Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуйхӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хуйхӑ (тĕпĕ: хуйхӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытла та йывӑр хуйхӑ пырса кӗчӗ ҫав вӗсен кил-ҫуртне: пысӑк йыш пӗр вӑй питти арҫынсӑр тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак улмуҫҫисене кайса курни ман кӑмӑла пӑсрӗ, киле ҫитсен хам хуйхӑ ҫинчен асаттене каласа патӑм, хам сӑмаха ҫав шӑшисене йӑлтах ҫапса вӗлерсе пӗтернӗ пулӑттӑм тесе вӗҫлерӗм.

Мне живо жалко было смотреть на мои яблони, и я пошел домой, и рассказал деду свое горе, и как бы я побил всех мышей на свете, если бы моя сила была.

Шӑшин усси пур-и? // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 11–12 с.

Ку хыпар ҫав тери пысӑк хуйхӑ пулнӑ Михаил Николаевичшӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Анна Ивановнӑн пысӑк хуйхӑ, Паша.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсен пит пысӑк хуйхӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӳс пултарнӑ таран: кирек мӗнле хуйхӑ та хуллен сӳнет — вӑхӑт кӑна кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кирек мӗнле шухӑшласан та, куккӑшне большевиксем персе вӗлерни Соньӑшӑн питӗ кӳренмелле хуйхӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӳхепи чӗрине хуйхӑ кӗрсе ҫунтарса ячӗ те аякри аслӑ вӑрман, ял, аслӑ киремет аса килсе карӗ.

Сердце Сюхеби так и жгло горе, на память приходили далекий огромный лес, деревня, великий Киреметь…

V // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Чӑвашсен пуҫӗ ҫине виҫӗ хуйхӑ талса анчӗ.

А тут и третье несчастье свалилось на головы чуваш:

V // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

— Тата тепӗр хуйхӑ ун пуҫӗ ҫине пырса ӳктӗр-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ытла та пысӑк хуйхӑ: умра та, хыҫра та.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шуралнӑ пит-куҫ кӑна хӑрушӑ хуйхӑ пырса ҫапнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ялан шухӑш та хуйхӑ пуҫра, хӑҫан ӗҫкӗ ӗҫнине астумастӑп.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ни хӗрхенсе, ни макӑрса сӑмах уҫни пулмарӗ — ҫав тери пысӑк хуйхӑ пырса ӳкни ик хӗрарӑмӑн ӑш вӑркавне пӗрлештернӗ: «Михала мӗн час ҫаврӑнса килеймерӗ ҫак», — терӗҫ кӑна иккӗш те.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Йывӑр хуйхӑ тӳсет пулин те, тӗлӗнмелле чипер Илемпи: паллах, тӳрӗ сӑмси шӗвӗрӗлнӗ пек курӑнать халӗ, пӑт шӑтакан питҫӑмартисем кӑштах путса кӗнӗ, тути кушӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Пысӑк хуйхӑ сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Мӑкӑртату, хуйхӑ, тилӗрӳ нотисем илтӗнеҫҫӗ.

Слышались ворчливые, жалобные и гневные ноты.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӗри теприне ылмаштара-ылмаштара, сасӑсӑр темӗн каласа куҫ умӗпе тӗттӗмрен пӗрлӗх членӗсен сӑнӗсем ише-ише иртеҫҫӗ; тӗмсӗлекен куҫӗсенче вӗсен манпа хутшӑнаслӑх та, ырӑ сунӑм та, елпӗрӳллӗ кулӑ та, тӑшманлӑх та, хуйхӑ та ҫук; кичемлӗхӗн тулли сӳрӗклӗхне тата пачах та кӑсӑкланманлӑха сӑнарлаҫҫӗ ҫак куҫсем.

Перед моими глазами, сменяясь одно другим, всплывали из темноты, беззвучно говоря что-то, лица членов союза; в выражении глаз их, смотревших на меня, не было ни участия, ни доброжелательства, ни усмешки, ни вражды, ни печали; полное равнодушие скуки отражали эти глаза и совершенное безучастие.

IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Эпӗ сана лӑплантармастӑп, хуйхӑ — иксӗмӗрӗн те.

Я тебя утешать не буду, оба мы в горе.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Хӑйӗн чӑваш халӑхне панӑ Халалӗнче вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Турра ӗненсе пурӑнасси калама ҫук пысӑк япала – пуринчен ытла эсир ҫавна хытӑ тытса тӑрӑр. Ӗненӳ этемӗн ӑсне, кӑмӑлне ҫунатлӑлантарса ҫамӑллатать, чун пурнӑҫне канӑҫлӑх парать, лӑплантарать; инкек-синкек, хуйхӑ курнӑ вӑхӑтра чуна хӑват парать; ӗҫсем ӑнса телейлӗ пурӑннӑ чух ӗненӳ чуна тасатать, ӑна ҫутатса тӑрать».

В своем Духовном завещании чувашскому народу он писал: «Крепче всего берегите величайшую святыню – веру в Бога. Вера окрыляет силы ума и сердца, дарует внутренний мир, утешает и одобряет душу в часы несчастья и горя, очищает и просветляет ее в счастье и удаче».

Михаил Игнатьев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/04/16/news-3543652

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех