Шырав
Шырав ĕçĕ:
Англи вӗсене хӑйсен карапӗсене парать, Франци ҫӗршывне антарма тинӗс десанчӗсем хатӗрлет.Англия предоставляет им свои военные корабли и подготовляет морские десанты во Францию.
IV // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Март уйӑхӗнче республикӑн Дюмурье генерал ертсе пыракан ҫарне Кобургский принц аркатса тӑкнӑ хыҫҫӑн, Дюмурье генерал хӑйӗн тӑван ҫӗршывне сутса австриецсен енне куҫнӑ.
II // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Ганс, хӑй ҫуралнӑ ҫӗршывне курасшӑн ытла та тунсӑхланӑ пирки, пичче темӗн пек ӳкӗтлерӗ пулсан та, Гамбургран тухса кайрӗ, пирӗншӗн калама ҫук хаклӑ ӗҫ тунӑ, вилӗмрен те ҫӑлса хӑварнӑ шанчӑклӑ ҫын хӑйне тивӗҫлипех тав тума май памарӗ.
XLV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Акӑлчансем тата вунӑ минутран кая юлмасӑр тӑван ҫӗршывне тухса кайма васкаҫҫӗ.Англичане желают отправиться на родину не позже чем через десять минут.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Анчах Харьковри вокзалра вӑл сасартӑк лагерьте паллашма тӳр килнӗ хӗрарӑмсен ушкӑнӗпе тӗл пулчӗ; хӗрарӑмсем тӑван ҫӗршывне нимӗҫ «пикисем» пулса таврӑннӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Анчах совет ҫӗршывне вӑрӑ-хурахсенчен пӗтӗмпех тасатса ҫитермен-ха.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Пирӗн тӑван Архангельск крайне, вырӑс халӑхӗн чӑн-чӑн ҫӗршывне, вӗсем ылтӑнпа шутласа пӗр миллиард тенкӗлӗхе ытла ҫаратса та кайрӗҫ ӗнтӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл тата ҫакна каласа пачӗ: сентябрь уйӑхӗн вӗҫӗнче утрав гарнизонӗ улшӑннӑ, французсен «Гидон» ҫинчи матросӗсем хӑйсен тӑван ҫӗршывне кайнӑ, вӗсем вырӑнне унта Англи салтакӗсем пынӑ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл вырӑс ҫӗршывне килсе кӗнӗ, Совет Российинчи ҫӗршер те пиншер рабочисемпе хресченсене пере-пере пӑрахакан пусмӑрҫӑсемпе вӑрӑ-хурахсен сӗмсӗр те ирсӗр ушкӑнне хирӗҫ нимӗн хӗрхенмесӗр кӗрешме чӗнсе каларӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Эпир вырӑссен тырри-пуллине, вырӑссен ҫӗршывне ҫӑлса хӑварма килетпӗр.
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӗсем пурте хӑйсен тӑван ҫӗршывне юратаҫҫӗ, пруссаксене ылханса вӑрҫаҫҫӗ.
Билет // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 23-24 с.
Франци халӑхӗ, хӑйӗн тӑван ҫӗршывне юратаканскер, Пруссия салтакӗсене Францирен хӑваласа кӑларасшӑн ҫапӑҫать.Французский народ, любивший свою Родину, сражался за изгнание прусских солдат из Франции.
Билет // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 23-24 с.
…Франци ҫӗршывне Прусси ҫӗнтерсе илнӗ.
Билет // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 23-24 с.
Серёжа асламӑшӗ улпутсемпе пӗрле Уржума ҫитнӗ те виҫӗ уйӑх пурӑннӑ, вара хӑйӗн тӑван ҫӗршывне тухса килме хатӗрлене пуҫланӑ.Приехала бабушка с господами в Уржум, прожила там три месяца и стала к себе на родину собираться.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Австрийцӑсем, мӗн пурне пӑрахса хӑварса, тӑван ҫӗршывне тараҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Филька вара, Маросейка ҫӗршывне тупас тесе, кӑлӑхах темӗн чухлӗ тӑрмашнӑскер, Таньӑран тек нимӗн те ыйтмасть.
VII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Бабтистсен проповедникӗ Гобсон та, Лот Хови дьякон та, Бен Рэкер та, Эбнер Шеклфорд та, Леви Белл адвокат та, Робинсон тухтӑр та, вӗсен арӑмӗсем те, тӑлӑх арӑм Бартли те… татах пур-ха та — кусем вара Питерӑн уйрӑмах ҫывӑх ҫыннисем, вӗсем ҫинчен тӑван ҫӗршывне те ҫырсах тӑратчӗ вӑл, ҫавӑнпа Гарви, кунта килсен, туссем часах тупать.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл тинӗс хурахӗ пулнӑ, вӑтӑр ҫул Инди океанӗнче хурахра ҫӳренӗ, анчах кӑҫалхи ҫуркунне пӗр тытӑҫура унӑн шайкине ҫурри ытла вӗлерсе пӗтернӗ, халӗ вӑл ҫӗнӗ ҫынсем пухма тӑван ҫӗршывне килнӗ, турра шӗкӗр, ӗнер ҫӗрле ӑна ҫаратса, кӗсйинче пӗр цент хӑвармасӑр, пӑрахут ҫинчен антарса хӑварнӑ, ҫакӑншӑн вӑл савӑнать кӑна; унтан ырри нимӗн те пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен халӗ вӑл пачах урӑх ҫын, пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут телей куракан ҫын.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Е эсӗ унта ӑҫта та пулсан, пӗр-пӗр хӳшӗре, вилсе выртӑн (Анна Васильевна Болгари ҫӗршывне Ҫӗпӗр тундри евӗр тесе шутланӑ), е эпӗ хамӑр уйрӑлнине чӑтса ирттереймӗп…
XXXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Унӑн тӑван ҫӗршывне, Болгарие…
XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.