Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушать (тĕпĕ: хуш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Харламов ҫӑмарта складне сутма хушать, илекенӗ те пур.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Раман Раманчӗ те ҫав, ытла ҫӑткӑн: мӗн чул ҫӑмарта леҫнӗ ун патне, ҫав шӑршлӑ эмелне пӳрнеске пек кӗленче тӗпне кӑна ярса парать, — кӳренсе сӑмах хушать вара хунямӑшӗ, кинӗ майлӑ пулса.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Паян, кӑнтӑрла иртни пӗр сехетре, Джесси хӑйӗн ҫуртне сутмалли документа алӑ пусать, ҫак сумма ҫумне мӗн пур укҫине хушать, хаклӑ хутсене сутать те — начарах мар ҫирӗм ултӑ ахах, ҫавӑн пекех килне таврӑнма билет туянать.

Сегодня, в час дня, Джесси подписывает продажу своего дома, добавляет к сумме всю наличность, продает ценные бумаги и покупает двадцать шесть недурных жемчужин, а также билет для возвращения домой.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Иккӗмӗш Джесси киленӗҫе тата ҫӑткӑнлӑха пула хӗп-хӗрлӗ, рехетлӗ сӑнпа тӑрать, чирлӗ шуранка хӗр, йӗплӗ тунасене ирте-ирте, хачча парӑнманнисене пӳрнипе пӑра-пӑра, куҫ харшисене пӗркелентерсе ӗҫленине сӑнать, акӑ вӑл ҫыхӑ ҫумне тепӗр кӗл чечек хушать, урамри Джесси ҫине пӑхкалать, — ку, паллах, тата нумай-нумай чечек парассине пӗлтерет.

Вторая Джесси, с раскрасневшимся от удовольствия и алчности, блаженным лицом, следила, как морщит брови, теребя колючие стебли, больная бледная девушка, откручивая пальцами, какой-нибудь непосильный для ножниц стебель, и как она, присоединяя к букету новую розу, оглядывается на нее, кивая с улыбкой, означающей, что намерена дать еще много роз.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Чун-чӗре хӗлӗхне кӑшт кӑна сӗртӗнни те вӗсене ытларах ӗҫлеме вӑй хушать.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Сенсаци тамалсан Н' Комбе улпутсене хӑйӗн тавра вырнаҫма хушрӗ, тӑлмач урлӑ Гента евитлерӗ: шурӑ ҫул ҫӳревҫе сума сӑвас кӑмӑлпа вӑл, король, ташӑ пуҫлама хушать, ун хыҫҫӑн ӗҫме-ҫимепе сӑйлать, унтан вара усал ӗҫ тунӑ ҫынсене вӗлерттерет.

Когда сенсация улеглась, король, рассадив вельмож вокруг себя, объявил через переводчика, что, желая почтить белого путешественника, он отдаст приказ начать пляску, за которой последует угощение, а затем казнь преступников.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Шурӑ ҫынсен шӗвӗ вучӗ (шур эрех) кирек мӗнле чиртен те пулӑшать имӗш, ҫавӑнпа та ӑна тӗлӗнтермӗш ҫак шӗвеке кӑштах та пулин пама ыйтать… хушать.

что жидкий огонь (водка) белых людей очень помогает при всякой болезни и просит дать ему немного этого чудесного напитка.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫумӑр япаласене юрӑхсӑрлатать; мазика лӑпланнӑ каҫсенче Стэнли тӗркемсене салтма, пир-авӑра, ытти япалана типӗтме хушать.

Дождь портил кладь; в те вечера, когда мазика утихала, Стэнли приказывал распаковывать тюки и сушить ткани.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Малтан эпӗ вӑл мана аяла анма хушать пулӗ тесе шухӑшларӑм, анчах ун алли кӑтартнӑ ҫӗрелле пӑхсан, эпӗ ерипен ахлатса ярса пуҫӑма алӑмсемпе ярса тытрӑм.

Сначала я думал, что он приказывал мне спуститься вниз, но, следуя взглядом по направлению его руки, я тихонько ахнул и поджал голову.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Хай урине малалла кӑларса пусса, аллине пиҫиххи хушшине чиксе ҫапла пуҫлать: «Граждансем, эпир сире чӗнсе калатпӑр… хальхи лару-тӑру пире ҫакна хушать… революцин малашлӑхӗ пирки эпир ответ тытмалла…» тесе пуҫлать те вара малалла тӑсса каять.

Выставит ногу вперед, руку за пояс и начнет: «Граждане, мы призываем… обстановка обязывает… мы несем ответственность за судьбы революции…» И пошел, и пошел.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫакнашкал кунсенче д'Обремон тепӗр чух ҫапла хушать:

В такие дни д'Обремон иногда говорил:

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Ҫын туянсан Авель Хоггей пепкене питех те хӑйне евӗрлӗ пӳлӗмре усрама хушать; вӑл чӳречесӗр, пӳлӗме электричество кӑна ҫутатать.

Купив человека, Авель Хоггей приказал содержать ребенка в особо устроенном помещении, где не было окон. Комнаты освещались только электричеством.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.

Вӑл тунсӑха путнӑ, ҫак тунсӑх хӑйне тӳссе ирттермешкӗн кунран-кун вӑй хушать.

Он был одержим тоской, увеличивающей изо дня в день силы переносить ее.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Тивӗҫӗм кайма хушать.

Я еду по обязанности.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Кучан, халӑх сана ӗҫ хушать, — терӗ ӑна Калюков, хальхинче хӑй тепӗр ҫур стакан эрех ярса парса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тупата, улшӑнман вӑл ҫак вӑрӑм вӑхӑтра, ҫаплах чуна витерет, кӑмӑла ырӑ-ырӑ туйӑм хушать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, никам нимӗн хушмасть-ҫке ӑна, вӑл хӑй хушать ыттисене, никама та итлемест вӑл, хӑй пурне те, вӑл шутра Минӑна тa, итлеттерет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗҫ, пысӑк ӗҫ хушать ӑна Экеҫе кайса килмешкӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурнӑҫ хушать те, ирӗксӗрех вӑл ӗҫпе те тӑрмашма тивет.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тен, чӑнах та, ытла япӑх этем мар вӑл, вӑрӑ пурнӑҫӗ кӑна, ыттисен айне пулмалла мар тесе, ялан ҫиеле тухма тӑрӑшмашкӑн хушать?..

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех