Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йывӑҫ тӑррисем ун ҫине тӗксӗм те илемлӗ мӗлкесем ӳкерчӗҫ, уйӑх ҫутипе витӗннӗ уҫланкӑра Олег Климовӑн тӑлӑха юлнӑ пулемёчӗ йӑлтӑртатса ларать.
XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ун ҫинче ҫӑлтӑрсем йӑмӑхса йӑлтӑртатса ҫунма пуҫларӗҫ.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Ҫанталӑкӗ питӗ лайӑх тӑрать: ҫаврака шурӑ пӗлӗтсем шывра, куҫкӗски ҫинчи пек, уҫҫӑн курӑнса лӑпкӑн та ҫӳлтен ярӑнса иртеҫҫӗ; йӗри-тавра хӑмӑшлӑх кашлать; хӗвел ҫинче тӗлӗн-тӗлӗн кӳлӗ, хурҫӑ пек, йӑлтӑртатса выртать.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Ҫиелтен пӑхсан, Зверков господин питех кӑмӑла каякан ҫын марччӗ: сарлака та тӑваткал питҫӑмарти ҫинчен шӑшинни пек чее куҫсем йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, пысӑк та шӗвӗр, сарлака та уҫӑ ҫунатсемлӗ сӑмсийӗ малалла кӑнтарса тӑратчӗ; кӑвакара пуҫланӑ пӗртан каснӑ ҫӳҫӗсем картлӑ-картлӑ ҫамки патӗнчен ҫӳлелле хӑпарса каятчӗҫ; ҫӳхе тути тӑтӑшах вылянса, ҫепӗҫҫӗн кулса ҫӳретчӗ.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Капитан кӗҫех вулама пуҫларӗ: Ленька малтан питех тӑнласа итлемерӗ, каҫхи хӗвел ҫутинче йӑлтӑртатса курӑнакан шыв тата траншей патӗнчи симӗс курӑк ҫине, пӗр-пӗрин ҫумне ҫат ҫыпӑҫса ларнӑ ҫынсем ҫинелле пӑхрӗ.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пирвайхи ӑстрӑм ӑнӑҫлӑ пулмарӗ: сӗреке тӗпӗнче пурӗ те кӗмӗл тӗслӗ темиҫе чапак та сарӑ куҫлӑ вӗт пулӑсем йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ.Первый заброд был неудачный: в мотне трепетало несколько серебристых уклеек и желтоглазых плотвичек.
VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Шнурӗсем, тӑхисем… вӗсем ҫинче мӗнпур япала хӗвел ҫинчи пек йӑлтӑртатса тӑрать.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хӗрес варринче чие тӗслӗ пысӑк пӑрҫа пек шӑрҫа йӑлтӑртатса тӑрать.В середине креста блестела бусина вишневого цвета, величиной с крупную горошину.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Хӗпӗртенӗ пирки ачасен куҫӗсем кӑмӑллӑн йӑлтӑртатса ҫуталчӗҫ.
Умсӑмах вырӑнне // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫав вӑхӑтра урамра темле кӑшкӑрашнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ, рожокпа кӑшкӑртма тата литавр ҫапма тытӑнчӗҫ, анчах Андрий ӑна-кӑна илтмерӗ, вӑл хӗрӗн тӗлӗнмелле илемлӗ тути-ҫӑварӗ ырӑ шӑршӑ кӑларса ӑшшӑн-ӑшшӑн сывланине ҫеҫ туйса тӑчӗ, вӑл хӗр куҫҫулӗ хӑйӗн пичӗ ҫине шапӑртатса юхнине, усӑнса аннӑ тутлӑ шӑршлӑ ҫӳҫӗ тӗксӗм пурҫӑн пек йӑлтӑртатса ӑна пӗтӗмпех хупӑрласа илнине ҫеҫ курса тӑчӗ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ун куҫ умӗпе хӗрачан йӑлтӑртатса тӑракан тулли кӑкӑрӗ, ытарма ҫук илемлӗ, ҫемҫе те ҫап-ҫара алли, хулӑм та вӑйлӑ пӗҫҫисене витсе тӑракан кӗпи вӗлтлетсе иртнӗ, хӑйӗн шучӗпе вӑл ҫакна пӗтӗмпех сӑмахпа каласа пама май ҫук сӗтеклӗ ӗмӗт тесе шутланӑ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Брюкине типтерлӗ якатнӑ, ботинкисене йӑлтӑртатса тӑмалла ҫутатнӑ, пиншак кӗсйинчен хӗрлӗ пӗчӗк пурҫӑн тутӑрӗ курӑнса тӑрать.Брючки проглажены в складочку, башмачки начищены, из кармана пиджака фуляровый платочек красненький.
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Куҫсем йӑлтӑртатса кайрӗҫ, утӑмсем хӑвӑртланчӗҫ те ҫирӗпленчӗҫ, вӗсем пӗрин ҫинчен ҫеҫ — хӑйсене кӗтекен пуянлӑх, ҫак пуянлӑх кӳрекен хуйхӑсӑр, иртӗхлӗ, чаплӑ пурнӑҫ ҫинчен шухӑшланӑ.
XXXII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Унӑн аллинче ҫӗҫӗн ҫивчӗшӗ пӗрре уйӑх ҫутипе, тепре факел ҫутипе йӑлтӑртатса илет.В руке у него был открытый нож, лезвие которого поблескивало, озаренное то луной, то факелом.
XXIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ карап ҫаврӑннӑ май румпель ҫинчи пӑхӑр йӑлтӑртатса илнине куратӑп.Я уже мог разглядеть поблескивающую при поворотах медь румпеля.
XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ман йӗри-тавра, фосфорлӑ чӑлтӑр ҫутӑпа йӑлтӑртатса, пӗчӗк хумсем кӑпӑкланса шавлаҫҫӗ.Вокруг меня, искрясь легким фосфорическим светом, шумели, пенясь гребнями, мелкие волны.
XXIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Проливра шыв тарӑнӑшӗ икӗ хӑлаҫ ҫурӑ пулать, эпир шыв айӗнчи тап-таса хӑйӑр ҫинче хурҫӑ хӗҫпӑшалсем хӗвелпе йӑлтӑртатса выртнине куртӑмӑр.
XVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Хӗрачан ҫӳҫӗ ылтӑн пек, сар чечек пек йӑлтӑртатса тӑрать, куҫӗсем ун салхуллӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Мила ҫине пӑхма та кӑмӑллӑ: ҫӳҫӗ — ылтӑн корона пек, ҫӑмламас куҫ харши айӗнчи куҫӗсем, Медведев калашле, хура нӑрӑсем пек йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, шурӑ ахах тӗслӗ аллисем капӑр юбки ҫинче, хӑйсене хӳтӗлӗх кирлине палӑртнӑн, асамлӑн илӗртсе выртаҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ҫутӑ куҫӗсем хуралнӑ пит-куҫӗ ҫинче ҫав тери уҫҫӑн йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.Светлые глаза с поразительной резкостью выделялись на темном лице.
XV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.