Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хул сăмах пирĕн базăра пур.
хул (тĕпĕ: хул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫтаппан! — ҫапрӗ вӑл хул пуҫҫинчен юлташне.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пӗвӗ ҫӳллӗ, хул пуҫҫийӗсем сарлака — пӗр аршӑн та пулать пуль.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ҫавна пулах ӗнтӗ Иван Сергеевичӑн аллисем халӗ те кӗпе ҫумалли тукмак пекех, хул мускулӗсем те тумтир витӗрех палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Иккӗшӗ те кӗҫех шакалкисене хул пуҫҫи ҫине хурса Лапша Павӑлӗн сарай алӑкӗнчен кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Вӑл Элекҫие пуҫӗпе хул пуҫҫинчен сӗртӗнсе ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Тӑхӑнма тӑчӗ кӑна, ҫатӑр! ҫеҫ турӗ хул кӑкӗнчен.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вӑрӑм курпун сӑмси тата ҫӗкленерех тӑракан хул пуҫҫийӗсем пӑвса пӑрахнӑ чӑх ҫине ҫӗнтерӳллӗн хӑпарса тӑнӑ хӑлата аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ман хул пуҫҫи ҫинче эс ҫеҫ мар, санашкалли тата сакӑр фельдшер.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Шӑрӑхне пӑхмасӑрах вӑл сукна гимнастерка, йывӑр сӑран атӑ тӑхӑннӑ, хул пуҫҫи урлӑ кирза сумка ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Санюк майӗпен лӑпланса пычӗ, хул пуҫҫийӗсем чӗтреме пӑрахрӗҫ, каллех эпир пӗр-пӗрне хулран тытса малалла утрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Вӑл пуҫне манан кӑкӑр ҫине хучӗ те макӑрма пуҫларӗ, хул пуҫҫийӗсем сиксех чӗтреме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Хул пуҫҫи ҫинчен сасартӑк эпӗ пӗтӗм уяв савӑнӑҫӗн ҫунатне касса пӑрахнӑн туйрӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Эпир Риммӑпа хулран хул тытӑнса пыратпӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ман умрах унӑн хӗвелпе ҫунса хуралнӑ ҫурӑмӗ ҫу сӗрнӗ пек ялтӑртатать, хул калакӗсем каллӗ-маллӗ выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ман сас ытла та вӑйсӑр, ӗненмелле мар тухрӗ пулас, вӑл мана хул пуҫҫинчен ҫурла туртӑшӗпе туртса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Акӑ вӑл пирӗн пата хул айне хаҫат тӗрки хӗстерсе тухрӗ, унтан кашнине ҫуршар хаҫат валеҫсе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутӑ йӑтни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл хура пальто, яка тирлӗ хура ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, хул хушшинче лапсака шурӑ тӑлӑп, Анастасия Александровна, шаль тутри пӗркенсе, ачасем патнелле пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мана, йӗрсе тӑраканскерне, хыҫалтан такам хул айӗнчен тытса ҫӗклерӗ, тупӑк урлӑ каҫарса, пӗр хӗрарӑма тыттарчӗ, лешӗ мана ҫӗре тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, хутаҫа хул айне хӗстерсе, килкартине тухрӑм, Ваҫҫа курмасть-и тесе, урлӑ-пирлӗ пӑхкаласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗмӗрлӗхех чӑлах юлать пулӗ: стражник хӗнесе хул шӑммине амантнӑ унне.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех