Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тени (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑнӑху ҫитмен чух пӑтӑрмах тени сыхласах тӑрать мар-и сана — сикет-тухать кӗтмен-туман ҫӗртен!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

«Ача-пӑча тени ашшӗ-амӑшӗн ырӑ ятне упрать пулсан — мӗн тери пысӑк телей вӑл. Аслӑ ача-пӑча — пысӑк савӑнӑҫ-ҫке вӑл», — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Тӗлӗнчӗ тени кӑна сахал!

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Сурат таврашӗнче арҫын тени Пахом Петровичпа унӑн ывӑлӗсем ҫеҫ халь.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Калаччӑрах-ха ҫынсем, ҫаплах калаччӑр, ҫамрӑклах хутланса ларчӗ, вӑхӑтсӑр ватӑлчӗ тени мар.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Йытӑ тени хуҫине пӗтӗм чунӗпе парӑннине кунтан ытла кӑтартаяс та ҫук пек туйӑннӑран вӑл ӑна ҫаплах ачашласа юратрӗ, пуҫӗнчен лӑпка-лӑпка илчӗ, ӑшӑ сӑмахсем каласа мухтарӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Чыс тени, намӑс тени ҫук пулсан вара — хӑрушӑ, ай-ай, хӑрушӑ, Бианка…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Верук Энтрие савса качча тухрӗ пулсан, манӑн та урӑхларах куҫпа пӑхмалла марччӗ-ши Энтри ҫине, кӗрӳ тени кӗрӳ вырӑнӗнчех пулмалла марччӗ-им?

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Анчах кӑмӑл тени улшӑнать мар-и вӑл, апла та капла та шухӑшлать мар-и этем тени.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫапла шутларӗ кӑна, тахӑшӗ: «Тапру-у!» — тени илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тытӑнчӗ ҫав та, шаннӑшӑн, ҫын шутӗнчен кӑларса пӑрахманшӑн хытах савӑнчӗ те, анчах ӗҫ тени уксах-чӑлаха тарават мар иккен вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Халь авланма шухӑш тытни вӑл ялта арҫынсем ҫуккипе усӑ курма пӑхни, майлӑ самантра чи лайӑх хӗрарӑма ҫаклатса юлам-ха тени пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пуҫна ҫӳле каҫӑртни — ӗҫе пула ҫӗкленнӗ ытти ҫынсене кӳрентерни, вӗсен ӗҫне картманни, тӗрӗссипе, хӑвна хисеплеменни, пӗтерем тени…»

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫын тени иртнӗ чаппа ҫеҫ пурӑнма пултараймасть, ҫавӑн пекех унӑн иртнӗ хурлӑх-инкекӗ те каҫарса пымалли, вырӑнлӑ та, вырӑнсӑр та хӗрхенмелли сӑлтав пулма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӗр ҫинче усал тени пур чухне ӑна хирӗҫ шиксӗр кӗрешӳ те пулмаллах.

Куҫарса пулӑш

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Усал мӗнне эпир лайӑх пӗлсе тӑнӑран та ҫав териех паха, хаклӑ мар-ши пирӗншӗн ырӑ тени?

Куҫарса пулӑш

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тен, вӗсем, ырӑпа усал, юнашарах пулнӑран та ҫав териех ҫутӑ, илемлӗ, илӗртӳллӗ мар-ши вӑл ырӑ тени?

Куҫарса пулӑш

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫын тени пурне те пӗлесшӗн-ҫке вӑл; кирли те, кирлӗ марри те хумхантарать ӑна, пуриншӗн те пуҫа ҫавӑрмалла унӑн).

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Брянцев «ӑнӑҫу сунатӑп», тени ҫав шухӑша ырланиех пулчӗ те, ҫавӑнпа хӑпартланмасть-и Думитру?

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Отпуск тени, шутлӑ кун, ҫапла час иртет ҫав вӑл, — хуллен калаҫса илчӗҫ кафе умӗнчисем.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех