Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Кайӑксем валли хӑвар тата!
XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫавӑнтах тӑрна куҫӗ пек тӑрӑ шыв шӑнкӑртатса юхса вырттӑр, вӑрманта кайӑксем юрлаччӑр.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Унта ҫырма айккисенче юр тӑрӑхӗсем палӑраҫҫӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте шыв ҫап-ҫуттӑн кӳлленсе выртать, ҫынсем ҫывӑхӗнчех, весене ҫӗре часрах сухаласа пӑрахма хушнӑ евӗр, кайӑксем чӗвӗлтетеҫҫӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫӳлте паҫӑрхи пекех кайӑксем хӑйсен юррине чӗнтӗрлеҫҫӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кӗмӗл чӗлӗхсем такама мухтаса юрланӑ пек е такама кунта йыхӑрнӑ пек янраҫҫӗ, вӗсен сассинче пӗрре хӗрсен чӗрене кайса тивекен юрри, тепре вӑрманти кайӑксем чӗвӗлтетни, тепре тата садри шӑпчӑкӑн илемлӗ кӗвви илтӗнсе тӑрать.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
«Кикак-кикак, хур кайӑксем, кайри мала ан тейӗр. Эпир тухса кайсассӑн, ай, кайччӑр та пӗтчӗр, ай, ан тейӗр», — чуна пырса тивмелле янӑрарӗ салтак юрри.
Хӑвӑра та, юлташӑрсене те упрӑр // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d0%bc/
Килте пурӑннӑ хушӑра та ывӑлӗсене май килнӗ таран аса илтерсех тӑрать: ак ҫак ҫула ан манӑр, ман ӑмӑрт кайӑксем, Мускав ҫулӗ вӑл, Гирейсем такӑрлатнӑ ҫул тет.
12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Пӗчӗк кайӑксем» аталанса, ӳссе пырса, ҫунат хушса аякка вӗҫнӗ ӗнтӗ.
Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html
Ҫапла калаҫса вӗсем Ахтупай курӑк ҫине пӑрахса хӑварнӑ кайӑксем патне пырса тӑчӗҫ.
1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хур кайӑксем иртӗҫ ай картипе, Кайри мала! тесе ан калӑр.
13. Ярахвийӗн ят тухнӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Йӑвисенчен тухса тарнӑ кайӑксем пек, вилӗм хӑрушлӑхӗ иртсен каялла таврӑнса малалли пурнӑҫ ҫинчен уйлама пуҫланӑччӗ.
1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Вӗсенчен пӗри тискер кайӑксем Аспара тивменни пулчӗ.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Ир пулса кайӑксем вӑранса юрӑ юрлама пуҫларӗҫ.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Унӑн чунӗнче илемлӗ юрӑсем, хирти чечексем те пӗлӗтри кайӑксем вырнаҫнӑччӗ.
Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Курӑк хушшине пытаннӑ кайӑксем хӑйсен ирхи юррисене вӗҫлемен-ха.
Пӑлхар ҫар ҫынни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Кайӑксем вӗҫни курӑнмасть — эппин, кӑнтӑрла иртнӗ, каҫ кӳлӗм вӗсем ирхинехи пек пӑлтӑртатса ҫӳремеҫҫӗ.
23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хур кайӑксем каяҫ ай картипе, Кайри мала тесе ан калӑр.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Алӑкран та тухрӑм, ҫӳле пӑхрӑм Хур кайӑксем епле кайнине.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Урам хушшинчи йӑмрийӗ, йӑмрийӗ, Кайӑксем тӑрса кайсассӑн, кайсассӑн Турачӗ юлать хумханса, хумханса.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫум пахчари улмуҫҫи, улмуҫҫи, Кайӑксем килсе ларсассӑн, ларсассӑн Турачӗ тӑрать савӑнса, савӑнса.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.