Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑна сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑна (тĕпĕ: хӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ — пирӗн чи хаклӑ хӑна, — терӗ вӑл, ӑна тӳрех тулли черкке тыттарса.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кур, пирӗн пата мӗнле хӑна килчӗ! — кӑшкӑрчӗ Кӗҫтук, унтан шӑллӗпе йӑмӑкӗсене чӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑна пӳрте урӑх кӗмерӗ, кӗслеҫӗсемпе садрах сывпуллашрӗ те анкарти хыҫӗнчи сукмакпа тухса уялла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лисук хӑна еннелле пӑхмарӗ пулин те, Пазухина унӑн кӑн-кӑвак куҫӗсем ӗлӗкхи пекех витӗр курӑннӑн туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Шӑпах ҫавӑ, — сӑмах хушрӗ хӑна, вара, урӑх ним калама пӗлмесӗр, персе ячӗ:

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑна пур-ха, Кирук патне килнӗ, — пӗлтерчӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑна, нимӗн чӗнмесӗр, стена ҫумне тӗрлесе ҫакнӑ ал шӑллисене, пӗчӗк тутӑрсене асӑрхарӗ те тӳссе лараймарӗ, патнех пырса пӑхрӗ, питӗ кӑткӑс ӳкерчӗксене калама ҫук ӑста тӗрленине курсан, тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ, хӗпӗртерӗ те.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Сывӑ-и, чипер пурӑнаҫҫӗ-и? — терӗ хӑна, кил хуҫисене алӑ парса, вара Наҫтук аппа ятарласах ун валли шӑлса тасатнӑ сак ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лесник патне хӑна килнӗ-мӗн те, иккӗшӗ ӗҫнӗ, анчах эрехӗ сахалтарах пулнӑ, «картне ларман».

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл мана Тимофеев хупахне илсе кӗртсе хӑна турӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Уй урлӑ каҫнӑ чух вӑл хаклӑ хӑна вӗрентнӗ ҫӗнӗ юрӑсене ҫул тӑршшӗпех юрласа пычӗ, аллинчи кӗнекине ҫӗр хут та уҫӑ-уҫа пӑхрӗ, тӗллӗн-тӗллӗн вуласа савӑнчӗ, чӑвашла та ҫапла ҫыпӑҫуллӑ, янӑравлӑ, илемлӗ ҫырма пултарнинчен хытӑ тӗлӗнчӗ…

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑна карточкине кӑкӑр кӗсйине чикрӗ, кӗнекине Кирука тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Эсӗ ҫак инструмента курман-и? — ыйтрӗ хӑна, кӗтесре ларакан фисгармони хупӑлчине уҫса.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӑнӑҫлӑ кун килтӗн эсӗ: паян кунта хаклӑ хӑна килмелле.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫав тери кӑмӑллӑ хӗрарӑм! — терӗҫ Мухаровсем, хӑна ҫине хӗрхенчӗклӗн пӑхса.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Темле хӑна та курма пулать ҫак тарават килте…

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кирек хӑҫан та унта кӗтмен хӑна пурах: ялтан хулана ӗҫпе килнисем ҫӗр выртма Макар патне кӗреҫҫӗ; художниксемсӗр пуҫне, тин ҫеҫ искусство ӗҫне пуҫӑннӑ ҫамрӑксем — хваттерсӗр поэтсем, музыкантсем, артистсем уҫӑ кӑмӑллӑ Каюровсем патне пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пурлӑха типтерлӗ тыткалакан пахчаҫӑн сӗтелӗ ҫинче, пӗр-пӗр хаклӑ хӑна умӗнче, хӗл варринче те улма татӑлмасть.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тепре раскулачить тума пулать сана, — шӳтлеме хӑтланчӗ хӑна.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

О-о, питӗ хаяр кӑрчама! — терӗ кӗтмен хӑна, тулли куркана шалт пушатса.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех