Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумне (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак ҫакӑн пек ыталаса илӗ вӑл сана, чунӑмҫӑм, — ачине илсе кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫилен тин ҫеҫ ывӑннипе вилӗм тӗсӗ ҫапнӑ, халӗ вара савӑнӑҫ туйӑмӗсемпе улшӑннӑ пичӗ ҫумне пепкене илсе пырса хучӗҫ, амӑшӗ ӑна тытас тесе аллине ҫӗклерӗ, памарӗҫ, чӗркеме илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫырӑвне урамра уҫмарӗ, кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртарӗ, ҫынсенчен аяккарах, ан куҫӑхтарччӑр тесе.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— «Кузнецовран», — сасӑпа вуларӗ вӑл, тути ҫумне перӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑм стена ҫумне перӗнсенех ҫывӑрса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӳрече патне ҫывхарчӗ те витрине кантӑк ҫумне тытса: — Ҫак витре пек пушӑ пулмалла пултӑр сире. Аллӑр-урӑр типсе хӑртӑр, — терӗ хыттӑн чӗтрекен тутисемпе.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шӑнкӑрав сасси ҫумне лаша ури тӑпӑртатнӑ сас хушӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӑшӑрӗ ҫумне Ермолай та пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Натали ирхине сарай юпи ҫумне таянса татӑлса макӑрнине чӳречерен курчӗ-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ун ҫумне Нюҫҫа хутшӑнчӗ, унтан — ыттисем, хурлӑхлӑ сасӑсем ҫынсен ушкӑнне ҫурмалла касса ҫурнӑ пекех туйӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Атя, пулӑшам, Ванюш, — купӑсҫӑ ҫумне ларчӗ Нюҫҫа.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арпашса ан пӗтчӗр тесе хӑйсен ялӗ ҫумне «Ешӗл» сӑмах хушнӑ вара вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрӗ шӑппӑн ун пӗр аякӗ ҫумне йӑпшӑнса пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрулмин юлашки йӗркине купаласа пӗтерсен вӑл муттикне сарай ҫумне тӑратрӗ те кӗтӗве хирӗҫ тухрӗ, сурӑхсене килкартине хӑваласа кӗртрӗ, ӗне сурӗ, мунчана шыв йӑтса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашни хӑйӗн пӗр-пӗрин ҫумне пӗрремӗш именчӗклӗ утӑмне тунӑшӑн хакласа, савӑнса шӑп тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл казематӑн шалти картишне ҫӑмӑллӑн сывласа ярса тухрӗ, Ефим сержант ҫумне сак ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗчӗк сӑмси вӗҫӗ те лапчӑнса кантӑк ҫумне шурса кайнӑ пӗтӗмпех.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Ун ҫумне вырнаҫнӑ тусӗ ӑслӑ куҫӗсене мӑчлаттара-мӑчлаттара тимлесех вӑлтан путкӑҫне сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Эсӗ халех тавӑрса пар, — ҫулӑхать хӗр ҫумне каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав чӗрӗ сывлӑш ӑша кӗрет, чуна ҫӗклет, пӗр-пӗрин ҫумне лапчӑнса ҫыпӑҫса ларнӑ ҫамрӑка чӗтрентерет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех