Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗпе сăмах пирĕн базăра пур.
кӗпе (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тукмак хӳре кӗпе ҫаннинчен ҫыртрӗ те мана урапа ҫинчен аялалла сӗтӗрет.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Аялти кӗпе вӗҫҫӗн вырӑн ҫине тӑрса ларнӑ та аҫа ҫапмассерен чӗтре-чӗтре илет, шарт сикет.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

— Патшалӑх ӗҫне тума ыйтсан-хушсан арӑм кӗпе аркинчен ҫакӑнни арҫынна чыс тумасть.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Кӗпе ҫаннине чавса таран тавӑрнӑ ҫирӗп аллипе клишене йышӑннӑ май Мукин шӳтлевлӗн: — Пулать-и? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Хирӗҫлемелли, чӑнахах та, ҫук, вӗсен чӑвашла ҫӗленӗ кӗпе тӑхӑнмалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кӑштахран ман пата урине калуш, шупкаланнӑ йӗм те карттус, ҫаннине чавса тӗлӗнче сапланӑ кӗпе тӑхӑннӑ арҫын пырса тӑчӗ те, эпӗ мӗн хушаматлӑ-ятлӑ прораб патӗнче ӗҫленине ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫамрӑксен пӗрлӗхӗн ертӳҫи, кӗске ҫанӑллӑ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, хура галстук ҫыхнӑ яштака каччӑ, икӗ тумбӑллӑ сӗтел умне пырса тӑчӗ те пуху пуҫланни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Мана кӗпе аркинчен ҫавӑтса ҫӳреме эпӗ текех пӗчӗк ача мар.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Алла диплом илес умӗн Ирина ҫирӗм виҫӗ ҫул тултарнине паллӑ турӗ пулсан та хӑйне шкул ачи пек тытма пӑрахман, кӗпе аркине вӗлтӗр-вӗлтӗр вӗҫтерсе ялан чупса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Аялти кӗпе вӗҫҫӗнех хӑй.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, хӗрлӗ тутӑр ҫыхнӑ хӗр, нимӗн те пулман пекех, фермӑна утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Ҫав вӑхӑтра ман хӑлхара Иван Михайлович халь ҫеҫ каланӑ «ҫунатлӑ» сӑмахсем янӑраса тӑчӗҫ, вӑл Семен Сергеевича тыттарнӑ парне — тӗрленӗ пурҫӑн кӗпе — куҫ умне тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Ухтеринов вара Семен Сергеевича парне — ҫухипе ҫанни вӗҫӗсене тӗрленӗ кӗпе тыттарчӗ те каллех ман ҫумма пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Унтан, пуҫӗ ҫинчи кӗрӗкне сирсе пӑрахса, тарланӑ ҫамкине кӗпе ҫаннипе шӑла-шӑла илчӗ те: — Сирӗн киле вӑрӑ инҫетрен пыман. Вӑл — хӑвӑр кӳршӗренех, вӑрӑмрах, хурарах ҫын, — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Упӑшки вӑрансан мухмӑр чӗртме Машка-Милашка патне тухса ан кайтӑр тесе, Хӗлимуна сак ҫумне кӗпе ҫакмалли вӑрӑм кантрапа яваласа ҫыхса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Сан паян уяв, саламлатӑп, — питӗнчен ачашларӗ вӑл ӑна, — ҫӗнӗ кӗпе, ҫӗнӗ галстук хатӗрлесе хутӑм ҫӗркаҫах, костюмна та ҫӗннине тӑхӑн.

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кашкин, мӑйне касса кӗнӗ кӗпе ҫухавине вӗҫертсе ярса, унпа хирӗлме тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пиншакӗ айӗнче — шупка йӑрӑм кӗпе.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Шӑпӑрт, Люба, шӑпрах, — кӗпе ҫаннинчен туртса чарчӗ ӑна Тамара, — сцена ҫине пӑх.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кайран, каникул вӑхӑтӗнче, Раман ҫу каҫипех плугарьте, комбайнер помощникӗнче ӗҫлерӗ, аттестат илес куна тесе костюм, шурӑ кӗпе, галстук, пушмак туянмалӑх укҫа турӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех