Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нумайӑшӗ сăмах пирĕн базăра пур.
нумайӑшӗ (тĕпĕ: нумайӑшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумайӑшӗ ҫӗнтерӳҫӗ тата лауреат ята ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Учитель ӗҫнех суйласа илӗттӗм // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%83%d1%8 ... 82e%d0%bc/

Нумайӑшӗ вара ҫавӑнтах ҫунса кайнӑ, ҫапах салтаксене парӑнман».

Говорят, много чуваш живьем сгорели, а не сдались солдатам.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нумайӑшӗ сӑсарӗн тӗсне те курман, ҫапах макӑрнӑ та тӳленӗ.

Хотя многие из крестьян и в глаза не видали куницу, плакали, но платили.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унчченех куркаланӑ ҫӗвӗҫ чаплӑ Григорьев иккенне нумайӑшӗ паян тин пӗлнӗ, ҫавӑнпа пурте темӗн кӗтсе ун ҫинелле шӑппӑн пӑхаҫҫӗ.

Некоторые только сегодня узнали, что портной — это и есть знаменитый на всю округу солдат Григорьев, и потому в ожидании чего-то важного глядели на него.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗл хырӑмӗ пысӑк, тепрер уйӑхран — иккӗренех ак Мулкач Терушӗ ҫеҫ мар, ыттисем те нумайӑшӗ хуралтӑ тӑррисене сӳсе антарма тытӑнаҫҫӗ.

У зимы живот большой, глядишь, через месяц-другой не то что Теруш, многие по деревне начнут сдергивать солому с сараев да хлевушков.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нумайӑшӗ лаҫ кӑмакисене те хутса янӑ ӗнтӗ, уҫӑ алӑксемпе тӗнӗ шӑтӑкӗсенчен тӗтӗм палкаса тухать.

Многие уже хлопотали у очагов, тут и там в открытые двери уходила тьма.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

(Ял ҫыннисенчен нумайӑшӗ мар, ҫывӑх кӳрши-аршисем те унӑн пӳрт ӑш-чикки мӗнлине курман).

Даже самые ближние соседи не знали, каково убранство в его избе, не говоря уже об остальных деревенских.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нумайӑшӗ, паллах, пытанса пӗтнӗ.

Многие, понятно, прятались.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Хӑйсенчен нумайӑшӗ выҫӑ ӗнтӗ, ҫапах вӑййа тухнӑ».

— А ведь больше половины из них голодные, но все равно вышли…»

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Вӑл йӑла ҫинчен нумайӑшӗ илтнӗ-ши ялта, Мултиер пичче?»

— А об этом обычае в деревне многие знают, дядя Мульдиер?

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нумайӑшӗ апат пӗҫерсе ҫисе пӗрер-икшер чӗлем туртса пӗтернӗ ӗнтӗ, улӑх тавра та ҫаврӑнса пӑхса килнӗ.

Многие успели уже приготовить обед, выкурили по трубке-другой, покружили по лугам.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нумайӑшӗ ҫара уран, ҫара пуҫӑн, ярханӑх.

Многие босиком, с непокрытыми головами.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нумайӑшӗ тарӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ, кашниннех кантур мӗн те пулин туртса илнӗ, хӗнесе пӗтернӗ, ҫаратнӑ.

И каждый из них доведен до отчаяния — кого-то конторщики обобрали до нитки, кого-то избили до полусмерти…

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ялта нумайӑшӗ выҫӑ ларать.

Многие голодают в деревне.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах нумайӑшӗ, — мӗн тӑвӑн? — Юлмарӗ шӑтӑк алӑра.

Куҫарса пулӑш

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫул иртнине вӑл шутламан; Аскӑнлӑхпа, тен, ас хуралнӑ — Нумайӑшӗ унта ҫухалнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Нумайӑшӗ вӗтӗ те мар.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсем нумайӑшӗ таврӑнчӗҫ, колхозра арҫын алли хутшӑнчӗ — ӗҫле те ӗҫле, ҫултан-ҫул вӑйлӑ тырпул туса ил.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шӑп хапхана уҫас умӗн чӑрмав сиксе тухать: Анна Ивановнӑпа Людмилӑна нумайӑшӗ станцӑна ҫитичченех ӑсатасшӑн, анчах лав ҫук.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман йӗри-тавра пӑхкаласа пынӑ май тин ҫеҫ асӑрхарӗ — ӗҫе Тутаркас колхоз председателӗ кӑна мар, нумайӑшӗ уяв тумӗпе тухнӑ, унта та кунта вӗрҫӗнӗ кӗпеллӗ ҫынсем тӗл пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех