Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хулари (тĕпĕ: хула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл 38 ҫул Канашторгра сутуҫӑра ӗҫленӗ, кайран хулари полимер заводӗнче 5 ҫул вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Фронта, партизансен отрядне яма ыйтнӑ… // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d1%84%d1% ... 82%d0%bda/

Кашни ҫулах нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Совет Ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнине халалласа хулари скверта асӑну митингӗ иртет, пурнӑҫран уйрӑлнисене аса илсе палӑк умне чечек ҫыххисем хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Афганистан чуна кӗрсе вырнаҫнӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d1% ... 0c%d0%bda/

2007 ҫулта пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн хулари пысӑк предприятисенче ӗҫленӗ.

После получения образования в 2007 году работал на крупных предприятиях города.

Шупашкар мэрӗн чӗри тапма чарӑннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32710.html

Шӑпӑрлан хулари кӳлмекре кӳмере выртнӑ.

Малыш лежал в коляске на городском заливе.

Ют ҫын ачине илсе кайнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32685.html

Тунтикунпа ытларикун хулари шӑв-шавран яла кайма, йӑлари ӗҫсемпе аппаланма, кил-ҫурта хӑтлӑх кӗртме сӗнеҫҫӗ.

В понедельник и вторник желательно избегать суеты, съездить за город, уделить внимание бытовым делам, создать уют в доме.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӗнӗ реформа хулари 9 автобус маршрутне тата 1 троллейбус маршрутне пӑрахӑҫлама палӑртать.

Новая реформа предусматривает отмену 9 городских автобусных маршрутов и 1 троллейбусный маршрут.

Общество транспорчӗн маршручӗсене улӑштарасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32530.html

Арҫын асӑннӑ хулари общежитисенчен пӗринче тусӗ патӗнче пулнӑ.

Арҫын асӑннӑ хулари общежитисенчен пӗринче тусӗ патӗнче пулнӑ.

Кӗвӗҫнипе вӗлернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32464.html

Ҫитес кунсенче Эльгеев хулари ҫӑлкуҫсене тӗрӗслеме шухӑш тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хулари пулӑҫсене, камӑн кимӗ пуррисене, — пурне те Разин ватагине кӗртрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Саккун хушнине йӑлтах туса пынӑ: ял хакӗпе хӑмла илнӗ, хулари хакпа сутнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Воевода крепоҫре юлнӑ мӗн пур ратниксене пӗр ҫӗре пуҫтарнӑ тӗле тӗп хапха умӗнче Крымран килнӗ юлан утсемпе хулари пӑлхавҫӑсем йышлансах пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунта вӗсем лайӑх кӑна хӑна пулчӗҫ тата шӗкӗр хулари хыпарсене киленсех итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, хулари Хӗрле Ҫар клубӗнче каллех чӑвашла спектакльсем лартма тытӑнчӗҫ: «Судра» — Павловӑн, «Эпир-и, вӗсем-и» — Карпинскин, «Пӗрре каҫхине» Лесненкӑн тата ытти пӗр-икӗ актлӑ пьесӑсем.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каҫхине, шӑп ҫичӗ сехетре, театра пухӑннӑ хӗрлӗ армеецсемпе хулари чӑваш интеллигенцине кӗске сӑмахпа саламланӑ хыҫҫӑн Дмитровский администратор артистсене «ни пуха ни пера!» терӗ те зала анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӗмпӗрти театрта Островскин «Светит да не греет» комедине хулари чӑвашсем кӑмӑлласах йышӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Сире эпӗ ӑнлантӑм пулсан, Павел Алексеевич, хулари рабочисем — халӗ ҫурри выҫӑ ларакансем — ҫӑкӑр илме Колчак патне каймалла-и? — ыйту пачӗ Федоров.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Спекулянтсенчен пасар хакӗпе ҫӑнӑх туянса хулари ҫынсем нумай пурӑнас ҫук!

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хулари ҫынсем халӗ кунне ҫуршар кӗренке хылчӑклӑ ҫӑкӑр кӑна илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эсир хӑвӑр куратӑр: хулари рабочисем ҫӑкӑрсӑр лараҫҫӗ, заводсем хупӑнса ларнӑ, нефть-краҫҫын тавраш тӑшман аллинче, пӑрахутсем сайра кӑна ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хулари Панаев садне Хӗрлӗ Ҫара панӑ, унти театрта чӑваш артисчӗсем эрнере пӗрре спектакльсем лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех