Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫула сăмах пирĕн базăра пур.
ҫула (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иваҫ юлташӗсем, паян сунаршӑн лайӑх кун пуласса шанса, хӗвел хӗрелсе тухнӑ чухнех ун патне пуҫтарӑнчӗҫ, автомашина ҫине тиенсе ҫула тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Иккӗшӗн те йӑтмалли самаях пулнӑран, вӑрӑм ҫула каякансем пуҫтарӑнмалли вырӑна палӑртнӑ вӑхӑтран каярах юлса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Тепӗр кун инҫе ҫула тухакансен кӑнтӑрла иртсе икӗ сехет тӗлне Ҫатракассине ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Улюк алӑри хунарпа умри ҫула ҫутатнӑ май сукмак хӗрринчи ҫеҫкери утмӑлтурата асӑрхать, ӑна татса Улькана тыттарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Улюк хӗре пӗрремӗш хут ӑсатма кайнӑ каҫах ҫула май унӑн кӑпӑшка аллине сӗртӗнесшӗнччӗ-тытасшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫарта вӑй-хал хушнӑ, инҫе ҫула утма-чупма хӑнӑхнӑ каччӑшӑн сакӑр ҫухрӑм саккӑр ярса пусмалӑх пек ҫеҫ туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Васкаса-чупса тӗрмешнӗрен йӗп-йӗпе тара ӳкрӗм, каҫчен тиесе пӗтермелле, ҫула тухмалла-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Орлик, хӑй еккипе чупса, вӑрӑм урисемпе ҫула кӗскетсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Хӑйӗн вӑхӑчӗ тивӗҫмен чухне ашшӗ ӑна кӳршӗ-аршӑ патне хӑварнӑ, аяккарахри ҫула тухмалла чухне ҫывӑхри яла качча тухнӑ йӑмӑкӗ патне ҫӗклесе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

…Михаҫ, арӑмӗ вар-хырӑм ракӗпе аптраса вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗрсен, икӗ ҫула пуснӑ ывӑлӗ пиллӗке ҫитиччен хуҫалӑха пӗччен тытса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ял хыҫӗнчи вӑрман тӑрринче ҫакӑнса тӑракан тулли уйӑх пирӗн ҫула ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Тепӗр темиҫе минутран бригадир каллех ҫула тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Поля, ҫула тухса тӑкакланса ан ҫӳре: пӗрех тӗл пултармаҫҫӗ /суйрӗ Пантей/ тата кучченеҫ те партармаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Пантей ҫырӑва хӑй касса-ҫыпӑҫтарса тунӑ конверта чикрӗ, адресне ҫырчӗ, ҫула май почта ещӗкне яма шутласа хаҫат ҫапакан патне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Унта хальлӗхе тивӗҫлӗ хваттер ҫук, районӗ те икӗ ҫула яхӑн каялла ҫеҫ чӑмӑртаннӑ-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Хура курак ушкӑнӗ вӗҫсе иртрӗ, улӑм ури ҫине пырса ларчӗ: аслисем чӗпписене апат тупма, вӑрӑм ҫула тухма хӑнӑхтараҫҫӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Йӗпе алӑллӑ чылай ҫула ҫитнӗ сестра Иринӑна шала кӗме ирӗк пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ура ҫине сиксе тӑчӗ те ҫула пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫула май яштака чӑмӑр ураллӑ, хитре пӳ-силлӗ, паянччен курман хӗре хуса ҫитсе иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Пӗр талӑклӑх ҫула тухас пулсан виҫ талӑклӑх ҫӑкӑр чик», — тенӗн «вӑхӑтлӑх ӗҫре» вӑхӑта та вӑйне шеллемесӗр пӗлнӗ-пултарнӑ таран тӑрӑшрӗ Ирина.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех