Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗре сăмах пирĕн базăра пур.
кӗре (тĕпĕ: кӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӳкерчӗк ҫинче вара Федор Дмитриевич, курпун сӑмсаллӑ, серб сӑнлӑрах кӗре пит-куҫне йӑлкӑштарса, ландо ҫине вырнаҫса ларакан губернатор майрине хулран тытса тӑрать.

А на фотографии Федор Дмитриевич, с улыбкой на своем горбоносом смуглом лице серба, под ручку поддерживает губернаторшу, усаживающуюся в ландо.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, кӗре сӑн-питлӗ тапчам офицер кӗтсе илчӗ.

Его встретил рослый, могучего сложения смуглолицый офицер.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урам кӗтессинче, авалхи казаксем пек ҫӳллӗ те кӗре кӗлеткеллӗ старикӗн — тахҫан гвардейски батарейӑра службӑра тӑнӑ Архип Богатыревӑн — картишӗнче, хӗрарӑмсем, мӑнкуна хатӗрленсе, ҫаврака пӳрт айккисене тӑмпа сӗреҫҫӗ, шуратса аппаланаҫҫӗ.

На углу, во дворе Архипа Богатырева — большого, староверской складки старика, служившего когда-то в гвардейской батарее, — бабы обмазывали глиной и белили к Пасхе большой круглый курень.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, кӗре ӳтлӗ яка аллине кӑтартса, юбка айне тирпейлӗн майласа чикнӗ хӗрлӗ кӗпе ҫаннине чавси таранах тавӑрнӑ.

Рукава розовой вобранной в юбку рубахи на ней были засучены, оголяя смуглые точеные руки.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна вестовой — хура тӗпеклӗ, кӗре сӑн-питлӗ, текерлӗк пек ҫивӗч куҫлӑ ҫамрӑк казак чупса пырса пулӑшать.

Его поддержал подскочивший вестовой — молодой черночубый казак со смуглым лицом и острыми, как у чибиса, глазами.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шахтерӗ ку, кӗлетки-ҫурӑмӗпе илсен, баржа ҫинчи канат пек тӗреклӗ: шултра шӑнӑрлӑ, кӗре хул-ҫурӑмлӑ, типшӗм; сенкертерех куҫӗсем симӗс хӗлхемпе йӑлкӑшса пӑхаҫҫӗ.

Был шахтер этот вроде баржевого каната: узловат, надежно крепок, сух, отсвечивал зеленым — будто прокупорошенный.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сарӑрах шурӑ, авалхи карапсем пек кӗре кӑкӑрлӑ пӗлӗтсем Новочеркасск ҫийӗн майӗпен шӑвӑна-шӑвӑна иртеҫҫӗ.

Изжелта-белые, грудастые, как струги, тихо проплывали над Новочеркасском облака.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл нӑкӑ-нӑкӑ кӗре мӑйне ҫатлаттарса ҫапса кӑтартрӗ, тӗлӗнсе шӑртланнӑ куҫ харшисене тӳрлетсе, хыттӑн каларӗ:

Он звонко шлепал себя по тугой смуглой шее и, выравнивая изумленно вздыбленную бровь, кричал:

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑтам пӳллӗ, кӗрнеклӗ, сарлака хул-ҫурӑмлӑ Изварин сӑнӗ-пуҫӗпе казак казаках: пиҫсех ҫитеймен сӗлӗ улӑмӗ пек сарӑрах кӑтра ҫӳҫлӗ; кӗре сӑн-питлӗ, сӗвек те шуранка ҫамкаллӑ; пит ҫӑмартисем ҫеҫ ун тӗссӗр сарӑ куҫ харшийӗсем таран хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ.

Среднего роста, статный, широкоплечий, Изварин был типичным казаком: желтоватые, цвета недозрелого овса, вьющиеся волосы, лицо смуглое, лоб покатый, белый, загар тронул только щеки и гранью лег на уровень белесых бровей.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗре шӑм-шаклӑ ланд-штурмист ҫур ҫухрӑма яхӑн ӑна ҫурӑмӗ ҫинче ҫӗклесе кайрӗ; Мишка тӑна кӗрсе ҫитрӗ те, ӑша юн капланса тулнипе антӑхса кайнӑскер, меллӗреххӗн сывлӑш ҫавӑрма пикенчӗ, унтан, мӗн пур вӑйне пухса, ытлашши мекеҫленмесӗрех нимӗҫ ҫурӑмӗ ҫинчен вӗҫерӗнсе тарчӗ.

С полверсты его тащил на себе плотный ландштурмист; Мишка очнулся, почувствовал, что захлебывается кровью, передохнул и, собравшись с силами, без особого труда сорвался со спины немца.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗре шӑм-шаклӑ генерал, яп-яка хыртарнӑ тӑватӑ кӗтеслӗ янахне кӑкӑрӗ ҫине хурса, куҫ айӗпе салхуллӑн малалла пӑхрӗ.

Плотный генерал, прижимая к груди четырехугольный выбритый до глянца подбородок, угрюмым, исподлобным взглядом глядел перед собой.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сире пула хамӑн лекес мар, — хашлатса илчӗ кӗре шӑм-шаклӑ салтак-конвоир, винтовкине хӑй умнелле кӑнтарса.

А то через вас как бы мне не попало, — вздохнул, вскидывая винтовку, коренастый солдат-конвоир.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унпа юнашарах кӗре шӑм-шаклӑ ватӑ салтак, ӑна хураллама уйӑрнӑскер, винтовкине штыкӗнчен тытса тӑрать.

Рядом с ним, придерживая за штык винтовку, стоял конвоировавший его пожилой коренастый солдат.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫирӗп шӑнӑрсемпе карӑнса туртӑннӑ кӗре хул-ҫурӑмлӑскер, вӑл ҫӑмӑл та ҫивӗч шӑм-шаклӑ; унран, хура тӑпраллӑ ҫереме суха тимӗррипе ҫавӑрса пӑрахнӑ хыҫҫӑнхи пек, ҫирӗп сывлӑхпа тапса тӑракан чӗрӗ вӑй шӑрши ҫапать.

Весь скрученный из тугих мускулов на широком костяке, был он легок и скуп в движениях, терпким запахом здоровья и силы веяло от него, — так пахнет поднятый лемехами чернозем в логу.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗрсемпе инке-арӑмсем шинель ҫинчи йӑрӑмлӑ хӑю ҫине хӗрес тирсе янӑ Григорин теветкел те кӗре кӗлетки ҫине ытараймасӑр пӑхрӗҫ, хӑйсен ӑмсанчӑк кӑмӑлӗсене никам умӗнче пытарса тӑма пултараймарӗҫ.

Девки и бабы с нескрываемым восхищением разглядывали бравую, чуть сутуловатую фигуру в шинели с приколотым на полосатой ленточке крестом.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сухалне ӳстерсе янӑ кӗре сӑн-питлӗ казак, пӗркеленчӗк хӑлха ҫунатти вӗҫне тирнӗ кӗмӗл алкине ҫапкалантарса, котелок айне ҫапӑ тӗркелесе чикрӗ.

Смуглый бородатый казак, с серебряной серьгой, болтавшейся в морщеной мочке уха, ответил, подсовывая под котелок пучок мелкого хвороста:

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ку валашка ман виҫепе мар… — именнӗ пек пулчӗ Григорий, кӗре ӳтлӗ урине шыв ӑшне ярса пусса.

— Корыто-то не по мне… — конфузился Григорий, занося смугло-черную волосатую ногу.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чугун пек ҫирӗп кӗлетки ҫинче кирпӗч тӗслӗ кӗре мӑй ларать, мӑйӗ ҫинче хӗрарӑм сӑнарлӑ, кулӑшла пӗчӗк пуҫ: тӗксӗм питлӗскер, пӗчӗк ӳпрем туталлӑскер; ылтӑн тӗслӗ кӑтра ҫӳҫ тӑрмаланчӑкӗ айӗнчен тӗксӗм куҫсем пӑхаҫҫӗ.

На чугунно-крепком устое сидела плотная, в кирпичном румянце, шея, и странно выглядела на этой шее красивая в посадке небольшая голова с женским очертанием матовых щек, маленьким упрямым ртом и темными глазами под золотистою глыбой курчавых волос.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Такан Яккӑвӗ (вӑл службӑра лаша таканланӑ; лаши, ӗрӗхсе ӳксе, пӗррех Яккӑва питӗнчен шартлаттарнӑ, унӑн сӑмса кимӗрчекне хуҫнӑ, тутине ҫурса пӑрахнӑ, пит ҫине такан йӗрӗ хӑварнӑ; тӑрӑхла ункӑ пек ҫаврашка суранӗ кӑвакарса ҫӗвӗкленсе ларнӑ, икӗ енчен, икӗ пӑнчӑ пек, шӗвӗр такан вӗҫӗ тивнӗ вырӑнсем сӑр илсе ларнӑ, ҫавӑнпа ӑна Такан тесе хушамат панӑ та) — маттур та кӗре кӗлеткеллӗ батареец, ҫаннисене тавӑрса, алӑкран чупса тухрӗ.

Яков Подкова (на службе ковал коня; взыграв, стукнул тот копытом по лицу Якова, и, проломив нос, разрезав губы, вылегла на лице подкова; овальный шрам зарос, посинел, пятнышками чернели следы острых шипов, от этого и прозвище — Подкова), бравый, плотно сбитый батареец, выбежал из дверей, подсучивая рукава.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька хӑй пӗчченех каҫхине кайма шут тунӑ, пӗлет вӑл: ашшӗн ӳпремлӗхӗ — кӗре тымарлӑ хурамапа пӗрех; авӑнасса авӑнать, анчах хуҫма ан та шутла.

А Митька порешил дождаться вечера и идти самому — знал: отцово упрямство что вяз на корню: гнуться — гнется, а сломить и не пробуй.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех