Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сутма (тĕпĕ: сут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑт ҫапла, пире сутма шухӑш тытнисене пурне те ҫакӑ кӗтет, — терӗ вара, револьверне сулласа, темшӗн тата ҫак сӑмахсене каланӑ самантра Ваньккана куҫран шӑтарасла пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Анчах тӳрех асӑрхаттаратӑп: ҫул ҫинче пире сутма е тарма ан шутла, вӑрманта-и, вакунра-и, урамра-и — пурпӗр персе пӑрахатпӑр, — терӗ Йысна, Телегина куҫран хайӑрса пӑхса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Асту, енчен пире сутма хӑтлансан…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пасарта чи пирвай шӑпах ҫак сехете сутма сӗнетӗп, мӗншӗн тесен эсӗ кӗҫӗр Анатриял лавккине ҫарататӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Сутасса ҫак икӗ сехете сутма пултаратӑн, — ӑнлантарчӗ хӑй.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эсӗ унччен унӑн хуҫи пулнине шута илсе, сана ӑна ҫӗр аллӑ тенкӗпех сутма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Укҫа кирлӗччӗ те, кӗркуннех пӑртак сутма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Укҫин пӗр чӗрӗкӗ алӑрах юлать, япалисене чеен сутма кӑна пӗлмелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Асту, упрама хунӑ япаласене эсӗ пурне те сутма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку полицейскисем шӑпах ӗнтӗ сутма юрӑхлӑ япала пухса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуҫапа полицейскисем ӗрлешнине тӑнларӗҫ те, вӗсен тавлашӑвӗнчен ҫакӑ паллӑ пулчӗ: хресченсем хирӗҫ тӑнине шута хурса-ши е урӑх сӑлтавпа, улпут ҫӗре туртса илесех тесе ҫине тӑман-мӗн, ун вырӑнне, парӑма татмалӑх тесе, кивҫене кӗнисен япалисене пуҫтарса илме, кайран аукционра сутма хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сана сутма кӑларса янӑ.

Тебя послали продать.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пан улми ҫиекен хӗрӗ шӑппӑн тӑрмашса-ӗнӗрлесе ларнине курсан Лонгренӑн тӳсӗмлӗхӗпе тавлашас килни сӗвӗрӗлеҫҫӗ те — вӑл йӳнӗрех сутма килӗшет, приказчик чаплӑ та кервен теттесене карҫинккине тултарать те — савӑнӑҫлӑ куллине мӑйӑхӗ хушшине пытарса Лонгрен килӗнчен тухса утать.

Тихая возня девочки, мурлыкавшей над своим яблоком, лишала Лонгрена стойкости и охоты спорить; он уступал, а приказчик, набив корзину превосходными, прочными игрушками, уходил, посмеиваясь в усы.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ют ҫӗршыв лавккисене хупма пуҫланӑ хыҫҫӑн Чулхула ҫыннисем хут пакетсене сутма тытӑннӑ.

После закрытия ряда зарубежных магазинов нижегородцы начали продавать бумажные пакеты.

Кӳршӗ облаҫре сахӑр катӑкне 1 499 тенкӗпе туянма сӗнеҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31251.html

Чулхула ҫынни сахӑр песокӗ таврашне хыпӑнса туяннипе усӑ курса пӗр сахӑр катӑкӗн хакне ӳстерсе сутма пуҫланӑ.

Нижегородец воспользовался ажиотажем вокруг сахарного песка и выставил на продажу один кубик сахара по завышенной цене.

Кӳршӗ облаҫре сахӑр катӑкне 1 499 тенкӗпе туянма сӗнеҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31251.html

Чулхулара сахӑр катӑкне 1 499 тенкӗпе сутма пуҫланӑ, ҫакнашкал сӗнӗве Авито пӗлтерӳ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.

Кубик сахара за 1 499 рублей выставили на продажу в Нижнем Новгороде, объявление с предложением появилось на сайте Авито.

Кӳршӗ облаҫре сахӑр катӑкне 1 499 тенкӗпе туянма сӗнеҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31251.html

Паянхи куна илсен ПНО Эритрейӑна хӗҫ-пӑшал сутма юраманни пирки йышӑннӑ — вӗсем имӗш террористсене пулӑшаҫҫӗ.

На сегодняшний день ООН запретила продавать оружие в Эритрею — они якобы поддерживают террористов.

Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html

Пуласлӑхра ҫакӑ пире хамӑрӑн вӑйлӑрах енсемпе туллин усӑ курма тата верификациленӗ углерод единицисене сутма май парать.

В будущем это нам позволит в полной мере использовать свои естественные преимущества и продавать верифицированные углеродные единицы.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

— Ҫавӑнпа та сирӗн фирмӑна хупса ун пурлӑхне сутма тивет.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Нина сутма пулӑшнӑ эрехшӗн илнӗ укҫана пӗр фирмӑна колхозсенчен ҫӗрулми туянма панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех