Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑпланчӗ (тĕпĕ: шӑплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ политикӑна юратмастӑп, — хушса хучӗ те шӑпланчӗ, татах шӑпланчӗ те вӗҫлерӗ.

— Я — не люблю политики, — прибавил он, помолчав, и, еще помолчав, закончил:

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.

Ӗмӗтри ҫул ҫӳревне вӑл пӑтрашӑнчӑк сӑнарсемпе темиҫе минут хушши ӳкерсе кӑтартрӗ, унтан урине хуҫлатса меллӗрех вырнаҫрӗ те — ҫӑмӑллӑн анасласа, ассӑн сывласа шӑпланчӗ.

Несколько минут она расписывала воображаемое путешествие спутанными образами, затем устроилась поудобнее, поджав ноги, и легонько, зевотно вздохнула.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Вӑл шӑпланчӗ, — кӑмӑл-туйӑмӗпе те, ӳчӗпе те, — чарӑнчӗ те куҫӗсенчен вӑйпах хӑйпӑтса сирнӗ пӗчӗк алӑсене чуп турӗ.

Он умолк, разбитый нравственно и физически, — умолк и поцеловал маленькие, насильно отнятые от глаз ладони.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Вӑл шӑпланчӗ, туйӑмӗсем ӑна ӳлӗм мӗн кӗтнине тӗпчеҫҫӗ, шанӑҫ пӗтнине ӗнентерме хӑтланакан чӗрин хаяр сассисене хирӗҫлесе Гнор хӑйӗнпе хӑй калаҫать:

Он помолчал, сосредоточился на том, что ожидало его, и продолжал говорить сам с собой, возражая жестоким голосам сердца, толкающим к отчаянию:

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӑл шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Негр шӑпланчӗ те — шавлӑн та йывӑррӑн сывлани илтӗнет.

Негр, помолчав, шумно и тяжело вздохнул.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

— Эсир пӗтетӗр, вилетӗр… — негр шалт ҫапса хуҫас тесе шӑпланчӗ.

— Вы погибли, умрете… — негр сделал паузу с расчетом ошеломить.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Вӑл шӑпланчӗ те каҫхи тӳпене хушуллӑн тӗмсӗлчӗ.

Он замолчал и повелительно осмотрел вечернее небо.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Вӑл лаштах вырнаҫрӗ те пуҫне аллисем ҫине ӳкерчӗ, шӑпланчӗ, хашлата-хашлата тарӑннӑн сывлать, шӑплӑхпа пусӑрӑннӑ нервӗсене кӑштах ҫемҫетрӗ.

Сев, он уронил голову на руки и стих; невольная слабость вздоха несколько облегчила нервы, подавленные молчанием.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Нок чӗмсӗрленчӗ, хӗр те шӑпланчӗ.

Нок смолк, умолкла и девушка.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Кӳренӗвне пусарас йӳтӗмпе вӑл темӗн ӗнӗрлекелесе шыв хӗррине анчӗ, анчах Нок каллех асӑрхаттарасран шикленнӗрен пачах шӑпланчӗ.

Желая пересилить обиду, она спустилась к воде, тихо напевая что-то, но опасаясь нового замечания, умолкла совсем.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӑл шӑпланчӗ, ӑна шӑплӑх хуравларӗ.

Он смолк, ему ответила тишина.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Гарвей шӑпланчӗ, унӑн типшӗмленнӗ сӑнӗнче, путса кӗнӗ куҫӗсенче — ҫурӑлса тухасла тарӑху-тилӗрӳ.

Гарвей смолк, его резкие, осунувшиеся черты выражали невероятное бешенство.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Аян Стелла кресло ҫинчен ҫӗкленсен шӑпланчӗ.

Аян остановился, когда Стелла поднялась с кресла.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫыранра ахрӑм йывӑррӑн ухлатрӗ те шӑпланчӗ.

Береговое эхо тяжело ухнуло и замолкло.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Кӗҫех шӑпланчӗ.

Все стихло.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Вӑл шӑпланчӗ те куҫ харшисене хурлӑхлӑн ҫӗклерӗ, халӗ хӑйӗн сӑмахне ыттисем мӗнлерех йышӑннине сӑнать.

Он смолк и трагически поднял брови, стараясь уловить, какое впечатление произвела его речь.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Тепӗр тесен, хӑй темле ачапчалларах каласа хунине Никифоров ахаль те туйрӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа аванмарланса шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗнле вара вӑл — харпӑр хӑйӗн мар?.. — татах тем каласшӑнччӗ Матӗрне, анчах президиумри упӑшки ӑна пӗртен-пӗр чӑмӑрӗпе питӗ лайӑх ӑнланмалла юнаса илчӗ те, хӗрарӑм лапах шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепри пулсан, тен, сывалӗччӗ-и, атте вара… — хуравларӗ Ольга Матвеевна, сасси чӗтрене пуҫланине сисрӗ те йӗрсе ярасран шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех