Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаваслӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хаваслӑ (тĕпĕ: хаваслӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем ҫав тери хаваслӑ.

Дети были в восторге.

Ҫырма // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/589

Стадиона уҫнӑ май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Турханти Олимп чемпионӗ Валерий Ярды ячӗпе хисепленсе тӑракан спорт шкулӗн директорне Алина Васильевӑна хаваслӑ лару-тӑрура объектӑн уҫҫине парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Чи кирли – хаваслӑ кулӑ пур ҫӗрте те янӑрани, ачасен ӑшӑ кулли пурсӑмӑра та янравлӑн кӑмӑла ҫӗклени, мирлӗ пурнӑҫ яланах тӗнчере хуҫаланни», – тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Виҫҫӗшӗ те хаваслӑ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Халь Хӗветле инке те, Верук та хаваслӑ: пӗрин кин пур, тепри пӗр хуйхӑ-суйхӑран тасалчӗ, — йӑл-ял кулкаларӗ Сулагаев.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хаваслӑ та йӑрӑскер иккен хӑй, ӑна ниепле те пӗр вырӑнта тӑп лартаймӑн — чӗркӗмӗл пекех вылянать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хаваслӑ вӑйӑсем йӗркелетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр // Тамара Григорьева. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Сергей Николаевич куҫӗсенче хаваслӑ хӗлхемсем ҫиҫсе кайрӗҫ — вӑл куҫхаршийӗсене шӳтлӗреххӗн хускаткаласа илчӗ, аллине сӑра курки тытрӗ…

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Менелнике хаваслӑ ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Летчик ҫаплах хаваслӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Анчах вӑл ҫавӑнтах малтанхи евӗр хаваслӑ пулса кайрӗ, куҫӗсем ӑшшӑн кула пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Унӑн пичӗ ҫинче хаваслӑ, шӳтлӗрех кулӑ вылять, вӑл хӑйӗн арӑмӗ мӑкӑнь ҫеҫкисемшӗн епле хурланнине паҫӑртанпах сӑнанӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Санӑн яланах ҫакӑн пек илемлӗ пурӑнас килет, эсӗ — телейлӗ, яланах хаваслӑ калаҫатӑн, кулатӑн, мӗншӗн тесен санӑн чӗрӳнте — тулли туйӑмсем, тасалӑх, хӗрӳллӗ юрату.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Альбина тӑршшӗпех хаваслӑ пычӗ, вӑл мӗнле калаҫнине итлеме мана лайӑхчӗ, унпа ҫакӑн пек ҫӳреме эпӗ уйӑхӗ-уйӑхӗпех пӗр канмасӑр пултаратӑп пуль терӗм…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Шкулта хаваслӑ шӑв-шав ҫӗрӗпех янраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл хӑйне ҫӑмӑл, хаваслӑ туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Хаваслӑ пурӑнать ку ял халӑхӗ, пуян.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Мӗнле калаҫҫӗ-ха ҫавна, хаваслӑ пайӗ теҫҫӗ-и?..

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Малтанхи каҫӗ — калаҫу каҫӗ, иккӗмӗшӗ — хаваслӑ каҫ, ун чухне музыка та, ташӑ-юрӑ та — пурте пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Кунта вӑл сасартӑк калама чарӑнчӗ те, темӗнле хаваслӑ япала ҫинчен аса илнӗ пек, пуҫне хӑвӑрт сулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех