Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ну, вӗсем вара хулара мӗн тӑвас теҫҫӗ, ҫавна тӑваҫҫӗ…
XI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
— Мӗн тӑвас, кирек камӑн та инкек пулма пултарать, — тенӗ Роза.— Что ж, — сказала Роза, — со всяким может случиться несчастье.
X // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Мӗн тӑвас ӗнтӗ!
VI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Асӑннӑ Огрехова, Глафира Дементьевна, кайӑк-кӗшӗк, урӑхла, чӑх-чӗп фермине вырнаҫнӑскер, «Рассвет» колхоза, ҫапла вара, пирӗн чаплӑ малашлӑха тӑвас ӗҫе те чӑтма ҫук пысӑк сиен кӳнӗ.
Суд килет!.. // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫак туйӑма чӑн тӑвас тенӗ пекех, пирен умран «Сӗт» тесе ҫырнӑ пысӑк шурӑ цистернӑллӑ машина вӑшлатса иртет.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
— Ҫапла ӗнтӗ шухӑш пур пирӗн, — тенӗ секретарь каллех текех шӳтлемесӗр, питӗ ӗҫлӗн те сумлӑн, — сире, Маркелов юлташ, Выселкӑри колхоз пуҫлӑхӗ тӑвас тетпӗр.
Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
— Почтальон тӑвас тетпӗр сана, Зуля.
Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Унтан — тӑван ҫӗршыва тӑврӑнни, пушанса юлнӑ, пӗтнӗ пурнӑҫ, кӑштӑртатса, ӑна-кӑна тӑвас тесе тӑрӑшни, мӗншӗн ун пек турӑм-ши тесе усӑсӑр аса илни, ҫавӑн пекех усӑсӑр манӑҫа тухни — епле тавӑрчӗ ӑна пурнӑҫ, кашни минутра, пӗрмаях… кӑшт ҫеҫ, анчах нихҫан та тӳрлетме ҫук суран пек, ҫынна парас парӑма пӗрер пусӑн парса пынӑ пек пулчӗ ун пурнӑҫӗ…
XLIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эсӗ ху мӗн тӑвас килнине, тума май ҫук пек туйӑнакан ӗҫе тума пултаратӑн пулсан — усӑ кур вара, чунӑм, киленичченех! —
XLI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эпӗ ирӗклӗхе юрататӑп, мӗн тӑвас килнӗ ҫавна тӑватӑп, ҫынсем ҫинчен те ҫаплах шутлатӑп.Я люблю свободу и не признаю обязанностей — не для себя одной.
XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Журналсем вулӑр, уҫӑлса ҫӳрӗр, пӗр сӑмахпа, мӗн тӑвас килет, ҫавна тӑвӑр…
XXXVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
«Ҫак пуян арӑм мӗн тӑвас тенипе килӗшсе пырӑпӑр», тесе шутларӗ те вӑл хӑй ӑшӗнче, ӑна Полозова ыйтнӑ пекех именсе тӑмасӑр: — Ҫапла, эпӗ авланатӑп, — терӗ.
XXXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Эпӗ сирӗн сӑмахран тухмӑп, — терӗ Джемма тепӗр хут, — хӑйӗн вара куҫхаршисем ҫӗкленчӗҫ, питҫӑмартисем шуралчӗҫ, вӑл тутине ҫырта-ҫырта илчӗ; — эсир мана валли ҫав тери нумай турӑр, манӑн та эсир мӗн тӑвас тенине тумаллах; сирӗн ӗмӗтӗре ман пурнӑҫламалла.
XXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Анчах Панталеоне хӑйне дуэльсем тӑвас ӗҫ уншӑн пулсан кашни кун тӑвакан ӗҫ пулнӑ пек тыткаларӗ; ку ӗҫре ӑна театрта чапа тухасшӑн ҫунса аса илнисем пулӑшнӑ пулас, ҫапла вара вӑл секундант рольне шӑпах ӗнтӗ роль вылянӑ пек вылярӗ.
XVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Ҫак феррофлукто спичебуббио, — калаҫма пуҫларӗ вӑл французпа Итали чӗлхине хутӑштарса, — ҫак сутӑҫӑ Клуберио хӑй тӑвас ӗҫне ӑнланмарӗ пулсан е вӑл хӑраса ӳкрӗ пулсан — ку уншӑн хӑйӗншӗнех питӗ начар!..
XVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Джиован Баттиста, хӑй кондитер пулнӑ пулсан та, ун пек тӑвас ҫукчӗ вара.— А Джиован Баттиста так бы не поступил, хотя сам был кондитером!
X // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Уйрӑммӑнах хӗрӳллӗн амӑшӗ ӑна купец тӑвасшӑн пулни ҫинчен каларӗ; анчах вӑл художник, музыкант, юрӑҫӑ пулма ҫуралнӑ, куна вӑл пӗлет, питӗ лайӑх пӗлет; унӑн чӑн-чӑн пултарулӑхӗ — театрта; Панталеоне те ун майлӑ тӑрать, анчах Клюбер господин амӑшӗ майлӑ, амӑшӗ ун сӑмахӗнчен тухаймасть: ӑна купец тӑвас шухӑша та малтан Клюбер господин панӑ, Клюбер шучӗпе купецран чаплӑ ят тӗнчере те урӑх ҫук иккен!
IX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Манӑн та пурне те телейлӗ тӑвас килет, — терӗ Таня, ҫаплах инҫетелле, юханшыв ҫинелле тинкерсе.— И мне бы хотелось, чтобы все были счастливы, — сказала Таня, неотступно глядя вдаль, на реку.
XXI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Манӑн пурне те телейлӗ тӑвас килет.
XXI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
— Манӑн сана та, санӑн аннӳне те, Надя аппана та телейлӗ тӑвас килет.— Я хочу, чтобы и ты была счастлива, и твоя мать, и отец, и тетя Надя.
XXI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.