Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ял сăмах пирĕн базăра пур.
ял (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аграри секторӗнче 8 ял хуҫалӑх организацийӗ, 47 хресчен-фермер хуҫалӑхӗ, 1 ял хуҫалӑх потребкооперативӗ, выльӑх-чӗрлӗх отрасльне пӑхса тӑракан пӗр предприяти, килти хушма хуҫалӑхсем - 8999.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Унта республикӑри тӗрлӗ кӗтесрен пухӑннӑ ял хуҫалӑхӗнче, вӗрентӳре, культурӑра, сывлӑх сыхлавӗнче, муниципалитет влаҫӗн тытӑмӗнче тӑрӑшакан ҫамрӑксем ЧР Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа, ЧР ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Артамоновпа куҫа-куҫӑн тӗл пулса тӗрлӗ ыйту хускатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Ҫавӑн пекех ял ҫыннисене Мӑн Вылӑран пуҫласа Ҫирӗккасси ялӗнчи ҫул ҫав тери шӑтӑк-путӑклӑ пулни канӑҫ памасть.

Также жителям деревни не дает покоя то, что дорога от Большой Вылы до деревни Сириккасы сильно ухабистая.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Пӗрлехи информаци кунӗнче регион ертӳҫи Олег Николаев республика уйӗсемпе вырӑна тухса паллашрӗ, ӗҫлӗ ҫул ҫӳрев вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнчи «Пионер» агрофирмӑна тата ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен «Мелилотус» кооператива та ҫитсе курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шелттемсем ӗҫ йӗркине пысӑк ӑсталӑхпа туса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0% ... %81%d0%b0/

РФ тата ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ паян та халӑх хушшинче — ял старостин пӗрле канашламалли, тумалли тупӑнсах тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хисеп кӗнекине кӗртрӗмӗр // Надежда БАЙМУШКИНА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... bce%d1%80/

Кунта ҫакна палӑртса хӑвармалла: ялсенче пурӑнакансем тата ял тулашӗнче тымар янӑ ҫамрӑксем питӗ пуҫаруллӑ калӑпӑшлӑ ӗҫсене тӑвассинче.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Яш-кӗрӗм яла юлсан ял пӗтет тесе хӑрамалла мар.

Если молодёжь будет оставаться в деревнях, то бояться, что деревня погибнет, не стоит.

Агроном — уй-хир хуҫи // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b0%d0%b ... 83c%d0%b8/

Хӑрушӑ пушар хыҫҫӑн ял совечӗ валли урӑх ҫӗрте, ял варринчи шкулпа юнашар, ҫӗнӗ ҫурт майлаштарнӑччӗ, тахҫан икӗ сыпӑклӑ шатрун пӳрт ларнӑ вырӑн пуш-пушахчӗ, ӑна Варуҫҫи аппа кӑмрӑкран, кӗлтен тасатнӑччӗ-ха: йӗркипех пахча ҫимӗҫ йӑранӗсемччӗ, чие тӗмӗсем пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Паян ирхине Александровка ялӗ витӗр тухрӑм та - Кӗтне юханшывӗ хӗрринче шап-шурӑ выльӑх витине, ҫуталса ларакан лавккасене, ял ҫыннисен ҫӗнӗ пӳрчӗсене асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Муниципалитет шайӗнчине - 10,7 ҫухрӑма - ял тӑрӑхӗн, Ф.Хайртдинов /Кивӗ Сӗнтӗр ялӗ/, Н.Самарин /Киров поселокӗ/, А.Зайцев /Хырай Ӗнел/ ертсе пыракан фермер хуҫалӑхӗсен тата «Искра» колхоз тракторӗсемпе тасаттаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Сӗнтӗрвӑрри хулинче тата Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Чурачӑк ялӗнчи ӗҫсемпе вице-премьер, ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов вырӑна ҫитсе паллашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Ял пурнӑҫӗпе, ун аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсенче маттур пулнӑшӑн вӑл Комсомольски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне те тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Хамӑр ял клубӗ-ҫке, хамӑр ял ҫыннисем…

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Анчах та ял ҫыннишӗн (чӑвашсенчен ялта 70% ытла пурӑнать) тӑван чӗлхе вырӑнне халлӗхе хӑй халӑхӗн чӗлхиех юлать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Вӑл хӑш ял пулнине халь калаймастӑп пулин те чӑн ялах пулма кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ҫак карттӑна курсан кӑна эп Ассакасси ялӗнчи урамсем мӗне пула ҫавнашкал кукӑр-макӑр вырнаҫнине ӑнкарса илтӗм: иккен, унччен вӑл икӗ ял пулнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Кунтан эпир Лапсар ял чапӗ инҫене сарӑлнине, ун тавра ытти ялсем йышлӑ пулнине пӗлме пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Лешӗ ял ҫыннисемпе питех хутшӑнман, ҫавӑнпа та пуль ҫемье уйрӑлса тухсан пӳртне ял хӗррине лартнӑ.

Та же не очень любила общаться с сельчанами, и, может быть именно поэтому, когда семья покинула родительский дом, они свое гнездо свили на окраине деревни.

117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548

Сӑрт ҫамкине хӑпарсан Герасим Федотович ял еннелле пӑхрӗ те тӗлӗнсех кайрӗ: вӑл тӑван ял ҫырмине мар — пачах ют ҫӗре килсе ҫакланчӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Хурӑн патне ҫитсен сирӗн ял та курӑнать, пирӗн ял та.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех