Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мучи сăмах пирĕн базăра пур.
Мучи (тĕпĕ: мучи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑрттан мучи апатшӑн нихҫан та хыпса ҫунман, вӑл выҫӑ ҫеҫ пулнӑ.

Дед Щукарь никогда не отличался чревоугодием, он просто был голоден.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗнле ырлӑх кунта — пӑшӑлтатса илчӗ Ҫӑрттан мучи, ӑйӑрӗсене тӑварса.

«Благодать-то какая!» — прошептал Щукарь, распрягая жеребцов.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Капла чикеленсе кайма та пулать» — шиклӗн шухӑшларӗ Ҫӑрттан мучи, ҫырманалла пӑрӑнса.

«Этак недолго и на бровях пройтиться», — опасливо подумал Щукарь, сворачивая в балку.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хутортан пӗр ултӑ ҫухрӑмри Ӑман ҫырми хӗрне ҫитиччен Ҫӑрттан мучи лашисене уттарса, тутлӑн тӗлӗрсе, пуҫӗпе сӗнке-сӗнке пычӗ, юлашкинчен вара, кӑнтӑрлахи шӑрӑх питӗ пусса ҫитернипе, урапа ҫинчен чутах персе анмарӗ.

Километров шесть от хутора до отножины Червленой балки дед Щукарь ехал шагом, сладко дремал, изредка клевал носом и, окончательно разморенный полуденным зноем, один раз за малым не свалился с линейки.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Кирек мӗнле патак та ик вӗҫлӗ пулать, — ытла илтӗнмеллех мар мӑкӑртатса илчӗ Ҫӑрттан мучи.

— Любая палка об двух концах, — невнятно пробормотал дед Щукарь.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Дубцов патӗнче хӑнара кулма май пурришӗн савӑнса, Ҫӑрттан мучи йӑл кулса илчӗ, анчах карчӑкӗ кунта та ун кӑмӑлне пӑсма май тупрӗ.

Повеселевший от приятной перспективы побывать в гостях у Дубцова, Щукарь заулыбался, но старуха и тут ухитрилась испортить ему настроение:

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Кулӑран ҫын пулать, — чӗрре кӗрсе каларӗ Ҫӑрттан мучи, анчах малалла тавлашма шутламарӗ.

— Со смеха люди бывают, — заносчиво сказал дед Щукарь, но спорить дальше не стал.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи ҫакна пит ӗненмелле сасӑпа каларӗ, ҫавӑнпа та карчӑкӑн ҫилли сӗврӗлчӗ, анчах упӑшки ҫине ҫаплах сӑнаса пӑхса, ассӑн сывласа илчӗ:

Такова была сила убедительности в голосе Щукаря, что старуха остыла, но, все еще пытливо всматриваясь в мужа, вздохнула:

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Карчӑк айӗнчи кивелнӗ йывӑҫ кравать чӗриклетсе илчӗ те, Ҫӑрттан мучи хӑлхине чанк! тӑратрӗ.

Ветхая деревянная кровать подозрительно заскрипела под старухой, и дед Щукарь тотчас же насторожился.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи хӑй тарӑхнине пӗрре те пытармасӑр итлерӗ, юлашкинчен кӑшкӑрса ячӗ:

Дед Щукарь выслушал свою благоверную с нескрываемым презрением, под конец возмущенно фыркнул:

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Вара Ҫӑрттан мучи ҫавӑнтах сассине хытарчӗ, хӑйне кирли ҫинчен калаҫма пуҫларӗ: — Мӗн те пулсан ҫимелли хатӗрле-ха эсӗ, вӑхӑт ҫук.

Пояснил дед Щукарь и тотчас же перешел на сугубо деловой тон: — Собирай-ка что-нибудь поесть, время не терпит.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов юлташ мана: «Мучи, ӑна эсӗ илсе килмесен, урӑх никам та илсе килеес ҫук», терӗ.

Товарищ Давыдов говорит: «Уж ежли ты, дедушка, его мне не представишь, то, окромя тебя, и никто не представит».

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи, мӑнаҫланса, сухалне якатса илчӗ, вара, кӑмӑлӗ ҫук ҫӗртенех тенӗ пек, ҫапла ӑнлантарса пачӗ:

Щукарь, важничая, разгладил бороденку и словно бы нехотя ответил:

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи пӳлӗм алӑкне яри уҫса ячӗ те урата ҫине тӑчӗ.

Щукарь распахнул дверь в горницу, стал на пороге.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи хӑйӗн сӑранланса кайнӑ лапчӑк картусне тата Трофима пула самантлӑха та алран яман чӑпӑрккине сак ҫине хучӗ те, йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхса: — Карчӑк! Чӗрӗ-и эсӗ? — тесе чӗнчӗ.

Дед Щукарь положил на лавку плоскую, как блин, замасленную фуражку и кнут, с которым по милости Трофима привык не расставаться ни на минуту, огляделся и на всякий случай окликнул: — Старуха! Ты живая?

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи куҫне шухӑшлӑн хӗссе илчӗ те сасӑпах: — Ҫакнашкал йӗркесӗр пурнӑҫра ҫылӑхсӑр пурӑнма та ҫук ҫав! Пӗтӗмпех ҫӗнӗлле, ташӑ ӑсти авкаланнӑ пек ним ӑнланмалла мар пулса пырать… — терӗ.

Дед Щукарь задумчиво сощурился и уже вслух проговорил: — Грехи наши тяжкие с такой неустроенной жизней! Все идет по-новому да все с какой-то непонятиной, с вывертами, как у хорошего плясуна…

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мана Макарушка та ырласа ҫапла калать: «Эсӗ, мучи, пролетарьят пулса тӑтӑн, вакӑ харпӑрлах тытма килӗшменнипе лайӑх турӑн», тет.

Да и Макарушка меня одобряет, говорит: «Ты, дед, чистым пролетарьятом стал и хорошо сделал, что отказался от мелкой собственности».

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи ӑйӑрсене тӑкӑрлӑка вартах пӑрса кӗртрӗ те, станицӑна каяс умӗн мӗн те пулин чӑмласа илес тесе, вӗсене хӑй килӗ еннелле тытрӗ.

Круто повернув жеребцов в переулок, дед Щукарь направил их к своему двору с намерением чего-либо пожевать перед поездкой в станицу.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ирхи апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗ хыҫҫӑн хутор ҫинче ҫаплах кизекӗн йӳҫӗкрех тӗтӗмӗ ҫакӑнса тӑрать, вӑшӑл-вӑшӑл вӗрекен ҫил ҫул ҫинчи чечеке ларнӑ мӑянӑн тутлӑ шӑршине хумхатать, выльӑх картисем тӗлӗпе иртсе пыракан мучи хӑй ачаранпах пӗлекен ӗне тислӗкӗпе сӗт шӑрши ҫапнине туять.

Над хутором после утренней стряпни все еще стлался горьковатый кизячный дымок, легкий ветер шевелил над дорогой пресный запах цветущей лебеды, а от скотиньих базов, мимо которых проезжал дед Щукарь, тянуло знакомым с детства запахом коровьего навоза и парного молока.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫакна аса илсен, Ҫӑрттан мучи йӑл кулчӗ, вара ӑйӑрсене пӗр иккӗленмесӗр вырӑнтан тапратрӗ.

Вспомнив все это, дед Щукарь улыбнулся, уже без колебаний тронул жеребцов вожжами.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех