Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чей сăмах пирĕн базăра пур.
чей (тĕпĕ: чей) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Туртас кӑмӑлу пулсан пирус тӗпне ҫакӑнта хур, — тӗллерӗ пӳрнипе чей чашӑкӗ ҫине.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫӗрӗшме пуҫланӑ чӳрече сакки ҫинчен фарфор чей чашӑкне илсе сӗтел ҫине хунӑ хыҫҫӑн Денис чаршава карчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Славик варени чашӑкӗнчен чей кашӑкӗпе пӗр ҫырла ӑсса хыпрӗ те ҫӑвара юлнӑ ҫырла вӑррине ниҫта чике пӗлмесӗр чӗлхипе кустарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӗрӗ тата, ҫакна сиссе, юри асаплантарчӗ: йӑл кулкаласа, хӗм ҫиҫтерекен куҫӗпе Славикӗн куҫне шыраса, васкамасӑр пӗчӗккӗн чей сыпрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хырӑм выҫӑ пулин те, хӗрпе юнашар ларнӑран ҫиме именсе, вӑл чей кӑна ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Арҫын ача шӑтарасла пӑхнине кура, хӗр те чей стаканне сӗтел ҫине лартсах Славике сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Куҫне чарса пӑхса тӑчӗ халь Славик ун амӑшӗпе пӗрле чей ӗҫсе ларакан ҫитӗннӗ хӗр ҫине.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

«Ак тата, мана саламласшӑн та мар Альбин! Иртнинче чей ӗҫме чӗнмерӗм, ҫилленчӗ пуль… Пултӑр, тӑстӑр тутине, эпӗ те унпа калаҫмӑп», – шут тытнӑ Нина.

«Вот ведь, не здоровается. Наверное, обиделась за то, что в прошлый раз на чай ее не позвала… Ну и пусть дуется, я тоже не буду с ней разговаривать», – решила Нина.

Хуйхӑ суханӗ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/336

Редактор та ҫӗкленет, чӳрече янахӗ ҫинчи термосран кӗленче куркана чей тултарса, унта сахӑр катӑкӗсем ярать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чей куркине кӗмӗл кашӑк вӗттӗн чӑнкӑртаттарса янратрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Кӑкӑру ҫинче орденсемпе медальсен колодкине куртӑм та — салтакпа салтак пек перкелешес килчӗ! — чей савӑтне хӑй умнерех шутарнӑ май Еньков ҫине куҫ айӗн пӑхрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Эсӗ, хӑта, кунталла пӑх-ха, — терӗ ӑна Анюк чашӑк хӗрринчен чей ӗҫнӗ май.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Илтетӗп, илтетӗп, — терӗ хӑй, каллех ӳсӗркелесе, — илтетӗп те, сисетӗп те — сӑмавар шавлать, чей шӑрши килет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анюк шӑпланчӗ те тирӗк лартнӑ пукана хӑй умнерех хыттӑн такӑртаттарса шутарчӗ, чей савӑчӗсене те хыттӑнрах чанкӑртаттарчӗ, — тарӑхса кайнипе.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл кӑмака умӗнчен пысӑк тирӗк йӑтса тухса хыҫсӑр пукан ҫине лартрӗ, хӑй те ларчӗ, тирӗкри шывпа чей савӑчӗсене ҫума тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл, сервант патне пырса, ҫаврака сӗтел ҫине чей савӑчӗсем кӑларса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сӑмавар лартса чей ӗҫетпӗр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Унта каярахпа ҫитӗр, малтан сӑмавар лартса чей ӗҫер-ха.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫакӑн пек ирӗлчӗк илетпӗр: 1 чей калекне 1 л шыв пуҫне.

Куҫарса пулӑш

Ӳсентӑрансене содӑпа имҫамлӑр, чир-чӗрсемпе сиенлӗхсене манӑр! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/us-ll-kanash ... -r-3275751

Уяв кунӗ тутлӑ чей ӗҫнипе вӗҫленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш класпа сывпуллашнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/v-rent/2023-05-2 ... hn-3272321

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех