Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темиҫе сăмах пирĕн базăра пур.
темиҫе (тĕпĕ: темиҫе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вунӑ эрнене яхӑн иртсен арҫын ачан кӗлеткине тупнӑ: чӑннипе вара ачана вӑрланӑ хыҫҫӑн темиҫе сехетренех вӗлернӗ пулнӑ.

Около десяти недель спустя было найдено тело мальчика: ребёнок на самом деле был убит спустя несколько часов после похищения.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Линдберг ҫавӑн пекех темиҫе авиакомпанире техника консультанчӗ шутӗнче пулса ӗҫленӗ.

Линдберг также работал для нескольких авиакомпаний в качестве технического консультанта.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Ӑна илме хӑтланса темиҫе пилот вилнӗ, аманнисем те пулнӑ.

Пытаясь его получить, погибли или были ранены несколько пилотов.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Ашшӗ-амӑшӗ уйрӑлнине пула темиҫе шкула ҫӳреме ӗлкӗрнӗскер, Чарльз Мадисонри Висконсин университетне инженери механикин факультетне вӗренме кӗнӗ.

Сменив из-за развода родителей несколько школ, Чарльз поступил в Висконсинский университет в Мадисоне на факультет инженерной механики.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Темиҫе ӑру ҫыннине юратнӑ ӗҫ ҫыхӑнтарать пулсан ку профессие ӑнсӑртран килмен вӗсем тесех калас килет.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html

Вӑрлӑха тӑпрана варӑнтариччен колорадо нӑрринчен, проволочникран тата темиҫе чиртен сыхласа им-ҫампа варӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %d0%b0cce/

Кун пирки чылайран тин ӑнсӑртран сывӑ тӑрса юлнӑ Карпенко сержант, Петӗр ашшӗне тупас та ҫемйине пӗлтерес тесе темиҫе ҫул хушши ҫине тӑрсах шыраттарнӑскер, ҫырса пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Анчах та каярахпа «хыпарсӑр ҫухалнӑ» ҫын пирки хыпар килнӗ: Сунтал Михали — Петӗр ашшӗ ӗнтӗ — хастар салтак пулнӑ, темиҫе медальпе ордена та тивӗҫнӗ, миллионшар салтак пекех, ҫуран танкӑшса та кӗрешсе тӑшмансене килне ҫитиех хӳтерсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Тепӗр ик-виҫӗ ҫултан ачасем каллех унта пынӑ та: — Эй, Ҫырма, эсӗ халӗ те пирӗн яла темиҫе пая пайлас шухӑшпах пурӑнатӑн-и-ха? — ыйтнӑ йӗкӗлтешсе.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗкҫӗ паттӑрсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 275–277 с.

Каппайчӑк Ҫырма ҫаплипех Хӑвалӑх ялӗ еннелле ӑнтӑлнӑ, яла темиҫе пая пайлас ӗмӗтне самантлӑха та пуҫран кӑларман.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗкҫӗ паттӑрсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 275–277 с.

— Капла пакӑлтатса тӑрсан ку Ҫырма чӑннипех те пирӗн яла темиҫе пая пайлама пултарать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗкҫӗ паттӑрсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 275–277 с.

Ку хутаҫри мамӑк пӑтасенчен темиҫе хут та йывӑртарах пуль.

Куҫарса пулӑш

Хӑшӗ йывӑртарах? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 267–269 с.

Темиҫе кунлӑха.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Темиҫе ҫул иртсен ҫавӑ сарӑ ҫӳҫлӗ хер хӑй пекех сарӑ йӗкӗте качча тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вова, лупас еннелле темиҫе утӑм тунӑскер, каялла ҫаврӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вова пӳлӗм тавра самантрах темиҫе хутчен те ухтарса ҫаврӑнчӗ, ниҫта та пушӑ кӗленче курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ытти ачасем каланӑ тӑрӑх, Скорпион ҫывӑхри шкула темиҫе ҫул хушши те ҫӳрет иккен, анчах халичченех вӑл йӗркеллӗн вулама та, ҫырма та вӗренеймен имӗш.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вихтӗре темиҫе хутчен те ҫавӑра-ҫавӑра ҫапать хурах, тӑма пуҫласан ӑҫтан май килет унтан тапать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Темиҫе сыпӑ вутӑ хур кӑна — тапкалашать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Куҫа хупатӑп та халь, ҫав ҫулҫӑсем, тӗлкӗшсе ҫунаканскерсем, куҫ умне шӑкӑрин тухса тӑраҫҫӗ, — хӗр аллине ҫӳлелле ҫӗклет, темиҫе ҫулҫӑ ҫӑт-ҫат тутарса татса илет, вӗсене пӗтӗмпех каччине тыттарать.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех