Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫул сăмах пирĕн базăра пур.
ҫул (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2015 ҫул Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Указӗпе Раҫҫей Федерацийӗнче Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьев Указӗпе Чӑваш Енре К.В.Иванов ҫулталӑкӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юмахсен кĕнеки пичетленнĕ // В.Рафинов. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Нумаях пулмасть литература тӗнчи ачасен сӑвӑҫи, ҫыравҫи, киносценарисчӗ Агния Львовна Барто ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине уявларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем библиотекăра пулнă // О.МАТВЕЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Вӑл ывӑлӗсене амӑшӗн ӑшшине парса ҫитӗнтерсе, вӗсене пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйласа илме пулӑшнӑ.

Давая материнское тепло своим сыновьям, она помогла им в жизни выбрать правильный путь.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Ансамбле ҫӳреме пуҫланӑранпа кӑҫал 23 ҫул ҫитнӗ.

В этом году исполнилось 23 года, как она начала ходить в ансамбль.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Танлаштарма вӑл кризис тапхӑрӗнчи 2009 ҫул кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ: ун чухне 1,7 млн ҫын тулли ӗҫ кунӗпе вӑй хурайман.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ӗҫлӗ ҫул ҫӳрев Шупашкар электромеханика колледжӗнче малалла тӑсӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

10 ҫул «Справедливая Россия» партире тӑнӑскер унтан тухма заявлени ҫырнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Патшалӑх Канашӗнче «СР» фракцире 4,5 ҫул ӗҫлесе пысӑк опыт пухнине каларӗ-ха вӑл, анчах ҫак тапхӑр чунӗпе «эсерсемпе» туллин пӗрлешме ҫителӗклӗ пулайман-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

15 ҫул хушшинче унӑн алли вӑйӗпе пӗҫернӗ тутлӑ яшкапа пӑтӑна кам кӑна тутанса курман-ши!?

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ чухне хамран мӗн те пулин ҫӗннине хушатӑпах, ҫапла вара ҫӗнӗ блюдо пулса тухать», – тет «Приволжское» ОАО столовӑйӗнче 15 ҫул вӑй хураканскер.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Виҫҫӗмӗш ҫул клуб заведующийӗнче ӗҫлекен Алена Егорова вырӑнтахчӗ.

Алена Егорова, уже третий год работающая заведующей клубом, была на месте.

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Вун пӗр ҫул каялла, шӗкӗр хуламӑрӑн авалхи пайӗнче, кӳлмек хӗрринче ҫӗкленнӗ Анне палӑкӗ – тӑван халӑхӑмӑрӑн мӗн пур Амӑшне чӑтӑмлӑхшӑн, хастарлӑхшӑн, иксӗлми юратӑвӗшӗн чысласа, тав туса ҫӗкленӗ палӑк.

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Сӑн ӳкерчӗкри тепӗр салтакӑн – Осип Васильевӑн шӑпине уҫӑмлатма Михаил Фоминпа пӗрле Кайри Ункӑпуҫне ҫул тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ӑна 1930 ҫул пуҫламӑшӗнче тунӑ курӑнать.

Его видимо сделали в начале 1930 года.

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Уроксем хыҫҫӑн вара – ялти культура ҫуртне пултарулӑха аталантарма ҫул тытать.

Ну а после уроков - держит путь в сельский дом культуры развивать свой талант.

Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Пӗрлехи бюджетра тупӑш иртнӗ ҫул виҫӗмҫулхинчен 3,5% нумайрах пухӑннӑ, инвестици проекчӗсене укҫа 52% ытларах явӑҫтарнӑ», - терӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Районта иртнӗ ҫул вӗренӳ тата сиплев учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Унсӑр пуҫне саккӑрмӗш ҫул «Телеюрӑ» шоу ертсе пыратӑн...

Кроме этого уже 8 лет как ведешь шоу «Телеюрӑ»...

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

- Эсӗ - «Каҫхи тӗлпулу» программа авторӗ, вӑл Чӑваш наци телекуравӗн эфирне тӑваттӑмӗш ҫул тухать.

— Ты — автор программы «Каҫхи тӗлпулу», она уже четыре года выходит в эфире Чувашского национального телевидения.

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Иртнӗ ҫул тӑватӑ тӗрлӗ тум ҫӗлеттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех