Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урапа сăмах пирĕн базăра пур.
урапа (тĕпĕ: урапа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан урапа ҫине тепӗр хут хӑпарса тӑчӗ те мӗн лав курӑнми пуличчен алӑри тутрипе ял еннелле сулла-сулла тӑван тӑрӑхпа сывпуллашрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Вӑл урапа ҫинчен сиксе анчӗ те ял хапхине хӑйне ӑсатма тухнӑ кашни ҫынпа ыталашса, кашни ачана йӑта-йӑта чуптуса уйрӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Вӑл тата та, тата та ташлатчӗ, ҫул ҫинчи тусана ҫӗклетчӗ пуль, анчах ӑна хӑйӗнчен чылай ҫамрӑкрах арҫын ачасемпе хӗрарӑмсем вӑйпах пар лаша кӳлнӗ урапа ҫине хӑпартса тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Урапа айне юман пуленккисем хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Паҫӑрах ҫак урапа ҫине лармалла пулнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Темӗнле урапа хӑлтӑртатнӑ сасӑпа пурте ҫул еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Илле Рамана: «Вӑрман пунктӗнче кӗтетӗп», — терӗ те урапа ҫулӗпе малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ермолай урапа ҫинче пушӑ вырӑн ан юлтӑр тесе ҫирӗп асӑрхаса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ватти-вӗтти урапа ҫине вырнаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак сӑмахсемпе икӗ мӑшӑр хӗрарӑм, юпана вӑрӑм алшӑллипе ҫавӑрса тытса ӑна урапа ҫинчен ҫӗклерӗҫ те мӑнаҫлӑн киле йӑтса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урапа ҫине кашма сарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗлӗк юпа касма кайсан урапа хыҫҫӑн утпа чи ҫывӑх тӑвансенчен пӗри утланса пымалла, купӑс ҫеммипе юрламалла пулнӑ:

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мана лашапа урапа уйӑрса пар-ха, тархасшӑн, Силыч.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна урапа варрине, милиционерсен хушшине кӗртсе лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урапа ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе анса, куҫӗнчи пӗчӗк шанӑҫпа, анчах та ҫийӗнчех ӑна сӳнтерсе, таҫта та пулса курнӑ кавалерист-буденовец картусне ӗмӗтленнӗ алӑсенчен илчӗ те темшӗн ӑна тӑхӑнмарӗ, кӳреннӗ пек урапа ҫине пӑрахса каллех, ларас килмен пек купарчине урапа ҫинчи улӑм пӗрчисене перӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Подоприхин, урапа ҫине ларма ӗлкӗрнӗскер, кӗтнӗ сасса илтсе, хӑвӑрт ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унта, урапа ҫинче, пӗчӗк хутаҫ ҫӑнӑх пур.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юнланса пӗтнӗ Хвеклана урапа ҫине хурса илсе таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Заявленисем, пурӗ вӗсем 19 пуҫтарӑнчӗҫ, хут ҫинче урапа шӑлӗ пек ҫаврӑнса йӗркеленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унта хутшӑнакансем тиенӗ урапа та туртӗҫ, картлӑ кӗвенте йӑтса чупӗҫ тата ытти хаваслӑ ӑмӑртусенче тупӑшӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ентешӗмӗрсем, килсе курсамӑр уява! // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/419-e ... am-r-uyava

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех