Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлхине (тĕпĕ: чӗлхе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мероприятире пулнӑ Татьяна Наумова журналист республикӑри МИХсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен ертӳҫи чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫе улшӑнусем кӗртесси ҫинчен тухса калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем регионсем хушшинчи форума пуҫтарӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32157.html

Тытса пӑрахнӑ чух Соня хӑй чӗлхине ҫыртса илнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Славян чӗлхине халӑх ӑнланмасть.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пурте сирӗн пек мар: кӑшт «благороди» пулсанах, хӑйсен чӗлхине манаҫҫӗ — ни вырӑс, ни чӑваш.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пуринчен ытла Герман Тихомирнов Кавана хутне кӗнӗ: нимӗҫ чӗлхине вӗрентекен ҫынна нимӗҫ империалисчӗсемпе хутӑштарма кирлӗ мар тесе ӑнлантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Гимназире чӑваш чӗлхине вӗрентмеҫҫӗ — ҫапла вӗт?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Вырӑс чӗлхине ӑнкараймастӑп-ҫке!

— Так я по-русски-то не понимаю!

II // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Латин чӗлхине эсир гимназире вӗренетӗр ак, пире латинла вӗрентмен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халӑхпа та чарма ҫук-и вара ҫав ҫыннӑн чӗлхине? — ҫилленсе сӗтел ҫинчен кушак аҫипе ҫапса антарса каларӗ арӑмӗ (леш чӑланти сӗтел ҫинче тин кӑна какай таткине ҫиме пуҫланӑччӗ).

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеев, тин ҫех допроссенчен хӑтӑлнӑскер, курман япалана курнипе чӗлхине ҫухатнӑ пекех ларать.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Яковлев та, Бобровников та шкул ачисене ҫуралса ӳснӗ ҫӗршыва, тӑван халӑха, унӑн чӗлхине, унӑн кӗввисене юратма вӗрентеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ирина Федоровна та чӑваш чӗлхине, юрри-ташшине сцена ҫинче ҫеҫ мар, кулленхи пурнӑҫра та упраса хӑварасси пирки каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Юррисем илемлӗ, чӗлхисем ҫепӗҫ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... hisem-cepc

— Акӑ чӗлхе, — Джесси таса чӗлхине кӑларчӗ те каялла кӗртсе хучӗ.

— Вот язык, — Джесси высунула чистый язык и увела его назад.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫакна, чи пысӑк сӑлтавне, калам тенӗччӗ — кирлӗ мар, пурпӗр этем чӗлхине ӑнланмӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӑл сухалне пилӗк пӳрнипе те вирелле тураса тикӗслерӗ, чӗлхине кӑштах пӑрса ҫӑварне уҫрӗ, кунта ларакансене пурне те пӑхса ҫаврӑнчӗ, питне сарлака ал тупанӗпе сӑтӑрса якатрӗ те ҫывӑхарах куҫса ларчӗ.

Он причесал бороду пятерней вверх, открыл рот, слегка свесив язык, обвел всех присутствующих взглядом, провел огромной ладонью по лицу, крякнул и подсел ближе.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хальхи вӑхӑтра шкулта ачасем чӑваш чӗлхине вӗренни, ялти чӑваш ҫемйисем пирӗн хаҫата вулани пӑртак шанчӑк ҫуратать пек.

Куҫарса пулӑш

Атав ялӗнче клуб уҫрӗҫ // Елена Хлынова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 3 стр.

Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас, аталантарас ыйту та ҫӗкленнӗ.

Также был поднят вопрос сохранения и развития чувашского языка.

Библиотекарьсем Лариса Петрова сӑвӑҫпа тӗлпулнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31858.html

— Виҫӗ уйӑх ҫӳретӗп, кашнинчех питех те кӑсӑк, — чӗлхине ҫулласа хушса хучӗ Эсмен.

— Три месяца хожу, а каждый раз интересно, — сказал, облизываясь, Эсмен.

III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Йытӑ вӑрманалла лӗпӗстетрӗ, — чӗлхине кӑларса хурса чернил мӑйӑрӗн сулхӑнне лӑпчӑнчӗ.

Собака отбежала в сторону и, высунув язык, села в тени чернильного орешника.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ҫак вӑй халиччен никам кӗмен чӑтлӑхсенелле хӑюллӑн ӑнтӑлать-ыткӑнать, шывсен юхӑмне тӗпчесе палӑртать, наян пирӗншӗн паллӑ мар мӗн пур юхан шыв-кӳлле уҫать, тусене виҫет те шутласа тухать, флорӑна фаунӑна тӗпчет, Европа музейӗсене пуянран та пуян коллекцисемпе пуянлатать, тискер йӑхсен мӗн пур юррине те кӗввине нотӑсене куҫарать, вӗсен юмах-халапне, легендисене ҫыра-ҫыра илет, вӗсен йӑли-йӗркине, вӗрӳ-суру чӗлхине тишкерет, вӗсене ал ӗҫне, ремесласене вӗрентет, ҫӗрпе тӗрӗс усӑ курма хӑнӑхтарать.

Она отважно ринется в самые непроходимые дебри, исследует и установит течение рек, откроет все реки и озера, ныне неизвестные, измерит и сосчитает горы, изучит флору и фауну, наполнит европейские музеи богатейшими коллекциями, положит на ноты все песни и мотивы диких племен, запишет их сказки и легенды, изучит их обряды и обычаи, привьет им рукоделия и ремесла, научит правильной обработке земли.

XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех