Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫил сăмах пирĕн базăра пур.
ҫил (тĕпĕ: ҫил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӳме урлӑ ялт сиксе каҫнине, Кӳльхӗрри еннелле ҫил пек ыткӑннине кӑна асӑрхаса юлма ӗлкӗрчӗ Тамара чӳрече витӗр.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗчӗк пӳ-силлӗ, чӑп-чӑмӑр хулҫурӑмлӑ, тин кӑна шуратнӑ ҫарӑк евӗр яка хӗрарӑм яш хурӑн айне пырса тӑнӑ-тӑман таҫтан пӗр ӑстрӑм ҫил пырса тухать, лапсӑркка хурӑна кӗҫ-вӗҫ ҫулҫӑсӑр хӑварас пек чаштӑртаттарса, мӗнле килнӗ ҫавӑн пекех хӑвӑрт лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ивановвкубе ҫил ҫинчи чӑрӑш йӗкелли майлах сулланакан пулса ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мавра инке — пӑрчӑкан пек йӑрӑ этем — тем вӑхӑтра питне ҫуса илет, керогаз чӗртет, вара ун ҫине кастрюль лартать те: — Уй урлӑ каҫнӑ ҫынсен хырӑмра ҫил выляканччӗ, — тет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ку шӑрпӑксем нумайччен ҫунаҫҫӗ, вӗсем нӳрленмеҫҫӗ, ҫил ҫинче сӳнмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ситекпуҫ волонтерӗсем "Вӑрах ҫунакан шӑрпӑк хам алӑпа" акцие хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... nn-3755522

Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 16:00 сехетре, ҫил майлӑ вӗрнӗ вӑхӑтра, «Эллада» крепость патне пынӑ те ӑна тупӑсенчен персе атакӑлама тытӑннӑ.

30 мая в 16:00, при благоприятном ветре, «Эллада» подошла к крепости и открыла огонь.

Баба сӑмсах патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83

Ҫурхи вӑштӑр ҫил, асамлӑ вӑй-хӑвата куҫса, ватти-вӗттин кӑкӑрне туллин сарать.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫурхи вӑштӑр ҫил унӑн ҫӳҫне куҫа курӑнман алшӑллипе шӑлса типӗтнӗ те халӗ куҫа курӑнман турипе тураса якатать, хаваслӑ ватта правление уява кайма хатӗрленме халех пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫил самай вӗрет иккен паян: армансем лайӑх авӑртаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Чышку сан, юнӗҫен фашыса хӑлха чикки ҫитерме хатӗрленнӗ чухнехи евӗр, ҫатӑртатса кӑна тӑтӑр хытӑ пӑчӑртанипе, унтан… — ҫил ҫаврӑмӗ урӑх еннелле пӑрӑнать те, Лапрашки кинеми калани илтӗнми пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Эсӗ, Мишша, — Лапрашки кинемин янкӑс сассине вӗҫтерсе килет вӑштӑр ҫил, — тыррине чак кӑна ывӑҫласа тыт.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Ҫыру?! — йывӑр пӗркенчӗке вӑйлӑ ҫил вӗҫтерсе кайнӑн, ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ӳрӗк-сӳрӗклӗхне вӑшт кӑна сирсе переҫҫӗ «ҫыру», «Хветӗр» сӑмахсем.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Урамра иртӗхекен кӑра ҫил юрри кӗтӳҫ пушшинчен ҫӗр хут та вӑрӑмрах пулас: «У-у-и-и-ха-ха-ха-и-и-у-у!»

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тул енче, урамра, хӗллехи ҫил ачисем ашкӑнса ҫӳрени сисӗнет: чаштӑрр сапаҫҫӗ вӗсем чӳречене те юрпа, те пӑрпа; унтан марьене кӗреҫҫӗ те: «У-у-у-и-ха-ха-а!» — теҫҫӗ вӑрӑммӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Апла пулин те, ҫил ҫула май вӗрни Элькано каравеллине тыткӑна лекесран хӑтарнӑ, ҫапла май вӗсем хӑвалакансенчен тарма пултарнӑ.

Но попутный ветер помог каравелле Элькано избежать пленения и оторваться от преследователей.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Ҫумӑр шӑпӑртатнӑ, сивӗ ҫил вӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Анчах вӑл таврара, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, темле лӑпкӑ ҫанталӑк чухне те ҫил кашлать, нимле пархатарлӑ курӑк та ӳсмест; ӑнсӑртран унта кӗтӳ пырса тухсан, выльӑхсем те канӑҫа ҫухатса, аяккалла тарма кӑна пӑхаҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Чечек пӳртре те ӳсет, анчах ӑна ҫурхи ҫил те ачашлаймасть, ҫуллахи ӑшӑ ҫумӑр та шӳтереймест, уйӑх та ыталаймасть, ун ҫийӗн вӗлле хурчӗсем те вӗҫеймеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пӑрлӑ ҫил вӗретчӗ, эпир вут умӗнче ӑшӑнса тӑраттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӗрлӗ площадь ҫийӗн кӗрхи сивӗ ҫил вӗретчӗ, ҫак вӑхӑтра тӗнчере пӗр чӗрӗ чечек те тупӑнассӑн туйӑнмастчӗ, анчах ҫынсем Джон Рид вилтӑприйӗ ҫине кӑвар пек ҫунса тӑракан чӗрӗ роза ҫыххисем пыра-пыра хуратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех