Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Иерусалим патне ҫывӑхарса Елеон тӑвӗн тайлӑмӗнче ларакан Виффаги тӗлне ҫитсессӗн, Иисус икӗ вӗренекенне ҫапла каласа маларах янӑ: 2. ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр, унта кӗрсенех эсир кӑкарса хунӑ ама ашакпа унӑн тихине куратӑр, вӗсене вӗҫертсе Ман патӑма ҫавӑтса килӗр; 3. пӗри-пӗри сире мӗн те пулин каласан, эсир: «вӗсем Ҫӳлхуҫана кирлӗ» тейӗр; ҫапла каласанах вӑл ашаксене парса ярӗ, тенӗ.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑл вара вӗсене ҫапла калать: Эпӗ ӗҫес куркана ӗҫессе ӗҫӗр, Эпӗ курас асапа та тӳсӗр, анчах Хамран сылтӑм енне, сулахай енне лартасси Манран килмест, ӑна Аттем кам валли хатӗрленӗ, ҫавӑ ларӗ унта, тет.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, унта Вӑл вӗсене сыватнӑ.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫаплах чӑн калатӑп сире: ҫӗр ҫинче сирӗн хушшӑртан иккӗн пӗр шухӑшлӑ пулса кирек мӗн ыйтсассӑн та, Ҫӳлти Аттем мӗн ыйтнине парӗ вӗсене, 20. мӗншӗн тесессӗн Ман ятӑмпа иккӗн е виҫҫӗн пӗр ҫӗре пухӑнсассӑн, Эпӗ унта вӗсем хушшинче пулатӑп, тенӗ.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иисус ӑна каланӑ: эппин, ывӑлӗсен памалла мар; 27. анчах пирӗн вӗсене тарӑхтарас мар; тинӗс хӗррине кайса вӑлта яр та чи малтан лекнӗ пулла ил; ун ҫӑварне уҫса пӑхсан, унта статир тупӑн; ҫавна ил те Маншӑн та, хӑвӑншӑн та пар вӗсене, тенӗ.
Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тепӗр ултӑ кунран Иисус Петра тата пӗртӑван Иаковпа Иоана ҫеҫ Хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ; 2. унта Вӑл вӗсен умӗнче урӑхла курӑннӑ: Унӑн сӑнӗ хӗвел пек ҫуталса кайнӑ, тумтирӗ шап-шурӑ, ҫап-ҫутӑ пулса тӑнӑ.
Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иисус вара ҫав вӑхӑтран пуҫласа вӗренекенӗсене Хӑй Иерусалима каясси ҫинчен, унта пуҫлӑхсенчен, аслӑ священниксенчен, кӗнекеҫӗсенчен нумай асап курасси ҫинчен, Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен кала пуҫланӑ.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Унтан кайсассӑн Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррине ҫитнӗ, унта пӗр ту ҫине хӑпарнӑ та ҫавӑнта ларнӑ.29. Перейдя оттуда, пришел Иисус к морю Галилейскому и, взойдя на гору, сел там.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Унта пурӑнакансем Иисуса палласа илнӗ те ҫав таврана пур ҫӗре те хыпар янӑ, ӗнтӗ Ун патне пӗтӗм чирлӗ ҫынна илсе пынӑ, 36. вӗсем Ӑна: тумтирӳ аркине те пулин сӗртӗнтерсем, тесе йӑлӑннӑ; сӗртӗнекеннисем сывалнӑ.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Халӑха киле ярсассӑн, Вӑл пӗччен кӗлтума ту ҫине улӑхнӑ; ҫӗрле те унта пӗчченех пулнӑ.23. И, отпустив народ, Он взошел на гору помолиться наедине; и вечером оставался там один.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Вӗсем ӗненменрен Вӑл унта хӑват нумаях туман.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Тӗнче пӗтнӗ чухне те ҫапла пулӗ: ангелсем килӗҫ те усаллисене сӑваплисен хушшинчен уйӑрса илӗҫ; 50. вара вӗсене ҫунакан кӑмакана пӑрахӗҫ; унта йӗни-макӑрни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ, тенӗ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫак тӗнче пӗтнӗ чухне те пукрана пуҫтарса вутпа ҫунтарнӑ пекех пулӗ: 41. Этем Ывӑлӗ Хӑй ангелӗсене ярӗ те, вӗсем Унӑн Патшалӑхӗнчи пӗтӗм ултава тата йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пуҫтарӗҫ те 42. вӗсене вут-ҫулӑмлӑ кӑмакана пӑрахӗҫ; унта йӗни-макӑрни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ; 43. ҫавӑн чухне сӑваплисем хӑйсен Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫуталса кайӗҫ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Чурисем хуҫине пырса каланӑ: «хуҫа! эсӗ хӑвӑн хирне ырӑ вӑрлӑх акманччӗ-и? унта пукра ӑҫтан тухнӑ вара?» тенӗ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
акӑ акаҫӑ акма тухнӑ; 4. акнӑ чухне хӑш пӗрчи ҫул хӗррине ӳкнӗ; вӗҫен кайӑксем вӗҫсе килнӗ те ӑна ҫисе янӑ; 5. хӑшӗ чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ, унта тӑпра сахал пулнӑ; тӑпра ӑшӑх пулнӑран пӗрчӗ часах шӑтса тухнӑ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Вара каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах ҫичӗ сывлӑша ертсе килет те, унта кӗрсе пурӑнаҫҫӗ; ҫав ҫынна вара кайран унчченхинчен те хӗнрех пулать.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унта хӑрнӑ алӑллӑ пӗр ҫын пулнӑ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кирек епле хулана е яла ҫитсен те унта кам тивӗҫлӗ ҫын пулнине ыйтса пӗлӗр, вара мӗн кайичченех ун патӗнче пурӑнӑр; 12. пӳрте кӗнӗ чухне, ырӑ сунса: «канӑҫлӑх пултӑр ҫак киле» тейӗр; 13. килӗ тивӗҫлӗ пулсассӑн, ӑна сирӗн канӑҫлӑхӑр ҫитӗ; тивӗҫсӗр пулсассӑн, сирӗн канӑҫлӑхӑр хӑвӑрах таврӑнӗ.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Пуҫлӑх килне ҫитсен, Иисус унта шӑхличӗ калакансене тата хӳхлекен ҫынсене курнӑ та 24. каланӑ вӗсене: тухӑр-ха кунтан; хӗр вилмен, ҫывӑрать, тенӗ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Калатӑп сире: тухӑҫ енчен, анӑҫ енчен нумаййӑн килӗҫ те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пӗрле Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине ларӗҫ; 12. патшалӑх ывӑлӗсене вара тулашри сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӗҫ; унта кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ, тенӗ.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.