Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
чухлӗ (тĕпĕ: чухлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку ҫулпа эпир темиҫе хут та ҫӳренӗ, анчах ун чухлӗ кӑткӑ йӑшӑлтатнине нихҫан та асӑрхаман, мӗншӗн тесен халиччен сӑнаса пӑхман.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Пӗтӗм ҫӗр-шывӗпе шутласан, ҫулсерен мӗн чухлӗ вӑрман пӗтет!..

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

«Спичкӑ шӑрпӑкӗ тума кӑна ҫавӑн чухлӗ йывӑҫ кирлӗ. Ытти япаласем, ҫуртсем тума мӗн чухлӗ кирлӗ!» — шухӑшпа виҫме ҫук шут хисепӗ тухса тӑчӗ ман ума.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Ҫӗр ҫинчи мӗн пур ҫын пӗр кунта кашни пӗрер шӑрпӑк ҫутса ҫунтарсан та, ҫавӑн чухлӗ шӑрпӑк тума виҫӗ гектар ҫинчи вуншар ҫул ӳснӗ ӑвӑс вӑрманӗ кирлӗ, — шутласа пачӗ Степан Лукич.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

— Ҫав япаласене тума мӗн чухлӗ йывӑҫ кирли ҫинчен эсир шухӑшланӑ-и? — ыйтрӗ пиртен ҫав кун Степан Лукич.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Мӗн чухлӗ япала, мӗн тӗрлӗ им-ҫам!..

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

У-у, мӗн чухлӗ!

Куҫарса пулӑш

Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.

Мӗн чухлӗ ырӑ шухӑш-туйӑм!

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Мӗн чухлӗ каласа памалли халь унӑн!

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ҫавӑн чухлӗ халӑх умӗнче вӑтанмасӑр епле чӑтӑн?

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Мӗн чухлӗ ҫӗнӗлӗх кӗртмен пуль фермӑсене: улӑм-утине тураса пӑспа пӗҫерсе пама тытӑннӑ, ҫӗр улмине те силослаттарнӑ, пӑрусене турӑх, сысна ҫурисене сула препарачӗ ҫитерме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Хӗрарӑма эпир мӗн чухлӗ сахалтарах юрататпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах килӗшетпӗр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ун чух мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫӑвӑн чухлӗ ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Сӑвӑҫсем ҫырни мӗн чухлӗ тата.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Эп хам мӗн чухлӗ ӗҫленине те пӗлместӗп: колхозсенчен час-часах ҫур ҫӗр иртсен таврӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Ыттисем мӗн чухлӗ ӗҫленине пӗлме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Ҫапах никамран та ун чухлӗ хӑрамаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

— Эп Конев вакцинине арӑма шаннӑ чухлӗ шанмастӑп.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Анчах мӗн чухлӗ вӗренетӗп, ҫавӑн чухлӗ тавра курӑм сарӑлать, пуҫа ҫӗршер ҫӗнӗ шухӑш пырса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Мӗн чухлӗ лайӑх, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах ӗҫлес килет.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех