Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗп сăмах пирĕн базăра пур.
ҫирӗп (тĕпĕ: ҫирӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«АСК-Яльчики» ОООра паха ҫӗр улми вӑрлӑхӗ туса илес тӗллеве малти вырӑна хураҫҫӗ — лаптӑксене графика ҫирӗп пӑхӑнса шӑварассине кӑҫал та анлӑн йӗркелесе пырасси паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %d0%b0cce/

Ҫирӗп лараҫҫӗ: пиҫмен иккен.

Куҫарса пулӑш

Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.

Хӑйне ҫирӗп тытма тӑрӑшса питне кӗпе ҫаннипе шӑлса илчӗ Вова.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Виҫӗм кунхи, ӗнерхи пекех, подъезд алӑкӗ хыҫӗнчен малтан ҫирӗп те вӑрӑм алӑ курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Подъезд алӑкне уҫрӗ те шалалла чӑмрӗ Вова, анчах та шалта вӑл тӳрех капкӑн пек ҫирӗп алӑсен ытамне лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Алӑк хыҫӗнчех пытанса тӑнӑ ҫирӗп алӑ ӑна вӑшт кӑна туртса илчӗ хӑй патнелле.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ҫирӗп тымарлӑ иккен Чуракасси ҫырминчи тирексем.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫӗршыв умӗнче паракан сӑмаха ҫирӗп тыт, аслисем кала-нине сӑмах айне ан ту.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Узин лӑпланаймарӗ, ку шухӑш унӑн пуҫне ҫирӗп кӗрсе ларчӗ, ӗмӗте куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вӗсем хӑйсене ҫирӗп тытаҫҫӗ, ӗҫмеҫҫӗ, ҫакӑнмаҫҫӗ, шӑлӗсене ҫыртса, колхозра тӑрмашаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Мерет аллине тӑсрӗ, вара ал лапписемпе шаплаттарчӗҫ, хыттӑн ыталашрӗҫ вӗсем, икӗ пиччӗшӗ, икӗ ҫирӗп юман.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей стена ҫумне сӗвенчӗ, хӑй ҫавах та хӑйне ҫирӗп тытать-ха, эрех витермерӗ пулмалла ӑна хальлӗхе.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫурчӗ илемлӗ те ҫирӗп.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Вӑт, вӑт, мӗнле ҫирӗп йӗркелӗх пулнӑ ун чухне, — ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Кирей сиксе тӑчӗ ура ҫине, юлашки чейне сыпса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Атте пирӗн ҫирӗп ҫын, мунчана ҫӳреме юратать, ун хыҫҫӑн сӑра ӗҫме кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫавах та Кирей ӑна ҫирӗп ытама илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Апла пулсан, ҫирӗп тытӑр ман хулпуҫҫирен, ан именӗр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хӑйсен ҫурчӗ ҫине Камай ҫирӗп енчен пӑхма хӑнӑхнӑ, мӗн ачаран ҫавӑн пек шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

- Каллех ҫитӗнекен ӑрупа аслисен ҫыхӑнӑвӗ ҫирӗп пулнӑран ӗҫ-хӗл ӑнать.

Куҫарса пулӑш

Юрласан чун-чӗре тасалать // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50173-yurl ... re-tasalat

Туслӑхпа тӑрӑшулӑх, ҫирӗп пӗлӳ, анлӑ тавракурӑм ҫӗнтерӳ патне илсе ҫитерет те.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗннисем аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/kecennisem-aslise ... racce.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех