Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑхне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗре пӳлмесӗр тимлӗхлесе ларнӑ Андрей Васильевич та тӑчӗ, шухӑша путса, алӑк патне кайса килчӗ, глобус ҫывӑхне, Динӑпа юнашар, пырса чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Каярахпа Хань Лао-лю хӑй кӑмӑллакан ҫынсене шыв илме ирӗк панӑ, юратман ҫынсене ҫӑл ҫывӑхне те яман.

Впоследствии тем, кто был ему угоден, Хань Лао-лю милостиво разрешал пользоваться водой, а тех, кто ему не нравился, просто гнал в шею.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тепӗр кун Берлин ҫывӑхне, тӑван чаҫе вӗҫсе каятӑп.

На следующий день улетаю под Берлин, в родную часть.

2. Ҫапӑҫу тӗрӗслевӗнче пулнӑ тусӑмсем патӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

«Фокке-вульф» сывлӑшрах ялкӑшса кайрӗ те, Берлин ҫывӑхне персе анчӗ.

«Фокке-Вульф» вспыхнул в воздухе и рухнул на окраину Берлина.

18. Берлин ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫуркунне килсе ҫитни пире Одер ҫывӑхне вӗҫсе куҫма чӑрмантарчӗ.

Весна задерживала наш перелёт к Одеру.

14. Тӑшман ҫӗрӗ ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хамӑр фронтри ҫарсемпе пӗрле, эпир Сокачеври аэродрома, унтан Иноврацлавӑна, кайран Познань ҫывӑхне ҫитрӗмӗр.

Следуя за войсками нашего фронта, перелетаем в Сохачев, в Иноврацлав, а затем в район Познани.

14. Тӑшман ҫӗрӗ ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Аревичинче тӑнӑ чухне эпир малтанхи кунсенчех ял ҫывӑхне аэродром туса хутӑмӑр.

В первые же дни стоянки в Аревичах мы оборудовали неподалеку от села аэродром.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тӑшман Блитче ҫывӑхне мартӑн 11-мӗшӗнче пырса ҫитрӗ.

Противник подошёл к Блитче 11 марта.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпир Киев ҫывӑхне сакӑрвунӑ-ҫӗр километра ҫитсе тӑрсан ҫеҫ вӗсем хыпӑнса ӳксе вӗткеленме пуҫларӗҫ.

Они всполошились, когда мы были уже в 80–100 километрах от Киева.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Нимӗҫ самолечӗ Костополь хули ҫывӑхне лаплатса пырса ӳкрӗ.

Немецкий самолет был недалеко от города Костополя.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫапла вара, пӗтӗм партизансен пӗрлешӗвӗ чугун ҫулсен тӗвви пулса тӑракан Ворожба ятлӑ станци ҫывӑхне, икӗ чугун ҫул кӗтессине вырӑнаҫрӗ.

Таким образом партизанское соединение расположилось в углу двух железных дорог, вблизи узловой станции Ворожба.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӑл ун патне пырса кровать ҫывӑхне ларатчӗ те, унпа пуринчен ытларах интереслентермелли ҫулҫӳревҫӗсем ҫинчен нумайччен калаҫса ларатчӗ.

Подойдёт к нему, сядет около кровати и долго говорит с ним о том, что больше всего интересовало тогда Олега: о путешествиях.

«Ну, каласа пар-ха…» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӑл хула ҫывӑхне кайса, тӑшманӑн малти отрячӗсем патне ҫывӑхрах пырса пӑхма шутланӑ, Эвтибида хула хӳмисем патне пымалли пӗр-пӗр майлӑ ҫул ҫук-ши, хулана кӗтмен ҫӗртен кӗме ҫук-ши тесе пӗлесшӗн пулнӑ.

Она задумала посетить окрестности города и пробраться, насколько возможно, ближе к вражеским аванпостам; Эвтибиде хотелось узнать, нет ли какого-нибудь доступа к стенам и нельзя ли попытаться неожиданно проникнуть в город.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Каҫпала Спартак Сипонтум ҫывӑхне ҫитрӗ, кунта вара гладиаторсем лашисем ҫинчен анчӗҫ те, вӗсене ҫавӑтса, ҫул аяккинчи вӑрмана кӗчӗҫ.

Вечером Спартак подошел к Сипонтуму, гладиаторы сошли с лошадей и, ведя их под уздцы, вступили в лес, окаймлявший дорогу.

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Виҫҫӗмӗш кунне ҫурҫӗр тӗлӗнче вӗсем Тускулум ҫывӑхне ҫитрӗҫ.

Таким образом, он в полночь третьего дня ближе к полуночи достиг Тускулума.

XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Кушак плитка ҫывӑхне выртрӗ, вӑл нимӗн те хӑрамасть.

Кошка легла около плитки и не боялась.

Эпӗ плиткӑран хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Кадетсем пире пӗве ҫывӑхне ямаҫҫӗ, шыва кӗме памаҫҫӗ, — терӗ вӑл малалла.

— Кадеты на ставок нас не пускают, купаться не дают, — продолжал он.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Патша ун ҫывӑхне те пыма хӑранӑ.

Царь близко к нему боялся подойти.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Алеша хӑйне хуралланине ан пӗлтӗр тесе, эпир ун ҫывӑхне пымарӑмӑр.

Мы шли на расстоянии, чтобы Алеша не узнал, что мы его охраняем.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӗсем никама та тупӑксем ҫывӑхне ямаҫҫӗ.

Они никого не подпускали к гробам.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех