Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхать (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иван ун еннелле ӑнтӑлса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах шыв ҫине тухрӗ те, пӑхать — Улька ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Часанай тӑвӗ хӗрринчен пӑхать тӑван ялӗ ҫине Хура Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӑхать те пӑхать Хумкка Ҫимун ҫине, пӗрре шикленнӗ пек пулать, тепре, тем килӗшмен пек, пуҫне пӑркалать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка мучи пӗчӗк кӑвак куҫӗсене мӑч-мӑч хупкаласа, тӗлӗнсе кайса пӑхать ун ҫине.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр-пӗр пӗлӗт купи хӗвеле хуплама пӑхать те, урана пӗҫертекен тусанлӑ ҫул ик айккипе, саралнӑ хир тӑрӑх, шупка мӗлке вӑраххӑн та шухӑшлӑн шуса иртет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем ҫакна та пӗлеҫҫӗ: инҫетрен килнӗ стражник чӳречерен пӑхать пулсан, кама та пулин йӗрлет.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь вӑл хӑнӑхнӑ йӑлишӗн те ҫынсемпе тӗл пулса пӑшӑрхантаракан шухӑшӗсене сиресшӗн ҫеҫ юмӑҫ пӑхать.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗтел хуҫи кӑшт айккинелле пӑхать кӑна — ҫирӗп йӗркене пӑхӑнманнисем ҫиччас кӗсьене ытлашши ҫӑкӑр чӗлли вӑрттӑн чиксе хума хӑтланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Кукамай куҫӗ вара ӑшшӑн-ӑшшӑн пӑхать, пӗтӗм пӳрте хӑтлӑх кӳрет…

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Пӗррехинче пӑхать: Тарье аппа каллех хӑйӗн чӳречине уҫса ларать.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Хӑй вара пирӗн ҫине кушак тытма хатӗрленнӗ шӑши пек пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Пурин ҫине те пӑхса илтӗм те курах кайрӑм: ҫумра ларакан Лора ман ҫине кулараххӑн пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Вӑл ман ҫине пӑхать те: — Корреспондент лайӑхрах пӗлет, эпӗ чухласах каймастӑп ҫав, — тет.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Хӗр ман ҫине пуҫне усса куҫ айӗн шӑтарасла пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫӳл тӳпере ҫатма хӗвел хӗртсе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Анне фермӑра чӗчӗ пӑрушӗсене пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Вӑл машина айне кӗрсе кайнӑ иккен, тем пӑхать, тем тӗрӗслет.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Ялти ҫынсем: Ай турух, Михаҫ, арӑмӗ ӗҫченрен, чӑнахах та пуян, кинӗ енчисене мӗнле пӑхать», — тесе тӗлӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Пӗчӗккисене Левенти пӑхать, пысӑккисем — кӗтӳре.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех