Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турӗҫ (тĕпĕ: тура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ратниксем «кӗмӗл пуҫлӑ» хӗрсене курса хӑйсем хушшинче вӗҫӗмсӗр шӳт турӗҫ, хӑшӗсем воеводӑсем асӑрхаман чух теветсемпе мӑй ҫаккисен ҫеҫтенкисене алӑпа тытсах тӗрӗслесе пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ратниксем яла часрах ҫитесчӗ тесе ҫеҫ турра кӗл турӗҫ: халӑх пурӑнакан вырӑнта апат-ҫимӗҫӗ те пур, ҫулсем те лайӑхрах, ҫӗмрӗк урапасем вырӑнне ҫӗнӗ урапасем те янтӑ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусанпа юнашарах мӗнле хула туса лартрӑмӑр та (эп лартрӑмӑр тетӗп, мӗншӗн тесен ӑна чӑвашсем те турӗҫ), ҫавӑн хыҫҫӑн чылай тытӑнса тӑрӗ-ши тутар патшалӑхӗ?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Калаҫса татӑлсах турӗҫ ҫак ӗҫе.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тимӗрҫӗсем ӳркенмерӗҫ, лаҫран тухма та пӗлмерӗҫ темелле, анчах темиҫе эрне ҫумӑр айӗнче терт курнӑскерсем, килти ӗҫе те манмарӗҫ — мӗн тӗттӗм пуличчен хӑйсем валли ҫӗр пӳртсем чаврӗҫ, хӑма ҫапса е пура пураса ҫуртсем турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пиччӗшпе йӑмӑкӗ тӗттӗмрех ыталашса чуп турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытти княҫсем, мӑрсасемпе улансем престола ҫӗнӗ хан ларнине, кашни хӑй пӗлнӗ пек, тӗрлӗ ҫынсен ушкӑнӗнче паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сафа-Гирейпе Сююнбике пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илсе кулам пекки турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лешсем Ятламас каланине итлесе пӗтерчӗҫ те пӳлӗхҫӗне кӗл турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ачасем никама та каламастпӑр тесе тупа турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Яла шыраса тупнӑ хыҫҫӑн Атӑл хӗрринчен вӑрмана ҫул турӗҫ, халь Урасмет ҫыннисем каялла та малалла лашисене ӗрӗхтерсе кӑна ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Палюк мучи каланӑ пекех турӗҫ: пӗве хыҫне кӑрӑпчак тытмалли сӑскӑ карчӗҫ, пӑчӑр тытма ват юман ҫине пусмапа улӑхса капкӑн-читлӗх лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Мӗн чухлӗ усӑ турӗҫ вӗсем!

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Пире кура ялти ытти ачасем тата 18 «кӗрепле» турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Кантӑр уйӗнчи ҫерҫисем кӑр-карр! кӑр-карр! турӗҫ те кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе ялалла ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Тепӗр кун иртсен, ман кӑвакарчӑнсем тата тепрер ҫӑмарта турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Ман тӗк тӗпекеллисем те пӗрер ҫӑмарта турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Ачасем хӑйсем вара профессора, Степан Лукичпа Палюк мучие шкула килсе кайӑксем ҫинчен каласа панӑшӑн тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Малтанхи каҫ вӗсем тавлашсах ирттерчӗҫ, иккӗмӗшӗнче ҫураҫрӗҫ, тепӗр уйӑхран туй турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Хӑйсене хӳтте илнӗ ҫӗршыв саккунӗсене тӳрӗ кӑмӑллӑн пӑхӑнса пурӑнма, унӑн культурипе йӑли-йӗркисене хисеплеме тупа турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей паспорчӗсене илчӗҫ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11570-ra ... ene-ilch-c

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех