Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Эсӗ вӗсене пӗлтермелли саккунсем акӑ: 2. эхер те еврей чура туянатӑн пулсассӑн, вӑл [саншӑн] ултӑ ҫул ӗҫлетӗр, ҫиччӗмӗш [ҫул] тӳлемесӗрех ирӗке тухтӑр; 3. эхер те вӑл пӗччен пынӑ пулсассӑн, пӗчченех тухса кайтӑр; вӑл авланнӑ ҫын пулсассӑн, унпа пӗрле арӑмӗ те тухса кайтӑр; 4. эхер те хуҫи ӑна арӑм панӑ пулсассӑн, арӑмӗ ӑна ывӑлсем е хӗрсем ҫуратса панӑ пулсассӑн, арӑмӗпе ачисем арӑмӗн хуҫи патӗнчех юлччӑр, вӑл пӗчченех тухса кайтӑр; 5. чури «хамӑн хуҫама, хамӑн арӑмпа ачамсене юрататӑп, ирӗке каймастӑп» тесессӗн, 6. хуҫи ӑна турӑсем# умне илсе пытӑр та алӑк патне е алӑк янахӗ патне тӑраттӑр, унтан хуҫи унӑн хӑлхине атпӑрипе чиксе шӑтартӑр, вара вӑл ӗмӗрлӗхе унӑн чури пулса юлӗ.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2015 ҫулта ял тӑрӑхӗсенче 3559 арҫын авланнӑ, вӗсенчен 32-шӗ - урҫа, 488-шӗ - уйрӑлнисем, иккӗмӗш хут ҫемье ҫавӑрнӑ.
Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
«Павел Афандерова питӗ лайӑх пӗлетӗп, сӑнне хаҫатра курсанах палласа илтӗм. Салтакран таврӑнсан авланнӑ, мӑшӑрӗ Вера ятлӑ пулнӑ. Пӗр тӑван Иванпа Егор вара вӑрҫӑчченех ҫӗре кӗнӗ. Павел Хыркасси ҫывӑхӗнчи ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн асфальт бетон заводӗнче ӗҫленӗ. Халӗ ҫав вырӑнта «Дорожный» автобус чарӑнӑвӗ. Ҫавӑнпа та вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӑна «бронь» ят панӑ. Ялтан иккӗн кӑна пулнӑ броньпа. Тепри, Валериан Бусов, Чалтан (финн) вӑрҫине хутшӑннӑ салтак пулнӑ. Павел мучине ачасем «Баламут» тесе чӗннӗ. Хӑйсен ача пулманран пӗчӗккисене юратнӑ. Ачасене панулмисем илсе тухса ҫитернӗ. Вӑл 1965 ҫулсенче ҫӗре кӗнӗ», – терӗ Илья Фомин.
Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10