Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шут сăмах пирĕн базăра пур.
шут (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавна май вӑл ҫуралнӑ вырӑна таврӑнма шут тытнӑшӑн та ӳпкелешет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Пӗр хушӑ унта пурӑнас мар-и?» — ҫапла шут тытрӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пушартан ҫывӑрса юлни аван мар, ун пек чух халӑх куҫне те курӑнма намӑс, ҫапах та инкек пулнӑ ҫӗре ҫитсех курма шут тытрӑм.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Чӗлхи килӗшрӗ пулмалла — Казахстана пӗр уйӑхлӑх командировкӑна киличчен хӑйсен тӑван хулинчи элеватор бухгалтерийӗнче шут шӑрҫи шаклаттарса ларнӑ хӗрарӑм веле-селе ӗҫленине курмӑш пултӑм, ун вырӑнне хам икӗ хут ытларах вӑй хурса чавалантӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Казахстана мӗншӗн кайма шут тытни ҫинчен Упандировран хӑйӗнчен ыйтма тӑруках хӑюлӑх ҫитереймерӗм.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ку вӑхӑт тӗлне эпӗ кресло ҫинче тӗлӗрсе е шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пыракан юлташсем мӗнле ӗмӗтпе инҫе ҫула тухма шут тытнине кӑштах чухлаттӑм ӗнтӗ: Лисукпа Ваҫук, халь кӑна пӗрлешнӗскерсем, Казахстана ӗҫлеме кайнине, вырӑссем пекрех каласан, туй ҫулҫӳревӗ вырӑнне хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлесе сӗтлӗ ӗне выльӑх усрама шут тытнӑ ҫынсене вара иртнӗ ҫултан тытӑнса вӑя кӗнӗ патшалӑх шайӗнчи «Самозанятость» программа та хавхалантарма тивӗҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Шут тытнӑ вӑл ҫак ҫӑлкуҫ еннелле куҫса кайма.

Решил он переехать ближе к роднику.

Ҫичӗ вуллӑ юман // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/504

Тата тепӗр халӑх сӑмахӗнче Хаяр Иван патша Улатӑр вырӑнӗнче пурӑннӑ ҫынсене ҫитсе курма шут тытнине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эхе-хе, алӑка питӗрмен-ҫке», — шухӑшларӗ те карчӑк хӑна патне хӑй тухма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара хайхи Укапи те Кӗлсулттана пит курайманнине илтнипе усӑ курма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тем, сутас тесе ан шут туччӑр!»

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр ӗмӗтне, хӗр телейне татма шут тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паянхи кунпа киленсе, хӗвел ҫутипе савӑнса тата ҫынсене ырлӑх туса пурӑнма шут тытрӗ Надя.

Надя решила жить, радуясь сегодняшнему дню и солнцу, делая добро.

Пурнӑҫ тупсӑмӗ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/485

Ҫынсем пулӑшайман Надьӑна, вара вӑл хуравне ҫутҫанталӑкра тупма шут тытнӑ.

Люди не смогли помочь Наде, тогда девочка решила найти ответ в природе.

Пурнӑҫ тупсӑмӗ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/485

Ҫӗрсе хӑвӑлланнӑ ватӑ хыр вулли ӑшне пытарма шут тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл, пахчасем вӗҫӗпе пӗшкӗнсе утса, сарайсем хыҫне тухма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Достоевскин Раскольниковӗ (1866 ҫул) пӗр палламан, никама кирлӗ мар карчӑка вӗлерсе пуйса темиҫе ырӑ ӗҫ тума шут тытать.

Куҫарса пулӑш

Мандаринне вӗлернӗ пулӑттӑр-и? // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1316

Хайхи пушӑн 21-мӗшӗнче ҫак SSD-не резерв пек туянма шут тытрӑм.

Куҫарса пулӑш

«Паян сервер валли Samsung SSD туянтӑм...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/138

Аппапа вӗрентекенсем пире елка туса пама шут тытнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех