Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫутҫанталӑк сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫутҫанталӑк (тĕпĕ: ҫутҫанталӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫутҫанталӑк инкекӗ чылай ҫӗрте сиен кӳнӗрен, паллах, аварипе кӗрешесси тунтикун та тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Канмалли кунсенче районти мӗнпур ҫын тенӗ пек ҫутҫанталӑк кӳнӗ синкерлӗ лару-тӑру серепине лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Тӗлӗнмелле ӑслӑ тунӑ вӗсене ҫутҫанталӑк.

Куҫарса пулӑш

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

— Тӗлӗнмелле ҫутҫанталӑк, — шухӑшлать Альберт.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫутҫанталӑк улшӑнӑвне пурнӑҫпа танлаштарни мелсӗр, анчах та вӑхӑт чи лайӑх эмел, вӑл юсанмалла мар чунсене те сиплет.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

— Этем те ҫутҫанталӑк ҫӗлесе панӑ тӳмех.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.

Сахал-и чӑрмавӗ ҫутҫанталӑк ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ ҫыннӑн!

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Пӗр сӑмахпа, ӑна ҫутҫанталӑк шӑмӑпа тир панӑ та ашне пама хӗрхеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Сарайсем хыҫӗнчи хурӑнсем ҫине ҫерҫисем кӗрекене ларнӑ: «Чӗвӗл-чӗвӗл, ҫутҫанталӑк чӗрӗл-чӗрӗл», — тенӗ пек чӗвӗлтетеҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Ҫутҫанталӑк пулӑмӗ, шел те, чылай яла ҫутӑсӑр хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ытамӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11755-p- ... -ytam-nche

Ҫутҫанталӑк пулӑмне пула вилнисен шучӗ 252 ҫитнӗ.

Число погибших в результате природного явления достигло 252.

Турцире те ҫӗр чӗтреннӗ: вилнисем ҫук, ҫуртсем кӑна ишӗлнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33530.html

Паян, кӑнтӑрлапа, вӗсем сирӗле пуҫларӗҫ, хӗвел пӑхса ячӗ, кӗрхи ҫутҫанталӑк илемленсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӗрлӗ халӑхсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫма тытӑнччӑр кӑна, ҫутҫанталӑк та «вӑранать»: унта та кунта ҫӗр чӗтренет, ҫӳллӗ тусем ишӗле-ишӗле анаҫҫӗ, аҫа ҫапса тайгана вут хыптарать…

К примеру, затеяли между собой войну народы — природа тоже «пробуждается»: то тут, то там случаются землетрясения, наводнения, рушатся вековые горы, молнии сжигают города…

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӑхсем хушшинчи лару-тӑрупа ҫутҫанталӑк пӗре килнине нумайӑшӗ сӑнанӑ пуль ӗнтӗ.

Пожалуй, многие замечали, что между поведением людей и природой существует незримая связь.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫутҫанталӑк арҫынна савӑнтармалӑх панисем Уккан куҫа астармалла палӑрса тӑраҫҫӗ.

в ней все, чем можно прельстить любого мужчину — природа не поскупилась, щедро одарила женщину.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сивӗпе шӑнтсан та, шӑрӑхпа ҫунтарсан та тарӑхнипе шӑнтмасть, курайманнипе ҫунтармасть сана ҫутҫанталӑк, эсӗ вӑйлипе вӑйсӑррине, тӳсӗмлипе тӳсӗмсӗррине ҫеҫ тӗрӗслесе пӑхать.

И потому она хранит тебя и в лютый холод, и в жаркий зной, однако и проверяет, насколько ты терпелив и вынослив.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Никама та кӳрентермест ҫутҫанталӑк, эсӗ камран та пулин мӗн енчен те пулин катӑк ҫуралнишӗн те тиркемест, питлемест сана.

Никого не обижает и не обделяет природа.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫутҫанталӑк ҫеҫ ӑна, хӑйӗн уйрӑлми пайне, ҫурхи илемпе хавхалантарса малтан мала хӑвалать.

Только близкая и родная природа вдохновляет его: иди же, торопись!

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ку вӑл арҫын кӑмӑлне хускатас тесе юри хуҫкаланни-мӗн туни мар, тӗрӗсрех каласан, вӑл ҫеҫ мар, ӑна ҫутҫанталӑк ҫапла туса янӑ: ҫӗр те пӗр хӗре-арӑма валеҫсе памалли пур капӑрлӑха, сипетлӗхе, ҫураҫулӑха, йӑрӑслӑха, илеме пӗр ҫынна тӗксе панӑ — ме, усӑ кур ҫак пӗтӗм пуянлӑхпа, савӑн тенӗ.

Ей же досталось все одной: и красота, и благородство, и умение любить — на, пользуйся всем, радуйся сама и радуй других!

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫутҫанталӑк та Янтула киреметрен хӑраса лӑпланнӑ пек туйӑнать.

Кажется, сама природа замерла в ожидании и страхе перед свершением обряда жертвоприношения.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех