Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Питне (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тетӗшӗ: — Вит кӗпӳне, — тесе асӑрхаттарсан ҫеҫ вӑл хӑй ҫине тинкеререх пӑхрӗ те, вӑтаннипе ӗнтӗ, йытӑ ҫурса антарнӑ кӗпипе ӳтне хуплас вырӑнне витрине аллинчен лаштах ӳкерчӗ, икӗ аллипе те питне, куҫӗсене хупласа ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ, хӑвӑрт ҫаврӑнса урама тухрӗ, урапа ҫинчи михӗ ҫине выртса, кӑшкӑрса йӗме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ывӑла пӗтерес килчӗ-и? — питне саппунӗпе хупласа йӗме пуҫларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Силлӗттӗм ҫав хӑйӑра — Ҫӗр питне йывӑр килет.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Питне темле кипке таткипе шӑлса типӗтсен тин асӑрхарӗ — картишӗнче тӗтре.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эрнепи ун ҫине пӑхмарӗ, питне ик аллипе хупларӗ те сассӑр тенӗ пек макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурӑнать-ши вӑл кунта, питне ҫынсене кӑтартма хӑяйман хитре хӗр ача, е ӑна пӗр-пӗр пуян тутар тахҫанах хӑйӗн тӑваттӑмӗш е пиллӗкмӗш арӑмӗ тума илсе тухса кайнӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрарӑм кӑнтӑр кунӗнче хӑраса тӑмарӗ, шыв ярса тӑрса питне ҫутарнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫӳрекене пӳртнех илсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тӗлӗнмелле хӑрушӑ тӑшмана тӗп турӑмӑр, — терӗ вӑл тарланӑ питне ҫӗлӗк тулӗпе шӑлса.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Питне ҫусан кӑштах уҫӑлнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Питне кӗҫҫе ҫӗлесчӗ! — янӑрарӗ хӑвӑрт калаҫакан хӗрарӑм сасси.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Бориспа калаҫиччен епле юрататчӗ вӑл Улюкӑн пӑт путакан питне, икӗ пит ҫӑмартинчи кантӑр вӑрри пысӑкӑш тур паллисене курса епле савӑнатчӗ!

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Вӑл ҫаплах сӑпкара ларчӗ, унӑн питне хӗрнӗ мотор ӑшши ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Питне сӗтпе ҫӑвать тейӗн — тап-таса.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

Ревком председателӗ инкен катӑк шӑлне, алчӑраса кайнӑ куҫне, ҫиллес питне курсан нимӗн калама аптрарӗ…

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Унӑн питне йӗрсем ытла сырӑнсах кайман.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Вут чӗлхи унӑн питне, каялла тирпейлӗн пуҫтарса хунӑ ҫивӗтне ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Митя лӗрр! йӗрсе ячӗ, питне аллипе хупласа, парта ҫине ӳпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Катя, питне хупласа: «Ой, хӑрушӑ!» — тесе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне, питне хупласа, сассӑр йӗрсе ячӗ, пуп патне тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Улля аппа йӗрсе ячӗ, питне хӑрса кайнӑ аллипе хупласа, ансӑр сӗтел ҫине тайӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех