Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Лешсем сăмах пирĕн базăра пур.
Лешсем (тĕпĕ: лешсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Назиб ашшӗпе амӑшне куҫҫульпе тархасланӑ, лешсем ӑна итлесшӗн те пулман: юрамасть тутара чӑваш хӗрне качча илме — йӑла хушмасть, тӗн хушмасть.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫук, лешсем ун сӑмахӗ ҫине алӑ ҫеҫ сулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лешсем те яланхи пек аннене пулӑшмалла тесе хыпӑнса ӳкмерӗҫ, шухӑша путса, иккӗн икӗ чӳрече патӗнче пӗр хускалмасӑр ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ан васкат, хамӑр та туятпӑр, — теҫҫӗ ӑна лешсем.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫамрӑксене темле кулӑшла япала каласа парать, лешсем ун йӗри-тавра пуҫтарӑнса итлесе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӑҫта? — пӗлмӗш пулчӗҫ лешсем.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ачи хыҫҫӑн васкам пекки туса, Кабир Ятманпа Липӑна хыҫала тӑратса хӑварчӗ, вара лешсем киле иккӗш ҫеҫ таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лешсем апата ларма васкамаҫҫӗ-ха, ҫав-ҫавах ҫулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Калӑр, пӗрре чуптумаллах хӑйраса паратӑп, — лешсем чӗнменнине кура, хӑй ҫинчен аса илтерет Михала.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халап мар вӗт-ха вӑл, чӑн япала: чӑваш ачисем Тутаркаса пырса кӗрсен, тутар ачисем вӗсене чулпа пенӗ, хӑйсем чӑваш ялне пырса кӗрсен, лешсем вӗсене ҫӗҫӗпе хӑваланӑ, икӗ ял ҫыннисем пӗр-пӗринне выльӑхӗсене вӑрланӑ, лаша вӑрлани те пулкаланӑ, пасарта-мӗнре ҫапӑҫса кайсан, чӑвашсем тутарсене, тутарсем чӑвашсене вӗлерес пек хӗненӗ, ҫӗрле ҫурчӗсене вут тӗрте-тӗрте янӑ, икӗ ял айккинчи улӑха кашни ҫул тенӗ пекех юнпа хӗретнӗ, утта пӗр ҫулхине, маттуртарах пулса, атӑлкассем ҫулнӑ, тепӗр ҫулхине, пуртӑсемпе хӑратса, тутаркассем пуҫтарса кӗнӗ, лашасемпе выртма каяс умӗн ачасем кашни ҫулах ваттисенчен «Кӑҫал ҫаран камӑн пулать?» тесе ыйтнӑ, выртма кайсан та атӑлкассем килсе тапӑнасса кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа комсомолецсем урлӑ председательсене ҫурт тупса парать, вӗсене унта илсе кайса кӑтартать, вара лешсем ним калама аптранипе ал сулаҫҫӗ те Левентей пекех бригадирсене чӗнсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа вӗсене ӑнлантарать, ӳкӗтлет, вӑрҫать, намӑслантарса та пӑхать, лешсем ҫавах ку ӗҫрен хӑтӑлма сӑлтав шыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лешсем техника малтан шавламасӑр итлерӗҫ, анчах ытлашши йӑлӑхтарса ҫитерсен, Марине ӑна, вӑрттӑн хыпар каланӑ пек, ҫапла пӗлтерчӗ:

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ман килес, — терӗ Сехре, лешсем хӑйне асӑрхаманнине кура.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл хӑйӗн шухӑшне ачисене каларӗ те, лешсем, хӗпӗртенипе, амӑшӗ тавра сиккелеме тапратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Бригадирсенчен кам-кам каять? — ыйтрӗ Левентей, лешсем хӑйсен шухӑшне хӑйсем каласса кӗтсе.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лешсем ӗҫмеҫҫӗ, ӑна кура Анушка тата ытларах куҫа кӗрет, вӗсене шалтти ӗҫтермесӗр те чарӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Шӑпланӑр! — чарчӗ вӗсене Симун, унтан, лешсем тавлашма чарӑнсан, хӑй сӑмах пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лешсем, кӑна илтсе, чарӑнчӗҫ те ун еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эртел машинине фронта илсе кайнӑ хыҫҫӑн Левентей промсоюза ҫырса янӑ та, лешсем пирӗн хӑвалӑха тепӗр эртеле памалла тунӑ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех