Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саккун сăмах пирĕн базăра пур.
саккун (тĕпĕ: саккун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саккун сирӗн енче, — терӗ Константин Викторович.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Саккун хушнине йӑлтах туса пынӑ: ял хакӗпе хӑмла илнӗ, хулари хакпа сутнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хытӑрах саккун кӑлармалла.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Саккун проектне йышӑнни органикӑллӑ имҫамӑн уйрӑм отрасльне йӗркелеме, ҫак продукцие экспортлама, ҫавӑн пекех выльӑх-чӗрлӗх каяшне ял хуҫалӑхӗнче чӗртавар пек усӑ курма май парать», — тенӗ проекта ӑнлантарнинче.

«Принятие законопроекта позволит создать самостоятельную отрасль обращения органических удобрений, экспортировать эту продукцию, а также использовать побочные продукты животноводства в качестве сырья в сельскохозяйственном производстве», — говорится в пояснительной записке.

Тислӗке малашне сутма тата туянма ирӗк парӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32215.html

Ҫӗнӗ саккун вӑя кӗрсен тислӗкпе чӑх-чӗп каяшӗ выльӑх-чӗрлӗхрен юлакан, тӑпра пулӑхлӑхне ӳстерекен япала пек шутланӗҫ — урӑхла каласан, чарусене пӗтерӗҫ.

Когда новый закон вступит в силу, навоз и помет будут считаться побочными продуктами животноводства, повышающими плодородность почвы — то есть ограничения будут сняты.

Тислӗке малашне сутма тата туянма ирӗк парӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32215.html

РФ Патшалӑх Думи тислӗкпе каяш тӗлӗшпе харпӑрлӑх правине хатӗрлеме ирӗк паракан саккун йышӑннӑ.

Госдума РФ приняла закон, позволяющий оформлять право собственности на навоз и помет.

Тислӗке малашне сутма тата туянма ирӗк парӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32215.html

Е Хусан ханӗн сан пирки уйрӑм саккун кӑлармалла-и?

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку таранччен, атьсемӗр, уйрӑм харпӑрлӑха никам та тӗкӗнме юраманни ҫинчен калакан саккун ҫеҫ пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӑҫта пур ун пек саккун, — сиксе тӑчӗ Исмук Павӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑн пек саккун пур иккен.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Учредительнӑй пуху пуҫтарса, патшалӑхӑн пуласлӑхӗ ҫинчен канашласан та, пур классене те юрӑхлӑ саккун шухӑшласа кӑлараймӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗн пулса иртнин сӑлтавӗпе ун хыҫҫӑн мӗн пуласси пирки вӑл шухӑшлани пӑсӑлнӑ, «Тӗпсӗрлӗхе ӳкни — вилнӗ» саккун тепӗр чух чӑна тухмасть иккен.

Ее представления о причине и следствии были нарушены, закон: «упавший в пропасть — погиб» — оказался доступным исключению.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эпӗ саккун шайӗнче мӗн те пулин калас яваплӑхран пӑрӑнатӑп.

Я уклоняюсь от ответственности сказать что-нибудь — в тоне закона.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ушкӑн вӑйӗ, тем тесен те, хӑватлӑччӗ, анчах хӑйсем кӑна пӗлекен саккун пурччӗ ачасен: ним ӑнланмасӑр ҫырса илмелле мар пӗр-пӗринчен.

Куҫарса пулӑш

X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӗсем каланӑ-тӑк, ҫакӑ саккун пулса тӑмалла иккен.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫакна та асра тытӑр: Браун систерӗвӗсене шута хурсан — «Хумсем ҫинче чупакана» Гез питех те сӗмсӗр меслетсенчен пӗринпе харпӑрлӑхлатнӑ-хӑйӗнлетнӗ, — ку тӗлӗшпе саккун тертленет, анчах чӗнмест.

Знайте также, что, насколько я мог понять из намеков Брауна, «Бегущая по волнам« присвоена Гезом одним из тех наглых способов, в отношении которых закон терзается, но молчит.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫапла, ултав пӗрре мар сике-сике тухрӗ, — тӗрлӗ ӗренке-капашпа: хӑлаҫлану, сӑмахсем, сӑнсем, пейзажсем, ӗмӗт-шухӑш, тӗлӗксемпе шанӑҫсем, унтан — саккун тейӗн — ҫав ултав хӑй хыҫҫӑн кӗл ҫеҫ хӑварать.

Да, неоднократно повторялся обман, принимая вид жеста, слова, лица, пейзажа, замысла, сновидения и надежды, и, как закон, оставлял по себе тлен.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫапларах шухӑшлатӑп: унӑн тӗшши, тен, пурнӑҫа ӑслӑ-тӑнлӑ процесс влаҫӗпе пӗтӗрсе арпаштаракан уйрӑм саккун картинче; ҫапла вара, ҫакнашкал ӑраскал мӗлкине тӑрса, эпӗ юлашкинчен, тинех, Чӑна тухманлӑха курма пултарӑттӑм.

Я думал, что ее существо, может быть, отмечено особым законом, перебирающим жизнь с властью сознательного процесса, и что, став в тень подобной судьбы, я наконец мог бы увидеть Несбывшееся.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӗсемшӗн саккун ҫырӑнман.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Саккун базине пӑхса тухса, ҫӗнӗ йышӑнусем тума ятарлӑ ӗҫ ушкӑнне тума палӑртатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре Промышленноҫ продукцийӗн саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/18/chva ... unsr-avrns

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех