Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

панӑ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кокуринсене ҫӗнӗ хваттере «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти Ҫӗнӗ хула урамӗнче уйӑрса панӑ.

Новую квартиру Кокуриным выдали на улице Новогородской микрорайона «Новый город».

6 ачаллӑ Кокуринсене хваттер панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32295.html

Ҫӑлавҫӑсем ун патне часах ҫитнӗ, альпхатӗрсем пулӑшнипе вӗсем поликлиника тӑррине аннӑ, кинемее наҫҫилкка ҫине хурса йӑтса тухнӑ та тухтӑрсен аллине панӑ.

Спасатели быстро добрались к месту происшествия, с помощью альпинистского снаряжения спустили на крышу поликлиники, вытащили женщину на насилках и отдали ее в руки врачей.

Кинемей чӳрече уҫнӑ та поликлиника тӑррине персе аннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32228.html

НАСА эксперименчӗ кӑтартса панӑ тӑрӑх Марс ҫинчи пурнӑҫ йӗрӗсене тупас тесен тарӑнрах чавмалла.

Чтобы найти следы жизни на Марсе, нужно копать глубже, показал эксперимент НАСА.

Марс ҫинче пурнӑҫ йӗрне тупас тесен тарӑнрах чавмалла // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32224.html

— Вӑл хӑйӗн иҫникӗсене тем тума та ирӗк панӑ, ун пек ирӗклӗх нимле алманчӑн та ҫук.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ват ҫын ват ҫынах ҫав, старик хӑйӗн кӳршисемпе нумайччен кӑштӑртатрӗ, юлашкинчен вара урайне Пинеҫ сарса панӑ юркав ҫине пӗр купа ҫӳҫ тата сухал касса тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет сисрӗ, Чапкун мӗн пур ясака турттарса кайнине Чураппана тарҫӑсем каласа та панӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах пӳлӗхҫӗ алманчӑна ӑспа чеелӗх ҫителӗклех панӑ пулсассӑн та ҫут тӗнчере ӗҫсем ялан Урасмет шутланӑ пек пулмаҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ав мӗнле чӑрмавлӑ ӗҫ тупса панӑ Хусан ханӗ пирӗн арҫынна.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан вӑл шӑпӑрлансене тем тума та ирӗк панӑ — кирек ӑҫта ҫитме, кирек кампа вӑрҫма пултараҫҫӗ, ясак мӗнле пуҫтарнине тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кам унашкал тивӗҫ панӑ вара сире?

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна хан улансемпе иҫниксем нумай уйӑрса панӑ, ку ҫарпа вара князь пӗтӗм ханлӑха тӗрӗслесе тӑрать, ҫулталӑкне икӗ хутчен — ҫуркунне, ҫӗршыв типсен, тата кӗркунне, мӗн пур тыр-пула пуҫтарса кӗртсен — ханлӑхри мӗн пур даругсене ҫитсе курма ӗлкӗрет.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытти лашасем чиперех сӗлӗ ҫисе тӑраҫҫӗ, Асаматпа хан панӑ юпах тиха ҫук.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ирхине пурне те тӗлӗнтерекен хыпар сарӑлчӗ: кӗҫӗр ҫӗрле Тукай мӑрса Асаматне тата хан панӑ юпах тихана вӑрласа кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Крепоҫре тата ун тулашӗнче каллех ӗҫкӗ пуҫланчӗ, — хальхинче ӗнтӗ Карамышпа Тукая хан ҫӗнӗ вырӑн панӑ ятпа.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Таврари кӑҫал качча кайнӑ е ҫураҫса хунӑ мӗн пур хӗрсенчен пухнӑ тата хӑш-пӗрисем хушса панӑ парнесене илессишӗн ҫынсем чӑм шыва ӳксе кӗрешрӗҫ, лаша пуррисем — хӑйсен лашипе, лаша ҫуккисем ҫын лашипе ут ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай панӑ укҫапа пӗри наччасах пыл илсе килчӗ тет.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрса вӑл вӑхӑтра лашине утӑ панӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кам суйса панӑ сана ман пирки?

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет пӳртрен ҫунакан хӑйӑ йӑтса тухрӗ, Эрнепие тӑратса лартса амӑшӗ панӑ сӗте ӗҫтерме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Читлӗхре хӑйне сапса панӑ кантӑр вӑрри пӗрчисене сӑхкаласа пӗр кӑсӑя сиккелесе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех