тепӗр хут эрех тултарса, каллех ӗҫнӗ

Потом налил еще водки и снова выпил…

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ежов, хӑйӗн стаканне ӗҫнӗ те, ҫӗр ҫине йывӑррӑн анса ларнӑ.

Ежов, выпив из своего стакана, тяжело опустился на землю.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ӗнтӗ пурте, ӳсӗрех пулмасан та, ҫӗкленчӗк кӑмӑлпа ларнӑ, — кулнӑ, шӳт тунӑ, юрлама пӑхнӑ, ӗҫнӗ, хӑярне, кулачне, кӑлпассине ҫыртнӑ.

Все были уже возбуждены выпивкой, но еще не пьяны, смеялись, шутили, пробовали петь и пили, закусывая огурцами, белым хлебом, колбасой.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех