Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗп сăмах пирĕн базăра пур.
Тӗп (тĕпĕ: тӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав тӗп ҫул-йӗр литературӑпа искусствӑ халӑх пурнӑҫӗпе ҫирӗп ҫыхӑнса тӑни, социализмлӑ пурнӑҫӑн пуянлӑхӗпе нумай тӗрлӗ енӗсене тӗрӗс, пысӑк ӑсталӑхпа кӑтартса пани, ҫӗннине, чӑн-чӑн коммунизмла пурнӑҫа хавхаланса, илемлӗн сӑнласа пани, обществӑна малалла кайма чаракан чӑрмавсене пурне те питлени пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Паянхи пурнӑҫпа ыранхи кун-ҫулӑмӑр пирки шухӑша кайнӑ вӑхӑтсенче эпир куллен-кун КПСС XXII съезчӗн материалӗсем патне пырса тухатпӑр: вӗсенче совет литературипе искусствин коммунизм тунӑ тапхӑрти задачисене ҫав тери туллин те тӗп-тӗрӗс ҫутатса панӑ, вӗсен аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрне яр-уҫҫӑн палӑртнӑ вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Кунта коммунизм строительствин практикине тӗпчесе вӗренесси тата теори енӗпе пӗтӗмлетесси, социализмӑн экономикӑллӑ, политикӑллӑ тата культурӑллӑ аталанӑвӗн, социализмран коммунизма куҫса пынин тӗп закономерноҫӗсене тӗпчесе вӗренесси, ӗҫ ҫыннисене коммунизмла воспитани парас ыйтусене тӗпчесе хатӗрлесси тӗп вырӑнта тӑнине уйрӑмах палӑртса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ӑс-тӑн ӗҫӗпе вӑй-хал ӗҫӗ хушшинчи тӗп уйрӑмлӑхсене пӗтересси чи малтанах техникӑ прогресӗ туса хунипе, мӗн пур рабочисен, хресченсен тата интеллигенцин ӗҫӗсене пӗр тан условисенче автоматизациленипе тата механизациленипе пулать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Совет Союзӗнчи Коммунистсен партийӗн Программи, пирӗн ҫӗршыв капитализмран социализма куҫса пынӑ ҫул-йӗре тарӑннӑн тишкерсе хак панӑ май, культурӑллӑ революци ҫӗршыва индустриализациленипе тата ял хуҫалӑхне кооперациленипе пӗрешкелех социализмлӑ обществӑ тумалли ленинла планӑн тӗп звени пулса тӑнине палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Тӗп сӑмахӗсем: чӑваш туй йӑли-йӗрки, туй юррисем, ҫураҫу, евчӗ, хӑйматлӑх атте, хӑйматлӑх анне, туй пуҫӗ.

Ключевые слова: чувашская свадебная обрядность, свадебные песни, сватовство, сваха, посаженый отец, посаженая мать, главный свадьбы, ведущий свадьбы.

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Ҫемье институтне ҫирӗплетме тата аталантарма лайӑх майсем туса парасси, ҫемьесене пулӑшу парасси, демографи политикине аталантарасси, амӑшлӑхпа ачалӑха пулӑшасси Чӑваш Республикин Правительствин тӗп ҫул-йӗрӗсен шутӗнче.

Создание благоприятных условий для укрепления и развития института семьи, помощь семьям, развитие демографической политики, поддержка материнства и детства являются приоритетами Правительства Чувашской Республики.

Олег Николаев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/08/ole ... lyubvi-i-v

Республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи илемлӗ вырӑнсемпе киленес вырӑнне хӑшӗсем пуҫтахланса ҫӳреҫҫӗ.

Некоторые, вместо того, чтобы наслаждаться живописными местами столицы республики, бесчинствуют.

Атӑл хӗрринчи бинокле ватнӑ // Таисия Ташней. Атӑл хӗрринчи бинокле ватнӑ

Республика Правительствин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри – регионта пурӑнакансене хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан спорт объекчӗсемпе тивӗҫтересси.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

Чӑваш Енре пурӑнакансен кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче спорт тӗп вырӑнта тӑрать тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

«Вӗсене чӑннипех тӗп тума шутланӑ пулсан мӗнле вӗлерчӗҫ-ши?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Район тухтӑрӗ ҫырнине шанмасӑр тӗп хуларанах тепӗр тухтӑр чӗнтерсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ахальтен мар вӑрҫӑ теми унӑн творчествинче тӗп вырӑн йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Паллӑ мар. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 2 с.

Каярах Элӗкри тӗп больницӑри терапи уйрӑмӗнче ҫичӗ ҫул ырӑ тӗслӗх кӑтартать.

Позже в течении семи лет подает хороший пример в отделении терапии Аликовской главной больницы.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Педагогсемпе шкул ачисем хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетесси, ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле хутшӑнса ӗҫлесси, вӗренӳпе воспитании ыйтӑвӗсене кулленех пӗрле татса парасси форумӑн тӗп темисем пулса тӑчӗҫ те.

Куҫарса пулӑш

Класс ертӳҫисем пӗрле пухӑнса канашларӗҫ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/klass-ertycisem-p ... larec.html

Валентина Михайловна палӑртнӑ тӑрӑх, шыва кӗнӗ чухне пулакан инкексен тӗп сӑлтавӗ — хӑрушлӑха асӑрхаманни тата йывӑрлӑхран тухма пӗлменни.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Пӗччен пурӑнакан ватӑсене пулӑшасси – тимуровецсен тӗп тӗллевӗ», — ҫырнӑ ача-пӑча хаҫачӗ.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Пандеми вӑхӑтӗнче районти тӗп больницӑна 2 куллерпа 3 микроволновкӑпа тивӗҫтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/

80 килограмран ытларах виҫе категорийӗнче Рамил Шакуров пурне те ҫӗнтерсе тӗп парнене, такана, ҫӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи акӑлчан чӗлхипе вӗрентекен Александр Николаева, Чӗчкен тӗп шкулӗн директор ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Гульназ Гайнулловӑна тата Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи кӗҫӗн классен учительне Гульназ Ямалетдиновӑна ЧР Вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотипе, Шурут, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗсенчи кӗҫӗн классен вӗрентекенӗсене Венера Васильевӑпа Светлана Мунтайкинана, «Радуга» ача сачӗн воспитательне Ольга Григорьевӑна министерствӑн Тав ҫырӑвӗпе наградӑларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех