Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулсенче (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсен ӗҫмелли шыв ыйтӑвне татса парассипе те территори пайӗнчи ялсенче юлашки ҫулсенче палӑрӑмлӑ ӗҫсем туса ирттерме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Акӑ «Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проекчӗ шайӗнче юлашки ҫулсенче округ территорийӗнче республика ҫулӗсене те, муниципалитет ҫулӗсене те сахал мар юсаса нормативлӑ шая ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Ку тӑрӑхра ялсене тирпей-илем кӗртес тӗллевпе юлашки ҫулсенче пуҫаруллӑ бюджетпа анлӑн усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Вӑтӑрмӗш ҫулсенче, колхозсем тума пуҫласан, кулак тесе Егор Петровичӑн ҫӑм тапакан машинине, ҫил арманне, лашине, ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлемелли хатӗрӗсене туртса илсе колхоза параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Вӑрҫӑ пынӑ йывӑр ҫулсенче те «Красный Октябрь» колхоз районта малтисен ретӗнче пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Д.А.Акчурин 1930—1937 ҫулсенче счетовод тивӗҫне туллин пурнӑҫласа пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

1930 ҫулсенче ҫӗршывра коллективизаци юхӑмӗ анлӑ сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

1922—1930 ҫулсенче Аслӑ Ҫӗрпӳел ял Совечӗн секретарӗнче тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

1910—1914 ҫулсенче, тӑватӑ класлӑ шкултан вӗренсе тухсан, вӑл Мӑрат вулӑсӗнче ҫыру ӗҫне туса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Юлашки ҫулсенче Раҫҫейре ҫак спорта аталантарас енӗпе нумай ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Самбо пирӗн округра та вӑй илӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%81%d0%b ... %bb%d3%97/

2006—2007 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасен ушкӑнӗнче йӗлтӗрпе чупса Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем Полина Порфенова 1-мӗш, Анастасия Ефремова 3-мӗш, Анна Казакова (Ҫӗнӗ Мӑрат) 2-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ // Ирина ИЛЬИНА. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

Арҫынсене ҫеҫ мар, ачасене, хӗрарӑмсене, ваттисене те йывӑр килчӗ ҫав ҫулсенче.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑчченхи ҫулсенче колхоз тӗрекленсе ҫитнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнпа, шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ тенӗ пек, юлашки ҫулсенче Куҫук арӑмӗ хӗл каҫарма пӗр аҫа вырӑнне икшер аҫа хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иртнӗ ҫулсенче Кулюкка колхозра пит ӗҫлесех каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чим-ха, пурччӗ вӗт-ха колхоз пуҫланнӑ ҫулсенче Сергей Лекҫейӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав ҫулсенче атте мана йӑтса ҫӳремелли пысӑках мар радио илсе панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Пирӗн пӑрчӑкан вӑхӑчӗ — XX ӗмӗрти 70мӗш ҫулсенче, аталану, ӑс-тӑн чӑмӑртанӑвӗн вӑхӑчӗ вара 1980-мӗш ҫулсенче иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Каялла таврӑннӑ чухне хӗрсем хӑйсен ачалӑхӗ, шкулта мӗнле вӗренни, ҫав ҫулсенче пӗр класри мӗнле арҫын ачана килӗштерни пирки калаҫса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Улька ҫак иртнӗ ҫулсенче епле хитреленнӗ-чиперленнӗ: йӑрӑс пӳллӗ, тӑпӑл-тӑпӑл шӑмшаклӑ хӗр пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех