Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫа (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳллӗ маччаллӑ кӑн-кӑвак таса тӳпенелле шуххӑн ярӑнса хӑпаракан хӗвелӗн йӑлтӑркка пайӑркисем ҫӗр ҫинелле кӑвар пекех пӗҫертсе сапӑнмаҫҫӗ пулин те, пӗрре ҫеҫкеленсе ешерсе лӑпланнӑ ҫутҫанталӑкӑн ҫуркуннехи пек техӗмлӗ хӗрӳлӗхӗ халь те пӗтменни сисӗнет: типсе хӑмӑрланнӑ ҫӗрулми ҫеҫкиллӗ касӑсем хушшинче иккӗмӗш ҫеҫкене ларнӑ сенкер утмӑлтуратпа шап-шурӑ салтак тӳмисем куҫа илӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ытти ҫынсен чӳречисем куҫа шартса ҫуталаҫҫӗ пулсан, Шемердяновсен нӳхреп ани пек хура.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗсенчен куҫа курӑнман асамлӑ сӑнӑсем ывтӑнса ӳт-пӗве йӗплентернӗ пек Герасим Федотович ҫӳҫенсе илчӗ, унӑн ҫамрӑкрах, чипертерех пулас килчӗ, кӗлеткине йӑрӑслантарса йӑл кулса янӑскер ӑмӑрткайӑклӑ карттусне чалӑшраххӑн лартрӗ, куҫне ачашшӑн чалкӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӗлӗннипе куҫа чарсах пӑрахрӑм:

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Урай шӑтӑклӑ пулнӑран тислӗке шывпа ҫуса тасатаҫҫӗ те — пур ҫӗрте те куҫа илӗртекен тасалӑх.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тӑна кӗнӗ пек пулсан ал тупанӗпе куҫа сӑтӑркаласа йӗритавра пӑхкаларӑм: манпа юнашар Аркаш чӳхенет.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Куҫа уҫма та ҫук: пӗтӗрӗнсе ҫаврӑнакан хытӑ юр пӗрчисем ывҫи-ывҫипе сапӑнаҫҫӗ, йӗп пек тирсе ыраттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тӑван тавралӑх ытарма ҫук илемлӗ: кирек ӑҫталла пӑхсан та ҫӗнӗ юр куҫа шартарса йӑлтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

— Унӑн ҫырӑвӗсем пирӗн куҫа та уҫрӗҫ темелле: Санаровӑна эпир вӑйлӑн кӑна ятлӑпӑр, выговор парӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Юлашки вӑхӑтра ытла та пысӑкланнӑ вӑл, тӗлӗнмелле чиперленнӗ — кашни утӑмра тенӗ пекех куҫа илӗртекенни тупӑнать, ӑмсанатӑп эп унта пурӑнакансене.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Укҫа-тенкӗрен те хӗсӗк пурӑнмасть, ҫапах та тапхӑр-тапхӑр ӑна тем ҫитмест пек туйӑнать, ҫавӑн пек чух яланах йӑмрасем аса килеҫҫӗ, куҫа Ира курӑна-курӑна каять.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Анчах вӗсем тӳрех куҫа курӑнаҫҫӗ, вӗсене алла илсе ыталас, чӑмӑртас килет.

Но они сразу бросаются в глаза, их хочется обнять, потискать.

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

Хӗрӗвӗпех пӗҫертсе илекен кӑвар куҫа ҫиет.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Келчечеке мӑшкӑллама шутланӑ, ун хӗрлӗхне ӑмсаннӑ тесе манӑн хӑрах куҫа шӑтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хирӗҫ пӑхрӗ, чӑтрӗ ват куҫа ҫамрӑкки, Хӗресленсе илчӗҫ иккӗшӗн йӑлтӑркки.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах йӗрнипе, те тӗшмӗш йӗркипе Хӑрах куҫа шур илчӗ тӗппипе.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шухӑшӗнче — Еркиней, Унсӑр уншӑн ҫук телей: Куҫа хупсан курӑнать, Ӑшчик тулли калаҫать…

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ахах тени — сарӑ хӗр, Хаяр куҫа ан ӳкер: Ӑшӗ унӑн лӑпкӑ мар, Ҫырла пухас шухӑш мар.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӑй куккӑшӗн сӑмсинчен Чӗкеҫ тытрӗ алтутри; Йӗри-тавра ик енчен Элмен пурҫӑн ун тӗрри — Вут-кӑвар пек ялкӑшать, Хаяр куҫа ачашлать…

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тем вӑхӑт иртсен, куҫа уҫрӑм та хама темле ҫутӑ пӳлӗмре выртнине курах кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех