Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тилӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тилӗ (тĕпĕ: тилӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тилӗ килсе пӗлтерет те вара джунглире кайӑксем пуррипе-ҫуккине, арӑсланӗ сунара кайма кирлипе кирлӗ марри ҫинчен шухӑшлать.

Лиса докладывала ему, есть в джунглях дичь или нет, и лев тогда решал, стоит ему отправляться на охоту или не стоит.

Арӑсланпа чее тилӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Пӗррехинче тискер кайӑксен патши, арӑслан, хӑй шӑтӑкӗнче выртса канма шут тытсан, ун патне упа, упӑте тилӗ ӗҫпе пыраҫҫӗ.

Как-то раз, когда царь зверей лев изволил отдыхать в своей пещере, на прием к нему явились медведь, обезьяна и лисица.

Арӑсланпа ӑна пӑхакансем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Юмахсем суеҫӗсемпе йӑпӑлтатма ӑста ҫынсем кӑна патша ҫуртӗнче ӑшӑ йӑва тупма пултарни ҫинчен темиҫе хут та аса илтереҫҫӗ, анчах суйма е йӑпӑлтатма пӗлменни хӑй пурнӑҫне те пӗтерме пултарать («Тигр, кашкӑр тата тилӗ ҫинчен», «Арӑсланпа ӑна пӑхӑнакансем ҫинчен» юмахсем).

Не раз повествуют сказки о том, что только льстецам и подхалимам удается сохранить свое положение при дворе, а кто не умеет льстить, может и жизни лишиться (сказки «О тигре, волке и лисе», «О льве и его подданных» и другие).

Инди юмахӗсем // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Михальчук тилӗ евӗрлӗ пуҫне пӗшкӗртсе, Никифоровпа палламан ҫын ҫине чалӑшшӑн пӑхса, мӑкӑртатса илчӗ:

Михальчук вобрал голову лисьим манером в плечи и пробормотал, кося глазом на Никифорова и незнакомца:

XV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ҫав каҫ, тилӗ ҫиҫӗм ҫиҫсе тӑнӑ сехетсенче, нумайӑшӗ ҫийӗнчех ҫывӑрса каяймарӗҫ пулӗ.

Наверное, в эту ночь, с ее тревожным мерцанием зарниц, многим не удавалось сразу заснуть.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Вӑл мана хӑйӗн хыҫҫӑн питӗ майӗпен ертсе кайрӗ, хӑй вара, ҫӗрелле пӗшкӗннӗскер, тилӗ евӗрлех пырать.

Он повел меня за собой очень медленно, сам же уменьшился на ногах и очень стал похож на лисицу.

Ярик // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 3–11 с.

— Унтан старик тӑлӑх арӑм ҫине хӗллехи хура халат, ачи ҫине чечеклӗ ешӗл пурҫӑнран ҫӗлетнӗ халат ҫакса ячӗ, енот тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк тыттарчӗ.

— Потом старик мигом накинул на плечи вдовы черный зимний халат, на него — летний из зеленого узорчатого шелка, сунул в руки детскую енотовую шубку и лисью шапку.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пурҫӑн та, атлас та, бархат та, пустав та, енотпа тилӗ тирӗсем, ӑтӑр тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗксем.

И шелк, и атлас, и бархат, и сукно, енотовые и лисьи шкурки, шапки из выдры.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Халат уҫӑлса кайрӗ, ун айӗнчен тилӗ тирӗнчен чечеклӗ хура пурҫӑнпа туллатса ҫӗлетнӗ кӗрӗк курӑнса кайрӗ.

Халат распахнулся, и под ним оказалась новая шуба на лисьем меху, крытая черным узорчатым шелком.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Председатель хӑйӗн тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне хывсан, Сяо Сян унӑн икӗ еннелле тураса уйӑрнӑ яп-яка ҫӳҫне курчӗ.

Когда председатель снял свою лисью шапку, Сяо Сян увидел аккуратно причесанные волосы, разделенные прямым пробором.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тилӗ!

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Э-э, тетӗп, чим, тӑхта, чее, тилӗ, ҫитет пӗрехмай пӗр юрра ӗнӗрешсе, чарӑн, тетӗп.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сӑваплӑ тилӗ пек… куҫӗсем — пӗлӗт ҫинче, аллисем — ҫын хӗвӗнче.

Преподобная лиса… возведет очи в небеса, а лапу тебе за пазуху запустит.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Вӑл тилӗ пекех чее, тем тума та пултарӗ.

— С него все станет: хитер как лисица.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӑх-ха ку тилӗ кӗрӗкӗсем ҫине.

Вот взгляни на эти лисьи шубки.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тилӗ ҫурисем, чӑнах та, илемлӗ вӗт? — терӗ Петя.

Петя сказал: — Правда, лисята красивые?

Петя мана тӗк пачӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ку тилӗ ҫурисем зоосадра ҫуралнӑ мӗн, доктор вӗсене чирлесрен пӑхсах тӑрать.

Эти лисята в зоосаде родились, и доктор их смотрит, чтоб не заболели.

Эпир каллех Петьӑна куртӑмӑр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Унтан часах каялла таврӑнчӗ те: тилӗ ҫурине доктор патне илсе кайрӑм, тесе пӗлтерчӗ.

А потом он скоро пришёл и сказал, что он лисёнка носил к доктору.

Эпир каллех Петьӑна куртӑмӑр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл вара тилӗ ҫурине таҫта илсе кайрӗ.

И он куда-то этого лисёнка понёс.

Эпир каллех Петьӑна куртӑмӑр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл пӗр тилӗ ҫурине алла илчӗ те, илсе каясшӑн пулчӗ, эпӗ вара, ку Петя иккенне пӗлтӗм.

И он взял одного лисёнка на руки и хотел его уносить, а я увидал, что это Петя.

Эпир каллех Петьӑна куртӑмӑр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех