Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самаях сăмах пирĕн базăра пур.
самаях (тĕпĕ: самаях) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫитнӗ ҫӗре сӗтел хушшинче ларакан йӗкӗтсем самаях хӗрнӗччӗ, ҫавна сӑн-питсем пытармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Хам та тӗлӗнетӗп, анчах ҫав кӗвве ун чухне эпӗ самаях хӑвӑрт тӗшмӗртсе ҫитернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Сӗтел хушшинче ӗнтӗ самаях шавлӑ калаҫу пуҫланса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

… Хӑнӑхманскер, пуҫра самаях темӗн кашла пуҫланине туйрӑм эпӗ, ӳт-пӳ те лӑстӑрах кайнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Пӗччен пулин те, самаях нумай чӑмпӑлтатрӗ вӑл, юлашкинчен тухма хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Малтанхи эрне хушшинчех сад самаях ҫарални паллӑ: пӗр кӗтӳ мӑнук, хӑйсен ашшӗсемпе-амӑшӗсемпе килнӗскерсем, начарах ӗҫлемеҫҫӗ кунта…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тӑваттӑра чухне эсӗ самаях рояльпе калаттӑн, пиллӗкре чухне Шуберт кӗввисемпе киленсе, тарӑн шухӑша каяттӑн тата Гамбургӑн «Асаилӳсемпе Скерцо» пьесине калаттӑн.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Аньӑпа эпӗ ӑна рояльпе калама вӗрентекеннисемччӗ, вӑл эпир мӗн вӗрентнине ҫӑмӑл та хӑвӑрт вӗренсе пыраканниччӗ, Зиминцев инженер вара, музыкӑна ӑнлансах кайманскер пулин те, «пӗчӗк» Люсьӑн ҫитӗнӗвӗсене самаях тӗрӗс асӑрхаканниччӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Фольклорпа кулленхи калаҫу чӗлхинчен кӗске хушӑра куҫару чӗлхи, илемлӗ литература тата политикӑлла пропаганда чӗлхи пулса тӑнипе ҫамрӑк ҫырулӑхлӑ чӗлхесем пӗр вӑхӑта халӑх калаҫакан чӗлхерен самаях уйрӑлма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен халӑх чӗлхи литература чӗлхи хыҫҫӑн яланах ӗлкӗрсе пыраймасть.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

— Ӑҫта ӗҫрӗн, кампа? — вӑл ӳсӗрех пулмасан та, самаях сыпнине Демахин ҫийӗнчех асӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

«Пичче ман ҫӳллӗшех, анчах манран самаях начар», — пӑшӑрханарах шухӑшларӗ Герасим Федотович, ҫав вӑхӑтрах вӑл пиччӗшӗн сулахай пит ҫӑмартинче нимӗҫ пӑрҫи пысӑкӑш шупка ҫӗвӗк вырӑнне асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл ҫинҫешке мар халь, хырӑмӗ самаях палӑрать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑй самаях ӳсӗр.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫанталӑк паҫӑрхинчен самаях ҫутӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Перцовка ма ӗҫрӗм-ши паҫӑр?» — пӑшӑрханать вӑл, хӑйне самаях ӗшенчӗклӗн туяканскер.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑрманти пысӑк ҫырмасем пур пирки утпа ҫӳресех каймаҫҫӗ те, ансӑр ҫул самаях йывӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑрманӗ самаях пысӑк.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑл икӗ уйӑх хушшинче самаях начарланнӑ: тӑрӑхларах пичӗ типшӗмленсе туртӑннӑ — шӑмми палӑрать, хӑмӑр куҫӗ путса кӗнӗ — пысӑкрах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Упандиров вара — самаях ҫулланнӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫеклук кинемин верандӑллӑ пӳрчӗ самаях пысӑк.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех