Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӳт сăмах пирĕн базăра пур.
шӳт (тĕпĕ: шӳт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку — шӳт мар.

показывал, что борьба не шуточная.

Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.

Шӳт кӗсьене тултармасть, — хирӗҫлерӗ Нэф.

— Шутки не наполняют кармана, — возразил Нэф.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

«Сирӗн канӑҫсӑрлӑхӑр сӑлтавсӑр тата шӳт майлӑрах», — Энниока ӑшӗнче каланӑ ҫак сӑмахсене яккӑр сӑнчӑрӗ тискеррӗн кӗмсӗртетни татрӗ.

Зверский треск якорной цепи перебил мысли Гнора на том месте, где он говорил Энниоку: «Ваше беспокойство напрасно и смахивает на шутку».

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вырӑнти хресченсем кун пирки ҫапла шӳт туса тӑрӑхлаҫҫӗ:

Местные крестьяне шутя насмехаются над этим:

Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.

Сидор чӑнласах калать пулас, питӗнче шӳт туни-мӗнӗ палӑрмасть.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Король сӑмахне вӑл шӳт вырӑнне кӑна хучӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку шӳт мар, санӑн мана пӗлсе ҫитмеллехчӗ ӗнтӗ.

Это не шутка, тебе пора бы уж знать меня.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Лайӑх шӳт!

Добрая шутка!

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ун ҫак шӳт ӑстине тӳрккес сӑмахпа тавӑрас килчӗ, анчах хӑй ҫине пӑхакан хура ӑшӑ куҫсене курсан пуҫне усрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Темиҫе уйӑх каялла Ҫӗнӗ ҫула тӗрме камеринче кӗтсе илесси пирки кам та пулин каласан Вероника ун сӑмахӗсене шӳт вырӑнне йышӑнса кулса ҫеҫ илӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Ан калаҫ, куна ӗнтӗ шӳт туса калатӑн эсӗ.

— Брось, это уже несерьезно.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ним калаҫмасӑр, шӳт тумасӑр — винтовкисене ложисемпе асфальт ҫине тӑратса, вагонсем ҫумне йӗркипе тӑрса тухаҫҫӗ.

Без говора, без шуток — стали вдоль вагонов, опустив винтовки ложами на асфальт.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫавӑнпа та халӗ, кам та пулин шӳт тума тапратас-тӑсас пулсан, ун пек ҫынна вирлӗнех ӗнсинчен «перкелесе» ярасси те паллӑ.

И кто бы вздумал сейчас пошутить, крепко бы «погладили» такого по затылку.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Ну, шӳт тукаларӑмӑр, — халӗ ӗҫе тытӑнар ӗнтӗ… — тет вӑл.

— Побалагурили, — давайте дело…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Анчах шӳт тӑвас текенсем сахал: тӗрлӗрен сӑмах илтнипе пушшех хӗрсе кайнӑ халӑх, пӑлханма пикенсе, Ерман хӑпарса тӑнӑ сӗтел патнерех кӗпӗрленсе пыра пуҫлать.

Но добродушных было мало: толпа, накаленная речами, заволновалась и теснее начала придвигаться к столу, на котором показался Ерман.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пӗрре, заводсенчи митингсене кайса курӑсӑрччӗ хуть, — тет Сергей Константинович, пӑр пек сивӗ кӑмӑлпа ларакан ҫынсене шӳт тунипе кӑна ҫӗнтерме пултарайманнине кура.

Поехали бы хоть разок на заводской митинг, — говорил Сергей Константинович, отчаявшись шутками пробить ледяную сдержанность.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Комиссар Селиванов кӑна, Дон ҫинчи казаксен йӑлипе, черккине ӗҫмессерен шӳт тӑвать, кӑмӑрчаклӑ аша шатӑртаттарса кышлать, тӑрӑ куҫӗсемпе штабри ҫынсен тӗксӗм пичӗсем тӑрӑх чеен шӑвӑнтаркаласа илет.

Только комиссар Селиванов — донской казак — провожал каждую рюмку прибаутками, изображая казачьи обычаи, с хрустом грыз хрящи, хитро скользил прозрачными глазами по хмурым лицам штабных.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Унта обывательсем, вырӑс кӗпи ҫухависене йӳле ярса, хӗвелҫаврӑнӑш кышлакаласа, хура брюки тӑхӑннӑ урисемпе тусан тустарса ҫӳреҫҫӗ, хӗрупраҫсемпе шӳт тукалаҫҫӗ.

Обыватели, расстегнув воротники русских рубашек, гуляли там, поплевывая семечками, пыля ногами в черных брюках, шутили с обывательницами.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Шӳт тумастӑп эпӗ! — терӗ те хӗр, каллех ҫӳлелле пӑхрӗ.

Не шутя говорю! — Она опять подняла глаза.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

«Шӳт туса-и ку? — ыйтнӑ генерал. — Господин Артем юлташ — мур илесшӗ! хӑйне Германипе вӑрҫӑллӑн тӑрать тесе шутлать».

«Это шутка? — спросил генерал. — Господин товарищ Артем — черт возьми! — считает себя в состоянии войны с Германией».

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех